ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*****************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çак хурт-кăпшанкă апрель уйăхĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕчченех çыртса тарăхтарать. Анчах та чи хăрушă тапхăр - май тата июнь уйăхĕсем. Çак вăхăтра вĕсем уйрăмах çăткăн, усал. Вăл вăрманта çеç мар, пахчара ĕçленĕ чухне те тапăнма пултарать. Тепĕр чухне çын çывхарнине туйса йывăç çине сиксе ỹкет, хăйĕн тĕллевне пурнăçлама темиçе метр вĕçме те пултарать. Ỹт-пĕве çирĕппĕн кĕрсе ларать, çыртмалли вырăн шырать. Ку ĕç виçĕ сехет тăсăлма пултарать. Эсир ăна çак вăхăтра асăрхатăр пулсан хăрушлăха сирме май пур. Ỹте çыртнă чухне ыратнине сисмелле мар ятарлă шĕвек кăларать вăл. Çавна май çын нимĕн те туймасть. Хурт-кăпшанкă чĕрчун тата çын шăршине лайăх туять, вĕсене кĕтсе урисене тăсать. Унăн малти ури çинче шăршă пĕлекен орган пур.
Сăвăс энцефаличĕ (пуç мимин шыççи), иксодлă сăвăс боррелиозĕ (лайма чирĕ) сарăлать унран. Çавăнпа та хамăр ал айĕнчи япаласемпе хỹтĕленес пулать:
- вăрмана кайнă чухне пуçа капюшон тăхăнмалла;
-кĕпене, свитера шăлавар ăшне çавăрса чикмелле, шăлавар вĕçне
- атă кунчине;
- кĕпе çаннисене тỹмелемелле;
- çи-пуç пĕр тĕслĕ пулни лайăх, ун пек чухне сăвăса асăрхама çăмăлрах;
- хурт-кăпшанка хăратакан препаратсемпе усă курма юрать.
Унпа ỹте мар, тумтире сирпĕтмелле. Сăвăс ỹт-пĕве кĕрсе ларчĕ пулсан ăна çуллă япалапа сĕрмелле, сăмсине амантмасăр çавăрса кăлармалла. Сиенленнĕ вырăна йод сĕрмелле. Унăн сăмсине амантма, лапчăтма юрамасть. Вăл ỹтрех юлсан чир шала каять. Ăна килти условисенче кăларма май килмесен медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ.
Май 2026 |
