Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçре - хастарлăх, уявра - хаваслăх

Категория: Общество Опубликовано: 15.06.2018, 09:15 Просмотров: 450

Июнĕн 10-мĕшĕнче хĕрлĕчутайсемпе хăнасем çурхи ака ĕçĕсем вĕçленнине паллă тума район центрĕнче иртнĕ Акатуя пухăнчĕç. Çанталăк пач та çуллахи пек пулмарĕ пулин те, илемлĕ Чутай тумне тăхăннă хĕрсемпе купăслă каччăсем - районти фольклор ушкăнĕсем - хăйсен ташши-юррипе чуна ăшăтрĕç, ырă кăмăл парнелерĕç.

Уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламлама района сумлă хăнасем килчĕç: Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Иванов, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн пулăшуçи Юрий Соколов, кỹршĕри регионсемпе районсен представителĕсем. Вĕсем тата район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров Акатуя пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, çĕр ĕçченĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕпе район аталанăвне пысăк тỹпе хывнине, вĕсен тăрăшулăхне пула ака ĕçĕсем ăнăçлă вĕçленнине палăртрĕç.

Савăнăçлă уяв тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене наградăсем панипе малалла тăсăлчĕ. Агропромышленность комплексĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникне Владимир Викторович Храмова Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тỹрĕ кăмăллă тата тухăçлă муниципаллă службăшăн Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Геннадьевич Михуткин тивĕçрĕ.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн "Коминтерн" ЯХПК бухгалтерне Таисия Васильевна Мадайкинана ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Игорь Валерьевич Дагаков çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма паракан свидетельствăна тивĕçрĕ.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн Тав çырăвне Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Валериевич Герасимов, Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Елена Федоровна Лаврентьева, райадминистрацин бухгалтери учечĕн секторĕн заведующийĕ Марина Петровна Николаева тĕп бухгалтер тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Хисеп грамотине райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Нестерович Живоев, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ Валерий Иванович Жиганов, Трапай ялĕн почтальонĕ Наталья Валерьевна Кондрашкина тивĕçрĕç.

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла мероприятисене професси шайĕнче ирттернĕшĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп эксперт специалистне Зинаида Петровна Майорована тата ертсе пыракан эксперт специалистне Римма Михайловна Башкирована, районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн юрисконсультне Наталья Валерьевна Исаакована тата ваттисемпе инвалидсене килти социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай заведующине Раиса Алексеевна Шехрейкинана Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хỹтĕлев министрĕн Тав сăмахне парса чысларĕç.

Обществăлла пурнăçа активлă хутшăннăшăн "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçи Дмитрий Геннадьевич Кузнецов, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Мария Сергеевна Куропаткина, хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçи Юрий Евгеньевич Тибогайкин тивĕçрĕç.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн Тав çырăвне райадминистрацин культура пайĕн начальникне Александр Николаевич Самсонова, информаци ресурсĕсен сек-торĕн заведующине Федор Юрьевич Вахтерова, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорне Надежда Николаевна Храмована парса чысларĕç. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине "Питание" ТЯО-н слесарь-ремонтникĕ Юрий Владимирович Иванов, Марина Михайловна Мессер повар, 1-мĕш номерлĕ гастроном заведующийĕ Марина Валерьевна Хозайкина, Серенкассинчи лавкка заведующийĕ Раиса Анатольевна Ямброськина тивĕçрĕç. Чăвашпотребсоюзăн Тав сăмахне "Четайское" ТЯО-н производство заведующине Ираида Леонидовна Патрикеевана пачĕç.

Район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе саккунлăхпа право йĕркине çирĕплетнĕшĕн, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес енĕпе активлă ĕçленĕшĕн Георгий Афанасьевич Михопаркина "Районăн хисеплĕ гражданинĕ" ят парса чысларĕç.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Свобода" колхозăн машинăпа сăвакан операторĕ Елена Зиновьевна Максимова тата "Нива" ЯХПК-ри сĕтпе тавар фермин коллективĕ, Штанашри Культура çурчĕн заведующийĕ Николай Васильевич Майоров, "Хастар" ФСК директорĕн çумĕ Юрий Анатольевич Бронюков район пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотипе Урикассинчи лавкка заведующине Татьяна Дмитриевна Наштыкована, "Четайское" ТЯО тирпейлỹçине Олеся Александровна Кандейкинана, "Питание" ТЯО поварне Римма Ивановна Мадебейкинана чысларĕç.

Ĕç ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисем

Районти ялхуçалăхĕсен ĕç ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе кăçалхи çурхи ака вăхăтĕнче палăрнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине "Коминтерн" ЯХПК, "Свобода" колхоз, "Нива" ЯХПК, "СТК-21" ТЯО тивĕçрĕç.

Механизаторсем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК тракторисчĕсем Николай Егорович Лаврентьев, Юрий Зиновьевич Татаров, Илья Николаевич Поно-марев, "Нива" ЯХПК тракторисчĕ Петр Николаевич Новиков палăрнă.

Выльăх пăхакансем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК-н машинăпа сăвакан операторĕ Галина Владимировна Сергеева, Мария Никифоровна Князева пăру пăхакан, Дмитрий Петрович Судеркин скотник, Светлана Никифоровна Викторова сысна самăртакан, Светлана Петровна Афанасьева свинарка, Трапайри сĕт комплексĕн начальникĕ Андрей Геннадьевич Данилов, сыснапа тавар фермин заведующийĕ Алина Львовна Абаськина, "Свобода" колхозри Венера Юрьевна Бурина пăру пăхакан мала тухнă.

Çавăн пекех пысăк кăтартусемпе ĕçленĕшĕн "Коминтерн" ЯХПК-н селекционер зоотехникĕ Лидия Александровна Охтеркина райадминистрацин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексне аталантарассине тỹпе хывнăшăн "Свобода" колхоз тракторисчĕсем Василий Егорович Семенов тата Юрий Витальевич Дмитриев, "Нива" ЯХПК тракторисчĕсем Евгений Николаевич Новиков тата Вячеслав Иванович Триковский район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2