ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*****************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре çĕнелнĕ пуçаруллă бюд-жет программине хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă. "Эпир çул-йĕрсене анлăлатрăмăр, укçа-тенке пысăклатрăмăр, çавна май пурнăçланă проектсен шучĕ те ỹсĕ. Çынсем сĕннĕ "Манăн кил картишĕ" тата "Ачасемпе çамрăксен тĕнчи" çĕнĕ приоритетсем хушăнчĕç.
Иван МИХОПАРОВ, муниципаллă округ пуçлăхĕ:
- Июлĕн 1-мĕшĕнчен республикăра 2026 çул валли пуçару бюджечĕн программи ĕçлеме тытăнчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе унта пĕлтерĕшлĕ улшăнусем кĕртнĕ. Программа анлăланнă. Унта икĕ ен хушăннă - "Манăн кил картишĕ" тата "Ачасемпе çамрăксен тĕнчи". Проектсене пурнăçа кĕртме ял çыннисене те явăçтарас пулать. Пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕх: муниципалитетсенчен йышăнакан заявкăсен хисепне чикĕлемеççĕ. Çĕнĕ хаклав тытăмĕ халăх пуçарăвĕсене пулăшасси çине пусăм тăвать. Палăртмалла, программа ĕçлеме пуçланă-ранпа, 2019 çултанпа, округра 416 миллион тенкĕлĕх 417 пуçару проекчĕ пурнăçланнă. Кăçал кăна 125 миллион тенкĕлĕх хушма 65 проект пурнăçа кĕрет. Заявкăсене "Чувашия онлайн" платформăра августăн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Унтан, сентябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче уçă сасăлав пуçланать. Пĕтĕмлетĕве октябрь уйăхĕн вĕçĕнче тăваççĕ. Хастартарах пулăр, хăвăр пуçарăва сĕнĕр. Çапла майпа хамăр пурнăçа лайăхрах та хăтлăрах тăвăпăр.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Апрель 2026 |
