ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çуллахи аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче çынсем тăтăшах çав йăнăшсенех тăваççĕ, вĕсем сывлăха сиен кỹме, пушар сăлтавĕ пулма пултараççĕ.
Тĕп правило ансат: аслати кĕмсĕртеттернине тата çиçĕме асăрхасанах шыв-шур çывăхĕнче, уçă вырăнта пулмалла мар, металпа ĕçлемелле мар (унтан аякра пулма тăрăшмалла). Çиçĕм чылай чухне уйрăлса тăракан объектсене çапать - уйрăм ỹсекен йывăçсене, пĕр-пĕр япала йăтнă çынсене. Çавăнпа та пĕве е юханшыв хĕрринче канма, шыва кĕме юрамасть. Чылайăшĕ телефонпа сăн ỹкерĕнме юратать. Кун пек çанталăкра ăна сỹнтермелле.
Килте те чарусем пур. Чỹрече патĕнче, пралук, антенна, тимĕр япаласем çывăхĕнче тăма кирлĕ мар. Телевизора та, хăватлăхĕ пысăк техникăна та сỹнтермелле, кабельлĕ интернетпа усă курмалла мар. Пỹлĕмри витĕр çил те инкекĕн сăлтавĕ пулма пултарать. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче алăкпа чỹречене, мăрьене хупмалла, мĕншĕн тесен ун пек чухне пỹртре çил çỹрет. Чăмăр çиçĕм (шаровая молния) те кĕме пултарать. Кăмака хутни те вырăнлă мар.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
