Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                               

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Тухтăр патне кайни - вăйсăрлăха кăтартни мар

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2026, 21:12 Просмотров: 149

Арçынсем - этемлĕхĕн вăйлă пайĕ, çавăнпа вĕсен сывлăхĕ те, хĕрарăмсеннипе танлаштарсан, çирĕпрех тесе шухăшлаççĕ. Ку чăнах та çапла-и? Арçынсем мĕншĕн тухтăрсем патне сайра хутра кăна каяççĕ?

Чи малтан ку социаллă культура стереотипĕпе çыхăннă: тухтăр патне кайни - вăйсăрлăха кăтартни имĕш. Арçын ачасене мĕн ачаран вăйлă, арçын пек пулма вĕрентеççĕ. Çавна май чылай чухне вĕсенчен çурри организм систерекен симптомсене курмăш тăвать. Çитменнине, арçынсенчен чылайăшĕ чир-чĕр вĕсене пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тума чăрмантарать тесе шухăшлать.

Вăхăт çитсе пыманни те витĕм кỹрет: çемьене тăрантарас тесе ĕçлени малти вырăна тухать, сывлăх вара - иккĕмĕш планра кăна, больницăна каясси яланах кая юлса пырать. Çитменнине, арçынсем тухтăр патне кайса пуç ыратни, депресси пуçланни е урăх чир-чĕр пирки пĕлтерме намăсланаççĕ. Хăйсен кăлтăкĕсем пирки каласа кăтартсан вĕсем пирки ăнăçсăр арçын тесе шутлама пуçлаççĕ имĕш. Чылайăшĕ стреспа тĕл пулсан çывăх çыннисенчен пăрăнма тăрăшать, чĕмсĕрленет е чунĕнчи ыратăва пула ыттисем çине кăшкăрать.

Тĕплĕнрех - «Пирĕн пурнăç» хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4