Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

                                                                                                                                                                                                

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Автовокзал малалла та ĕçлĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.10.2026, 09:34 Просмотров: 20

Хĕрлĕ Чутай салинчи автовокзал ноябрь уйăхĕнчен ĕçлеме чарăнасси пирки çỹрекен сас-хура округра пурăнакансене самаях калаçтарчĕ, пăшăрхантарчĕ. Чылайăшĕн харпăр хăй автомашини пур пулин те, пирĕн хушăра автобуспа куллен ĕçе е çывăхри ялсемпе хуласене çỹрекен те пур.

Маларах ĕçленĕ И.В.Степанов уйрăм предприниматель пире пĕлтернĕ тăрăх, вăл диспетчерпа касса пункчĕ вырнаçнă объект тĕлĕшпе "АвтоВАС" УА-па тара илни пирки тунă килĕшĕве (договор аренды) ноябрĕн 2-мĕшĕнчен тытăнса пăрахăçлать. Çавна май ку объект çинче билет сутассипе тавăрассине, рейссене диспетчер пулăшăвĕпе тивĕçтерессине, пассажирсем ларассипе тухассине йĕркелеме, билетпа учет ĕç-хĕлне тата килĕшỹре палăртнă ытти ĕçсене пурнăçлама чарăнать.

Чăваш Енри Транспорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, округри халăха транспорт пулăшăвĕпе тивĕçтересси упранса юлать. Диспетчерпа касса пункчĕн (ДКП) харпăрлăхçи (собственник) çеç улшăннă. Малтанхи хуçи ку объекта урăх предпринимателе сутнă. Çĕнĕ харпăрлăхçă малалла ĕçлес шухăшлă. Хĕрлĕ Чутай салине автобуссем хăнăхнă пекех кĕрсе çỹрĕç. Маршрутсенче улшăнусем пулмасса шантараççĕ.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6