ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*****************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Инсульт - пуç мимине юнпа тивĕçтересси пăсăлни, унăн неврологи симптоматики тăрук палăрать. Инсульт йышне пуç мимин инфаркчĕ (ишеми инсульчĕ), пуçа юн кайни (геморраги инсульчĕ) тата субарахноидаллă юн кайни кĕреççĕ.
Çынна çак амак аптăратнине 6 симптом тăрăх пĕлме пулать. Вĕсем уйрăм та, пĕрле те палăрма пултараççĕ. Пĕрремĕшĕ: тăрук вăй пĕтет, алă е ура "çывăрса" каять, япăх туять (ытларах чухне кĕлеткен пĕр енĕ). Иккĕмĕшĕ: пит хытать (е ассиметри пулать). Виççĕмĕшĕ: çыннăн чĕлхи çĕтет (ăнланмалла мар калаçать) тата ăна мĕн каланине ăнланмасть. Тăваттăмĕшĕ: тăрук куç (пĕри е иккĕшĕ те) япăх курма тытăнать (япаласем иккĕллĕ курăнма пултараççĕ). Пиллĕкмĕшĕ: çын йывăррăн утать, унăн пуçĕ çаврăнать, вăл тайкаланать. Улттăмĕшĕ: пуç питĕ вăйлă ыратать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Май 2026 |
