ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Шупашкарта виçĕ уйăх хушши чăваш тĕррин наци шкулĕ ĕçлерĕ. Кунта республикăри тĕрлĕ районсенчен килнĕ çынсем чăваш тĕррине тĕрлеме вĕреннĕ. Вĕсем хушшинче Уйпуçĕнче пурăнакан Ольга Логинова та пулчĕ.
Паянхи кун Ольга Владимировна салара çĕвĕç уйрăмне ертсе пырать. Ку ĕçе вăл шкул хыççăн Çĕмĕрлери училищĕре вĕреннĕ. "Малтанах эпĕ пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулас шухăшлăччĕ. Университета кĕрейменнипе Çĕмĕрле хулинчи училищĕне çул тытрăм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, çĕвĕçе вĕренсе тухрăм. Унччен, паллах, шкулта ĕç урокĕсенче кăна çĕвĕ машинине тытса курнă эпĕ", - каласа парать вăл. Халĕ вĕсем хăйсен салонĕнче ачасене валли кĕпе-йĕм çĕлеççĕ, тумтирĕн вак-тĕвек юсавне пурнăçлаççĕ. "Юлашки вăхăтра ача-пăча сачĕсенчен чăваш тумне çĕлеттерессипе чылай саккас илетпĕр. Вĕсенче уйрăмах чăваш тĕррине усă курма тивет. Унччен малтан эпир тĕрлĕ хăюпа усă курнă пулсан, малалла кĕпесене чăваш тĕррипе илемлетнĕ чух ăна алăпа тĕрлесшĕн. Кун пек вăл капăр та пуянрах пулать. Çавăнпа та ĕçре усăллă пуласса пĕлсе тата вĕренес кăмăл пуртан çак шкула çул тытрăм", - тет Ольга Владимировна.
Нумаях пулмасть чăваш тĕррин наци шкулĕн пĕрремĕш вĕренекенĕсене сертификат панă. Çамрăк та пултаруллă ăстасем çакна чăннипех тивĕçлине палăртса хăйсен ĕçĕсемпе çирĕплетнĕ. Ольга Логинова та хăйĕн ĕçне тăратнă. Вăл авалхи чăваш кĕпин ĕлкине туса, ĕлĕкхи пирсемпе усă курса кĕпе çĕленĕ. Ăна вара чăваш тĕррипе илемлетнĕ. "Çак ĕçе пурнăçланă чух йывăрлăхсем те пулчĕç. Кĕпере икĕ тĕслĕ пир усă курма шут тытрăм. Çав вăхăтрах хĕрлĕ тĕслĕ пир тупма йывăр пуласса шутламан та. Анчах та мĕн кирлине тупса хам шухăша пурнăçлама пултартăм", - тет çамрăк ăста. Юлташĕсем йĕп чикмелли хатĕрсем, минтерсем, алшăллипе тутăрсем кăна тунă пулсан Ольга Владимировна вара хăй çĕленĕ чăваш кĕпипе пулнă. Унăн ĕçне пысăк хак панă.
"Чăваш тĕррин шкулĕнче тĕрлĕ ăстасемпе курса калаçнă май, вĕсен ĕçĕсене курнă май манăн вĕренмелли татах та чылай тесе шутлатăп. Халĕ вара мĕн вĕреннине çирĕплетес тĕллевпе хам та сăмса тутрисем, алшăллисем тĕрлетĕп. Кăçал кĕркунне пире валли татах та занятисем ирттерме палăртаççĕ. Эпĕ малалла та вĕренес шухăшлă, çавăнпа та унта та çитесшĕн-ха", - сăмахне вĕçлерĕ Ольга Владимировна.
Ольга Логиновăн икĕ хĕр ỹсет. Аслă хĕрне те чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентесшĕн вăл. Хальхи вăхăтра Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕсемпе пĕрле амăшĕпе хĕрĕ конкурса хутшăнма хатĕрленеççĕ.
М.МАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |