Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                               

 

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пурнăçне колхозрах ирттернĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.08.2026, 11:04 Просмотров: 7

Округра пурăнакан ватăсене сумлă юбилейĕсемпе саламласси ырă йăлана кĕчĕ. Акă, Çĕн Атикасси ялĕнче пурăнакан Мария Ильинична Прокопьева августăн 18-мĕшĕнче хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, çывăх çыннисенчен тата хăнасенчен салам сăмахĕсем йышăннă.

Мария Ильиничнăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене тивнĕ. Амăшне 1941 çулта Căр хỹтĕлев чиккине тунă çĕре янă. Хĕр пĕрчин йăмăкне пăхмалла, кукамăшне пулăшмалла пулнă. Кил хуçалăхри ĕçсене тунă май канма та вăхăчĕ пулман. Шăпах çак йывăрлăхсене тỹсни хĕре çирĕп характерлă пулма май панă. Вăл 40 çул ытла "Марксист" колхозра вăй хунă, выльăхĕсене пăхнă, уй-хирте тыр-пул вырнă çĕрте ĕçленĕ. Шкулта та вĕренеймен хĕрача, çиччĕмĕш класс хыççăнах вăрманта вутă ĕçленĕ çĕрте вăй хунă. Темĕнле вĕренес тенĕ пулсан та, май килмен. Аслисенчен юлман, пĕр ĕçрен те хăраман, темĕнле йывăр пулнă пулсан та парăнман. Ĕçне кура вăл чылай Хисеп хутне тата Тав çырăвне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернине халалланă юбилей медалĕсене илме тивĕç пулнă. Кил-çурт вучахне упранă, мăшăрĕпе, çак ял каччипех, Николай Ивановичпа пĕрле пилĕк ача ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Ахальтен мар ăна Ача амăшĕн медалĕпе чысланă. Николай Иванович та "Марксист" хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4