ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕн, ялхуçалăхĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани панăшăн, Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн районти ялхуçалăх тытăмĕнче тăрăшнă ĕç ветеранĕ Николай Петрович Стафик «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» юбилей медальне тивĕçнĕ.
Николай Петрович Стафик 1933 çулта Çĕмĕрле районĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçленĕ. 1949-1950 çулсенче Вăрнарти ялхуçалăх шкулĕнче "полевод" специальноçе вĕреннĕ. 1953-1957 çулсенче Тинĕс Çар флотĕнче службăра пулнă. 1958-1963 çулсенче агрономра тата колхоз правленийĕн председателĕн çумĕнче тимленĕ. Çав хушăрах Мускав облаçĕнче Пĕтĕм союзри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ.
1965-1974 çулсенче Питĕркассинчи Калинин ячĕллĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ, 1974-1979 çулсенче - "Октябрь" совхоз директорĕнче.
1979 çулта Николай Стафика Хĕрлĕ Чутай ял Канашĕн председательне суйланă. 1981-1985 çулсенче каллех "Октябрь" совхоз директорĕ пулнă.
Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх институтĕнче вĕренсе ученăй-экономист-агроном специальноçне алла илнĕ.
1985-1995 çулсенче районти Госстрах инспекцийĕн начальникĕ пулнă.
Николай Стафика "Хисеп палли" орденпа тата "За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина" медальпе наградăланă.
87 çулхи ветеран паян сывлăхĕ хавшанăран тухса çỹреймест, çавăнпа та нумаях пулмасть ăна юбилей медальне район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров килне çитсе панă, район аталанăвне тỹпе хывассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тунă.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
