ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, округ администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, район Хисеп хăми çĕнĕ ятсемпе пуянланчĕ. Хисепе тивĕçнисем хушшинче тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем пур: выльăх-чĕрлĕх пăхакан та, пушар хуралĕнче тимлекен те, полици уйрăмĕнче ĕçлекен те, медицина ĕçченĕ те... Вĕсемпе паллашта-ратпăр. Хисепе тивĕçнисем çаксем:
. Хĕрлĕ Чутайри выльăх-чĕрлĕх чирĕ-семпе кĕрешекен станцин водителĕ Виктор Валерьевич Чубайкин;
. Березовкăри аслă ỹсĕмрисене тата инвалидсене стационари пулăшăвĕпе тивĕçтерекен уйрăмĕн поварĕ Тамара Ивановна Майорова;
. Нумай функциллĕ центрăн эксперчĕ Алина Валентиновна Тиханкина;
. "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Юрий Федорович Данилов;
. "ГК "Эстет" тулли мар яваплă обществăн административлă тата хуçалăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ушкăнĕн ертỹçи Алексей Николаевич Барышников;
. 33-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн Кив Атикассинчи уйрăм посчĕн начальникĕ - караул начальникĕ Вадим Валентинович Федоров;
. полици уйрăмĕн дознователь тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ, кĕçĕн лейтенанчĕ Диана Николаевна Михопарова;
. Хĕрлĕ Чутайри юсавпа эксплуатаци участокĕн аварипе диспетчер службин мастерĕ Александр Георгиевич Алексеев;
. "Жилсервис" тулли мар яваплă обществăн слесарь-сантехникĕ Дмитрий Николаевич Назаров;
. Райпон Пантьăкри лавкка заведующийĕ Альбина Александровна Падейкина; . район больницин врач-психиатр-наркологăн медицина сестри Ирина Дмитриевна Тинехпейкина;
. Сĕнтĕкçырминчи ял библиотекин тĕп библиотекарĕ Елена Васильевна Самсонова; . "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ Евгений Николаевич Новиков;
. Питĕркасси территори пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Светлана Михайловна Бродюкова;
. Мăн Этмен шкулĕн директорĕн çумĕ Надежда Васильевна Ермакова.
Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ пулин те, профессире ăсталăхпа палăраççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулаççĕ.
Август 2026 |
