Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*****************************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ентешлĕх ĕçĕсем курăмлă, малашлăхĕ пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 20:25 Просмотров: 91

Иртнĕ шăматкун, апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Ара, кунта хĕрлĕчутайсем уява пухăнчĕç. "Чавал" ентешлĕх йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнĕ-çке. Пĕр-пĕрне тахçанах курман юлташ-пĕлĕшсем çак мероприятие васкарĕç. Уява пухăнакансене вара округри фольклор ушкăнĕсем илемлĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Юрă-ташă тенĕрен, мероприятире вăл сахал мар пулчĕ. Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çинче ỹснĕ артистсем уяв сĕмне вăйлатрĕç çеç. Программăна "Сарпике" халăх ташă ансамблĕ пуçларĕ. Сăмах май, ăна Уйпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ Алиса Лукина балетмейстер ертсе пырать. Унăн ушкăнĕ Раççей ша йĕнчи фестиваль-конкурссенче те тăтăшах палăрать.

Чи малтанах ентешлĕх председателĕ Владимир Савинкин пĕрлехи ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. "Чавал" ентешлĕх хастарĕсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ е хăйсем йĕркелесе ирттереççĕ. Çав шутра - округри шкул ачисене литература анине тухма пулăшасси те, спорт енчен аталантарасси те, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне гуманитари пулăшăвĕ çитересси те, ытти те… Ĕç сахал мар. Пурте пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех пулать.

Ентешлĕх Канашĕн йышне те çирĕплетрĕç, унпа пурне те Владимир Савинкин паллаштарчĕ.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31