Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                               

 

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ - Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлăх куннĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 03.09.2026, 14:14 Просмотров: 2

terrorism

Çак датăна 2005 çулта «Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕсем çинчен» федераци законĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ, 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Бесланра пулса иртнĕ хурлăхлă кунсемпе (боевиксем хулари пĕр шкула хупăрласа илни) çыхăнтарнă. Теракта пула ун чухне 334 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çав шутра – 186 ача.

Çак кун çĕршывра террористсене пула пурнăçран кайнă çынсене, служба тивĕçне пурнăçланă чухне хăйсен пурнăçне хĕрхенмен ятарлă службăсен тата право хуралĕн ĕçченĕсене аса илеççĕ.

Паянхи терроризм лару-тăру улшăнса тăнине хăвăрт хăнăхать: вăл тата кавартарах, тискертерех,  путсĕртерех, ултавлăрах пулса пырать. «Коллективлă Хĕвел анăç» тăрăшнипе терроризмăн идейисем анлă сарăлаççĕ. Раççей гражданĕсене диверсипе терроризм тата экстремизм ĕçне вербовкăлаççĕ – çакна мессенджерсем, социаллă сетьсем тата онлайн вăйăсем урлă тăваççĕ.

Çак хăрушлăхпа кĕрешес ĕçре Раççей Федерацин хăрушсăрлăх службин (ФСБ) тÿпи пысăк. Хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсем терактсене палăртса пÿлес ĕçе кулленех ирттереççĕ, терроризма укçапа тивĕçтерекен каналсене тупса палăртаççĕ, деструктивлă пĕрлĕхсене çамрăксене явăçтарасран кирлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

«Паян Раççейшĕн терроризм хăрушлăхĕ тĕнчери организацисенчен çеç мар, Украинăн ятарлă службисенчен те тухса тăрать», – палăртать Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн официаллă представителĕ Марина Афанасьева.

Асра тытăр: сирĕн тимлĕх – терроризмпа кĕрешнĕ чухнехи тĕп пулăшуçă. Интернетра асăрхануллă пулăр: хăвăра хĕтĕртме ан парăр, иккĕленÿллĕ ушкăнсемпе чатсене ан кĕрĕр, кирек епле информацие те тишкерÿллĕн пăхăр. Гражданла яваплăха туйса тăрăр: экстремизмла идеологие сарни, вербовка е преступлени туса ирттерме хатĕрленни çинчен пĕлсен çийĕнчех право хуралĕн органĕсене е Федерацин хăрушсăрлăх службине шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунĕ çак хăрушă усаллăх умĕнче патшалăхпа общество пĕрлешнине кăтартать. Паян, терактсене пула пурнăçран кайнисене аса илнĕ май, пирĕн çакна ăнланмалла: терроризма пĕрле калаçса, тимлĕ пулса, гражданла ăнланулăха вăйлатса çеç çĕнтерме пулать.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4