ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*****************************************************
В д. Тоганаши по ул. Садовая продаётся бревенчатый дом площадью 34,5 кв. на земельном участке 50 соток. Фундамент дома обновлялся. Есть плодоносящий яблоневый сад. Стоимость 300 000 руб. Тел. : 8 963 036 08 80
*******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
"Мускаври Çĕнтерỹ парачĕпе Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă кун кăçал пĕр килни пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе шутлатăп - ку пирĕн региона аталанмалли çĕнĕ туртăм", - терĕ июнĕн 24-мĕшĕнче района Республика кунне уявлама килнĕ регион ертỹçи Олег Николаев.
Олег Алексеевич район центрĕнчи вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă монумент патне чечексем хучĕ, пĕр хушă шăп тăчĕ. Район ертỹçисем те, уява килнĕ ытти хăнасем те монумент патне чечексем хучĕç. Ятарлă илемлĕ форма тăхăннă çамрăк армеецсемпе кадетсем пĕлĕте шурă кăвакарчăнсем кăларса ячĕç.
Чечексем хунă хыççăн Олег Николаев район администрацийĕн пуçлăхне Иван Михопарова 1945-1946 çулсенчи архивлă документсене пухса хатĕрленĕ папка пачĕ. Уява хутшăннă Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, çак хутсене республикăри патшалăх архивĕн ĕçченĕсем пухса хатĕрленĕ. Документсенче - Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ çул Хĕвелтухăç Европăри хуласене фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă пирĕн район çыннисем пирки калани. Кун пирки тĕплĕнрех эпир çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.
А.КАРПОВА.
Июнь 2026 |
