ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хамăр пурăнакан çурта, урама, тăван яла тасалăхра, тирпейлĕхре тытмаллине кашниех пĕлет. Анчах та хăшĕ-пĕри çакăн пирки пач та манса кайнă пулмалла. "Чи тирпейлисем" кил-таврашĕнчи ăпăр-тапăра ял хушшинчи çырмана, анкарти хыçне тата çул хĕррине кайса купалаççĕ. Кун пек "свалкăсем" пирки редакцине тăтăшах шăнкăравласа пĕлтереççĕ.
Акă нумаях пулмасть Шулю ялĕнчи лавкка тата фельдшерпа аку-шер пункчĕ патĕнчи çỹп-çап купи ял сăнне пăсни çинчен çырса ячĕç. Чăнах та, лавкка çумĕнчи çырмара тем те пĕр йăванса выртать. Уйрăмах кĕленче, пластик савăт-сапа нумай. Меллĕ ĕнтĕ - лавккара эрех-сăрине туян та ăна пушатсан çырманалла ывăт. Çынсем хăйсене валли çỹп-çап тăкмалли вырăн тупнă. Ăна симĕс курăк, йывăç тураттисем хупланă пулин те вăл иртен-каян куç тĕлне пулатех. Фельдшерпа акушер пункчĕ çумĕнчи ăпăр-тапăра вара ял уявĕ умĕн пуçтарнă-мĕн.
Ваçкаçырми ялне кĕрсе кайсанах тасалăх хуçаланать. Анчах кунта та кăлтăксăр мар. Ял халăхĕ ăпăр-тапăра ферма пулнă вырăна тултать иккен. Унта вара çỹп-çап - купипех! Çак "свалка" пĕр çул хушшинче ỹссе ларман ĕнтĕ. Паллах, ялти çынсенчен нихăшĕ те унта çỹп-çап тăкнине йышăнмасть. Пĕлĕтрен тăкăнать-ши вара? Çывăхри ялсенчен килсе тăкмаççĕ вĕт ăна. Унти ăпăр-тапăр хушшинче мĕн кăна выртмасть пулĕ. Тетрачĕ-хучĕ, квитанцийĕ çунман япала-им тата? Унти ят-хушамат тăрăх çỹп-çап хуçине те çăмăллăнах шыраса тупма пулать. Çакăн пек ỹкер-чĕк ытти ял тăрăхĕсенче те пур. Астăвасса, темиçе çул каялла урамсене вараланăшăн штраф та тỹлеттеретчĕç. Ăпăр-тапăрне вара тăкаканне хăйне пуçтарттаратчĕç. Кил-çурт умĕнче вутă-шанкă та, тимĕр-тăмăр та выртман. Пурне те пуçтарттаратчĕç. Вăл вăхăтра çырмасемпе çул хĕррисем паянхи пек çỹп-çап айне путман.
Хăшĕ-пĕрин кил-çурчĕ умне пырса кĕме çук. Хăйсем ыттисене вĕрентме пĕлеççĕ, сăмса айĕнчине курмаççĕ. Кун пек лару-тăру чылай ялта хуçаланать. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем, паллах, пурин хыççăн та пуçтарса çитереймеççĕ. Йăлари хытă каяшсене илсе тухассине маларах тивĕçлĕ йĕркеленĕ пулсан çакăн пек тỹнтерле ỹкерчĕк пулмастчĕ. Çỹп-çапне тăкакансен те совесть пулмалла. Ăпăр-тапăра çырмана, çул хĕррине кайса тăкни тирпейлине пĕлтермест. Çак кунсенчех вăрман леш енчи ялсем çỹп-çап айне пулнине пĕлтерчĕç. Уйрăмах Пĕрремĕш, Иккĕмĕш Хурашаш, Хусанушкăнь, Тракушкăнь ялĕсенче "свалкăсем" нумайланнă-мĕн. Хамăра хамăр путаратпăр мар-и? Ăпăр-тапăрне тултакансем хамăр хушăрах вĕт. "Çав-çавах çулла курăкпа, хĕлле юрпа картланать", - текенсем те пур. Анчах та çав çулпа кашни кунах иртсе çỹретпĕр. Тирпейсĕрлĕхĕ вара чакса пымасть.
Çав хушăра:
Июнĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе лару иртнĕ. Унта ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе пĕрлех ял тăрăхĕсенчи çỹп-çапа уйрăм пуçтарттарас ыйтăва та пăхса тухнă. Ларăва "ПрофЭко" ТЯО представителĕсем те хутшăннă, малашне çак общество районти ялсенче йăлари тĕрлĕ каяшсене пуçтарса илсе тухассине пурнăçласшăн. Хуçалăхри ăпăр-тапăра пуçтарса кайнăшăн кил-çуртра пурăнакан кашни çын пуçне уйăхне 55 тенкĕ тỹлемелле пулĕ.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Август 2026 |
