Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Салтак пăтти мĕн тути?

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2018, 16:14 Просмотров: 516

Салтака кайнисене мĕн ĕлĕкренех сума сунă. Çĕршыв умĕнчи парăма татнă каччă киле таврăнсан ирĕклĕн сывлать. Салтак аттине тăхăнса салтак пăттине тутанни - пысăк чыс. Мĕн тути калать салтак пурнăçĕ? Мĕнпе асра юлнă вăл çартан тин кăна е темиçе çул каялла таврăннисемшĕн? Ыран-паян салтакран таврăнас шухăшлисем тата хĕсмет пирки мĕн калаççĕ? Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçин кунĕ умĕн арçынсене шăпах çак ыйтупа чăрмантартăмăр.

Сергей КАЛЕНОВ, Туктамăш ялĕ:

- Эпĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама çуркуннехи призывпа тухса кайрăм. 1989-1991 çулсенче салтакра пултăм. Малтан Магаданра, унтан Чукоткăра службăра тăтăм. Эпĕ - пограничник. Отделени командирĕ пулнă май тин кăна килнĕ çамрăксене вĕрентеттĕм, салтак пурнăçне хăнăхтараттăм.

Хальхи çамрăксен çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллах тесе шутлатăп, пăрăнма кирлĕ мар. Салтак атти тăхăнмалли вăхăчĕ те халĕ кĕскерех, çулталăк кăна. "Çар - пурнăç шкулĕ", - тесе ахальтен каламан. Салтак пăттине тутаннă, аттине тăхăннă яш-кĕрĕм чăн-чăн арçын пулса таврăнать.

Хамăн ывăлăм Дима та салтак çулне çитрĕ. Пĕлтĕр 18 çул тултарчĕ. Тĕп хуламăрта вĕреннĕрен вăл салтак ретне хальлĕхе тăраймарĕ-ха. Вăл та ман пекех çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласса шансах тăратăп.

Иван ПИМЕНОВ, Хĕрлĕ Чутай сали:

C7tp0L90b w- Эпĕ хальхи вăхăтра Çарпа космос вăйĕсен Ржев хулинче вырнаçнă чаçĕн радиолокаци ротинче службăра тăратăп. Манăн салтак пурнăçĕ иртнĕ çулхи кĕркунне пуçланчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадет класĕнчен вĕренсе тухсан эпĕ тỹрех çара кайма шут тытрăм. Çакăн пек йышăну тунăшăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Пĕрле службăра тăракан салтаксем те, офицерсем те - лайăх çынсем.

Килте аттепе анне, йăмăк кĕтни, шăнкăравласах тăни те мана тĕрев парать.

Кадет класĕнче вĕреннĕ чух илнĕ пĕлỹ - автомат сỹтсе пухасси, стройпа утма вĕренни, дисциплинăна хăнăхни - мана кунта питĕ кирлĕ пулчĕ. Салтака килсенех мана асăрхарĕç темелле, малалла аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кайма та чĕнчĕç. Анчах та хальлĕхе эпĕ малалла контрактпа юлмаллине е вĕренме каймаллине татăклăн палăртса хуман-ха. Октябрь уйăхĕнче салтакран киле таврăнмалла, унччен шухăшламалăх пур.

Салтак пăтти мĕнлине сăмахпа каласа параймăн, çакна пĕлес тесен ăна тутанса курмалла.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1