Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                               

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Вилекенсем 4-5 хут ытларах

Категория: Общество Опубликовано: 19.12.2025, 20:52 Просмотров: 202

Республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланать: ФАП-сем çĕкленеççĕ, медицина учрежденийĕсем хальхи йышши оборудованисемпе пуянланаççĕ. Апла пулин те çынсен шучĕ çултан-çул чакса пырать. Ку ырă мар кăтарту округра та сисĕнет.

Юлашки çулсене пĕтĕмлетсен, округра çулсерен вăтамран 200 çын ытла вилет, çуралакансенчен 4-5 хут ытларах.

Сăлтавĕ мĕнре-ши? Ятарлă çар операцине хутшăнакансене илмесен те, халăх çулçă пек тăкăнать. Сăлтавĕ - сывлăх хавшанинче. Райбольница кăтартăвĕсемпе çынсем ватлăхпа кăна мар, тĕрлĕ чир-чĕре пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлаççĕ. Чи малти ретре - юн çаврăнăшĕн тытăмĕнчи чирсем, усал шыçăсем, апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем. Çакă пирĕн хамăр сывлăха тĕрĕслесех тăмаллине пĕлтерет мар-и? Чылайăшĕ çулталăкне пĕрре флюорографи витĕр тухать. Ăна та ялти фельдшер çине тăнипе тăвать. Шăпах диспансеризаци вăхăтĕнче чирсем "тупăнаççĕ". Чир-чĕр малтанлăха хăйĕн çинчен систермесен те пултарать - çакна шута илмелле. Вăхăта шеллетпĕр мар-и? Тухтăр патне кĕмешкĕн черетре тăма та ỹркенетпĕр. Асăрханă пулĕ, ытларахăшĕн - тỹрех юн пусăмĕ хăпарса каять. Чылайăшĕ хăй тĕллĕн сипленет. "Эмел ĕçетĕп те, ыратни иртсе каять", - тет. Анчах ку вăхăтлăха кăна. Чир вăраха кайма пултарать.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4