ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçалхи призыв çĕнĕлле иртет. Пĕрремĕш хутчен мероприятисем çулталăкĕпех пыраççĕ. Салтака каймалли каччăсене учета илессине тата вĕсемпе çыхăнса ĕçлессине вара цифра формачĕ çине куçарнă. Призывпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе эпир Чăваш Республикин Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссарĕпе Александр Сергеевич Донов майорпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Раççей çарне илмелли йĕрке çĕнĕ правилăсемпе мĕнлерех?
- 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей çарне тивĕçлĕ вăхăтлăх службăна (на срочную службу) ямалли правилăсем улшăнчĕç. Унччен призыв кампанийĕ çулталăкра икĕ хут иртнĕ пулсан, халĕ вăл çулталăкĕпех тăсăлать. Çамрăксене служба вырăнне çулталăкра икĕ хутчен - çуркунне апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен тата кĕркунне октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен - ăсатаççĕ.
Çулталăк хушшинче çар комиссариачĕсем медицина тĕрĕслевне, профессипе психологи суйлавне, призыв комиссийĕсен ларăвĕсене тата саккунпа пăхса хăварнă ытти мероприятисене ирттерме пултараççĕ.
- Ашшĕ-амăшне чи малтанах çак ыйту хумхантарать: çамрăк салтаксене ятарлă çар операцийĕ пынă вырăна ăсатмĕç-и?
- Çар службине илнĕ граждансене ятарлă çар операцине хутшăнма явăçтармĕç. Призывпа хĕсметре тăракансене, вĕсен служба срокĕ кăçал кĕркунне вĕçленет пулсан, пурăнакан вырăна вăхăтра ярĕç.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Ноябрь 2026 |
