ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
"Шоферăн шăпи йывăр-и?" - тесе ыйтсан вăл: "Çак çула хам суйласа илнĕ, эппин хурламастăп. Хăвна шыраса тупсан, ку ман валли пулнине ăнлансан çак ĕçпе киленсе вăй хума пулать", - терĕ Николай Семенович Шорников 60 çул ытла алăран руль яманскер. "Кирек мĕнле техника та хăйне хисепленине илтет, çавăншăнах хуçине кăмăллать. Автомашинăна юратса пăхмалла. Унпа çыхăннă ĕçе вăхăтра пурнăçламалла, паян тумаллине ырана хăвармалла мар, унсăрăн техника тапранми пулĕ", - терĕ вăл калаçăва пуçланă май. Николай
Семенович 1947 çулхи майăн 1-мĕшĕнче ĕçчен те туслă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Ачаранах çăкăр хакне пĕлсе ỹснĕ, ашшĕ-амăшĕпе уй-хирте ĕçленĕ, килти хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă, ĕне, сурăх кĕтĕвĕсене пăхнă. Трапайри тата Атнарти шкулсенче пĕлỹ илнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Çĕмĕрлере шофер профессине алла илнĕ, кайран вара çар тивĕçне пурнăçлама тухса кайнă.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
