Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                                                                                                                                

                                                                                                                                                                   

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Шăписене тинĕс пехотипе çыхăнтарнă

Категория: Общество Опубликовано: 09.06.2017, 09:06 Просмотров: 1397

kozlov Мускаври Çĕнтерỹ парадне хĕрлĕчутайсенчен Ачкассинчи Дмитрий Козлов тата Шулюри Сергей Трубкин та хутшăннă. Вĕсем иккĕшĕ те контракт мелĕпе Çурçĕр флочĕн Мурманск облаçĕнчи тинĕс пехотинче службăра тăраççĕ. Иккĕшĕ те патвар та йăрăс кĕлеткеллĕскерсем, çĕршывăн пĕлтерĕшлĕ пулăмне хутшăнма тỹр килнишĕн савăнаççĕ. Дмитрий Александрович Козлов, икĕ çул службăра тăнăскер, кăçал контракта тепĕр çуллăха тăснă. Майăн 25-мĕшĕнчен вăл отпускра канать. Кĕçех каймалли те çитет ĕнтĕ унăн. Яла вăл çемье çавăрас тĕллевпе килнĕ.

Дима хăй вăхăтĕнче Шулюри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта тăхăр класс пĕтернĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вара вăтам пĕлỹ илнĕ. Шкул хыççăн çамрăк Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче инженера вĕреннĕ, унтан 2015 çулта вăл контрактпа икĕ çуллăха çара кайнă. Каччă ачаранах спортпа туслă. Юрий Бронюков тренер-препода-ватель хăнăхтарнипе Дима темиçе хут та кире пуканĕ çĕклес енĕпе пысăк çитĕнỹсем тунă. Ун çинчен эпир час-часах хамăр хаçатра çырнăччĕ.

Тепĕр çулталăкран Дима службăра тăракан вырăна (батальонĕ кăна урăх) Ачкасси ял тăрăхĕнченех тепĕр яш - Сергей Николаевич Трубкин - контрактпа кайнă. Шулю ялĕнчи пысăк çемьерен тухнă каччă унччен çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă пулнă ĕнтĕ. Унтан контрактпа кайма шутланă. Çапла унăн батальонĕ те, Димăнни пекех, Çĕнтерỹ парадĕнче утма тивĕçнĕ. Каярахпа Дима отпуска килнĕ пулсан, Сергей çар тивĕçне малалла пурнăçлама юлнă. Димăпа Сергей парада пĕрремĕш хут хутшăннă, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие икĕ уйăх хатĕрленнĕ.

Вĕсем Хĕрлĕ площадь тăрăх парадра утнине ашшĕ-амăшĕ сенкер экран урлă пăхса ларнă. Парадра утнă чух çамрăксен чĕри савăнăçлă пăлханупа, мăнаçлăхпа тулнă, çав самант вĕсен чĕринче яланлăхах асра юлĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6