ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*****************************************************
В д. Тоганаши по ул. Садовая продаётся бревенчатый дом площадью 34,5 кв. на земельном участке 50 соток. Фундамент дома обновлялся. Есть плодоносящий яблоневый сад. Стоимость 300 000 руб. Тел. : 8 963 036 08 80
*******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Район центрĕнче ачасемпе аслисем валли те уçăлса çỹреме тата канма вырăн сахал пулни пирки эпир пĕрре кăна мар калаçнă. Çавăнпа та салари Пĕрремĕш Çамрăксен урамĕнче çуран çỹремелли аллея тума шутлани пире пурне тесавăнтарчĕ. "Волгаинвестстрой" ТЯО ĕçченĕсем тата юлашки кунсенче район администрацийĕнче, ача садĕнче ĕçлекенсем тăрăшнипе Республика кунĕнче çĕнĕ аллея хута кайрĕ.
Тĕрĕссипе, аллея тени кăна тĕрĕсех те мар пулĕ. Ку - питĕ меллĕ те хăтлă кану вырăнĕ, спорт тата ача-пăча площадки. Брусчатка сарса тунă çуран çỹремелли вырăн айккипе саксем лартса тухнă, кунтах беседка та пур. Ача-пăчана савăнмалăх - чуччусем, велосипедпа тата скейтсемпе ярăнмалли вырăн. Сывлăха çирĕплетме - ятарлă резина сарса тунă вырăнта тренажерсем, турниксем.
Сăмах май, Республика кунне уявлама района килсе çитнĕ Олег Николаев турниксен çирĕплĕхне хăй тĕрĕслесе пăхрĕ - пĕр-икĕ хутчен туртăнса илчĕ. Вăл тин кăна туса лартнă спорт хатĕрĕсемпе кăмăллă юлнине палăртрĕ. Кану вырăнне çавăн пекех чечек клумбисем, йывăçсемпе тĕмсем илем кỹреççĕ. Часах кунта газон симĕсленме пуçлĕ. Каçхи вăхăтра вара аллея ятарласа лартса тухнă çĕнĕ хунарсен çутипе çуталĕ...
А.КАРПОВА.
Июнь 2026 |
