ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ДРОВА колотые:
дуб, береза, липа.
Доставка.
Тел.: 8 965 687 75 57
8 908 307 01 21
(16+)
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Республикăри больницăсем сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенин модернизаци программине пула çамрăк специалистсемпе пуянланаççĕ. Ялпа саласенчи кадр дефицитне "Земство фельдшерĕ" программа шайлаштарма май парать. Акă кăçал районти тĕп больница коллективне те çамрăк специалистсем хушăнчĕç. Федерацин "Земство фельдшерĕ" программипе икĕ фельдшерпа медицина сестри - Артем Барашкинпа Яна Никифорова тата Татьяна Сырова - ĕçе вырнаçрĕç.
Артем Николаевич БАРАШКИН çак çулла Туканашри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçе тытăнчĕ. Каччă Патăрьел районĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл 2019 çулта Шупашкарти медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă, "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ.
Сăмах май, Туканашри фельдшер пункчĕ 200 пациент сывлăхне сăнаса пăхса тăрать. Туканашсен юлашки çулсенче фельдшер пулманнине кура вĕсене Атнарти врач офисĕн ĕçченĕсем пăхса тăнă, çавăнпа та кунта пурăнакансем яла фельдшер ĕçлеме килнипе кăмăллă. Çамрăк специалист хăйĕн профессине юратнине, пациентсемпе кăмăллă пулма тăрăшнине район больницин тĕп тухтăрĕ Наталья Ельцова та палăртать. "Эпĕ ачаранах çынсене сиплеме, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшма ĕмĕтленнĕ. Пациентсенчен тав сăмахĕ илтни кăмăл-туйăма çĕклет, ĕçлеме вăй-хал хушать, çынсене тата ытларах пулăшма хистет", - тет çамрăк фельдшер.
Яна Александровна НИКИФОРОВА 2019 çулта Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти медицина колледжне çул тытнă. Кăçал вăл ăна ăнăçлă пĕтерсе "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илнĕ. Хĕр направленипе район больницине ĕçлеме килнĕ. Нумаях пулмасть Яна "Земство фельдшерĕ" программăпа пилĕк çуллăх килĕшĕве алă пуснă.
Çамрăк специалист Березовкăри фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлсанах унти халăх сывлăхĕшĕн вăй хурĕ. Хальлĕхе вара вăхăтлăх райбольницăра пулăшать. Пĕр хушă ЭКГ пỹлĕмĕнче тимленĕ хыççăн паянхи кун Яна процедура пỹлĕмĕнче ĕçлет, юн илет, инъекцисем тăвать, медицина ĕçченĕсене пулăшса хăйĕн ĕç опытне ỹстерет.
Палăртмалла, Янăна шкул вăхăтĕнче хĕрлĕчутайсем спорт мероприятийĕсенче тăтăшах курнă. Вăл шахматла ăста вылянипе палăратчĕ, малти вырăнсене çĕнсе илетчĕ. Çав хушăрах хĕр çăмăл атлетикăпа та кăсăкланнă. Колледжра ăс пухнă вăхăтра та вăл спортпа туслă пулнă, медицина организацийĕсен профсоюзĕсем хушшинче йĕркеленĕ шахмат ăмăртăвĕсенче выляса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Татьяна Сергеевна СЫРОВА Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Хĕр тăхăр класс таран Питĕркассинчи шкулта вĕреннĕ, вăтам пĕлĕве вара Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче илнĕ. "Сиплев ĕçĕ" специальноçе алла илес ĕмĕт Татьянăна Шупашкарти медицина колледжĕн Канашри филиалне илсе çитернĕ. Кăçал ăна хĕр ăнăçлă пĕтернĕ те тăван тăрăха килнĕ. Çамрăк специалист райбольницăн терапи уйрăмĕн кăнтăр стационарĕнче медицина сестринче вăй хурать, инъекцисем тăвать, капельница лартать. "Мана опытлă медицина сестри Альбина Петровна Иванова вĕрентсе пысăк пулăшу парать, çакăншăн ăна питĕ пысăк тав!" - тет çамрăк медицина сестри.
Татьяна малалла вĕренес ĕмĕтпе пурăнать, вăл Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илесшĕн. Хĕр ĕмĕтне пурнăçа кĕртессе шанас килет.
Сентябрь 2024 |