ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*****************************************************
В д. Тоганаши по ул. Садовая продаётся бревенчатый дом площадью 34,5 кв. на земельном участке 50 соток. Фундамент дома обновлялся. Есть плодоносящий яблоневый сад. Стоимость 300 000 руб. Тел. : 8 963 036 08 80
*******************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Юр кайсанах сăвăссем хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ. Юн ĕмме юратакан çак пĕчĕк кăпшанкă апрель-октябрь уйăхĕсенче йышлă. Вăл сăхсан, чĕрчунсене, çынна инфекци чирĕ ерме пултарать. Çавăнпа та сыхлăха ỹстермелле.
Ялсенче юлашки çулсенче пушă çуртсем нумайланчĕç, тирпейлесе-тасатса тăманран сад-пахчисем хыт хурапа ашкăрса лараççĕ. Вĕсенче сăвăс та пурри иккĕлентермест. Килти чĕрчунсем вара кỹршĕри таса мар сад-пахчасенчен сăвăс çаклатса килме пултараççĕ. Çавăнпа та ял çыннисем хушшинче харпăр хăй хуçалăхне сăвăсран хỹтĕлеме ятарлă препаратсемпе сирпĕтес шутлисем те пур. Мĕнле препаратпа усă курма пулать-ши? Çак ыйтăвăн тупсăмне шыраса эпир Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи службин округри филиалĕнче тăрăшакан Эльвира Еремеевапа çыхăнтăмăр.
"Цифокс" ятлă препаратпа усă курма пулать. Пирĕн специалистсене чĕнмесĕр хăвăр тĕллĕн унпа территорие сапас тетĕр пулсан, асăрхануллă пулмалла, ятарлă хỹтĕлев хатĕрĕсемпе (перчетке, респиратор, резина атă, куçлăх, кĕлеткене хỹтĕлекен комбинезон) усă курмалла", - палăртрĕ Эльвира Михайловна.
Округри вĕренỹ учрежденийĕсене те сăвăссенчен хỹтĕлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Округ администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев çирĕплетнĕ тăрăх, пур шкулпа ача сачĕн территорийĕсене çак кăпшанкăран хỹтĕлес тесе ятарлă препаратпа сирпĕтеççĕ, ку ĕçе пурнăçлама гигиенăпа эпидемиологи службин специалисчĕсене явăçтараççĕ.
Июнь 2026 |
