Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

**************

КИРОВСКАЯ ОБУВНАЯ ФАБРИКА

16 февраля в РДК с 9 до 15 часов  состоится распродажа зимней обуви из натуральной кожи и прием обуви на ремонт 

В ассортименте "Весна/демисезон".

На зимнюю обувь скидки! 

.               ИП Кощеева Н.А.

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

"Библиотекарь - манăн ĕмĕтĕм тата ĕçĕм"

Категория: Общество Опубликовано: 10.10.2025, 19:16 Просмотров: 24

Кашни шкултах вулавăш пур. Шкул библиотеки  кашни ачан  пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен пӗрремӗш класс ачи те каласа пама пултарать. Унта упранакан кӗнекесен  пӗлӳ калӑпашӗ нимӗнпе те танлашаймасть-ҫке. Манăн паян сире хамӑр шкулта 30 ҫул ытла библиотекарьте ӗҫленӗ Надежда Георгиевна Петровапа тӗл пулса калаҫнипе паллаштарас килет. Кашни шкултах вулавăш пур. Шкул библиотеки  кашни ачан  пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен пӗрремӗш класс ачи те каласа пама пултарать. Унта упранакан кӗнекесен  пӗлӳ калӑпашӗ нимӗнпе те танлашаймасть-ҫке. Манăн паян сире хамӑр шкулта 30 ҫул ытла библиотекарьте ӗҫленӗ Надежда Георгиевна Петровапа тӗл пулса калаҫнипе паллаштарас килет. 

- Надежда Георгиевна, калӑр-ха, хӑвӑр профессие мӗнле суйласа илтӗр?

- Пирӗн ҫемьере кӗнеке вулама юрататчӗҫ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн эпӗ Шупашкарти пӗр техникума вӗренме кӗтӗм. Анчах та чун ялах туртнипе Мăн Этмен шкулӗнчи библиотекăна ӗҫлеме килтӗм. Ҫак ӗҫ манӑн ӗмӗтӗм, манӑн ӗҫӗм пулчӗ.

- Вӑл вӑхӑтра ачасем библиотекӑна нумаййӑн ҫӳренӗ-и?

- Библиотекӑна ачасем нумай килетчӗҫ. Манӑн ӗҫ-хӗлӗн малтанхи ҫулӗсем кивӗ шкулта иртрӗҫ. Ун чухне ачасем нумаййӑн вӗренетчӗç. Ӗҫе 1-мӗш класран пуҫласа 10-мӗш класс таран,  пур вӗренекенсене те пырса тивмелле планлама тивнӗ. 1982 ҫулта эпир ҫӗнӗ шкул ҫуртне куҫрӑмӑр. Вӑл вӑхӑтра шкулта 600 ытла ача вӗреннӗ, вӗсем пурте тенӗ пекех шкул библиотекин вулаканӗсем пулнӑ. Чи хастаррисем пуҫламӑш шкул ачисем пулнӑ, вӗсем хыҫҫӑн - аслӑ классенче вӗренекенсем. Вулакансен конкурсӗсем, конференцийӗсем, кӗнеке куравӗсем иртнӗ. Манӑн ӗҫре библиотека активисчӗсем  пысӑк пулӑшу паратчӗç. Хӗрачасем ҫӗнӗ кӗнекесем йышӑнма пулӑшатчӗҫ, классенчи учебниксен лару-тӑрӑвне сӑнатчӗҫ. Пирӗн вулавăшра Кӗнекесен больници ӗҫлетчӗ. Ҫуркуннехи каникул вăхăтӗнче ҫулсерен Ача-пӑча кӗнекисен эрни иртнӗ. Ҫак мероприятисен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӗренекенсем ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ирттернӗ. Эпӗ шкул библиотекарӗ пулнишӗн пӗрре те кулянмастăп, паянхи кун та тӗлӗкре шкултах ӗçленине куратăп.

- Питӗ пысăк тав сире манпа калаçма килӗшнӗшӗн.

Милена Мидейкина,  Мăн Этмен шкулӗ, 5 класс

Добавить комментарий

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1