ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çутçанталăка çын алли сиен кỹни пирки сахал мар калаçатпăр, çыратпăр. Апла пулин те сăтăр тăвакансем, илемлĕ тавралăха вараласа сиен кỹрекенсем тупăнсах тăраççĕ. Çутçанталăк вара пирĕнтен хỹтлĕх, пулăшу кĕтет.
Хăшĕ-пĕрисем тавралăха тирпей-илем кĕртме тăрăшнă вăхăтра, теприсем ăна хăйсен усал ĕçĕпе сиен кỹреççĕ. Ун пек тĕслĕх сахал мар. Акă, Хурашаш ялĕ хыçĕнчи пĕве территорине илер. Кунта канма кăмăллакансем çыран хĕрринчех сĕтелпе саксем те вырнаçтарнă. Пулă тытмалли вырăнсем те йĕркеленĕ. Кунта пурăнакансем палăртнă тăрăх, пĕвере карп кăна мар, çăрттан та ĕрчет. Ахальтен мар пĕве хĕрринчен паянхи кун та пулăçсем татăлмаççĕ, çутçанталăк илемĕпе киленсе вăхăта усăллă ирттереççĕ. Çывăхра вара «тирпейлĕ çынсем» пурăнни курăнать, хайхисем кил таврашĕнчи строительство материалĕсене, кивĕ сĕтел-пукана килсе тăкнă. Нивушлĕ вĕсене килтех вутă-шанкă вырăнне вакласа усă курма пулмасть? Е çав териех пуйса кайрăмăр?
Ал айĕнчи мĕнпур япалапа усă курма, мĕн пуррине хаклама вĕренесчĕ, тавралăха тасалăхра тытасчĕ.
Анна АЛЕКСЕЕВА
Ноябрь 2026 |
