ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çулсерен августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче пирĕн çĕршывра Физкультурник кунне паллă тăваççĕ. Вăл, чăн та, пĕтĕм халăхсен, сывă пурнăç йĕркине тытма кăмăллакансен юратнă уявĕ.
Спорт тусĕсен сиенлĕ йăласем çук, кĕлетки яланах çирĕп, вĕсем çемьере тата ĕçре хисепре. Кун пеккисем çинчен халăхра вăл спортсмен теççĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх политики çĕршывра пурăнакан мĕнпур çынна сывă пурнăç йĕркине тытма хăнăхтарас тĕллевлĕ. Физкультурăпа тата спортпа туслă пулнисем яланах Тăван çĕршыва хỹтĕлеме хатĕр пулнине палăртмалла. Округра физкультура тата спорт инфратытăмĕ аталанни савăнтарать. "Хастар" спорт шкулĕ спорт тусĕсене хаваспах кĕтсе илет, кунта тренажер залĕ-сĕр пуçне бассейн та пур. 2021 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче "Хастар" спорт шкулĕн стадионĕнче хальхи йышши футбол уйне, тăватă йĕрлĕ чупу çулне хута кайрĕ. Çавна май округра республика шайĕнчи, регионсем хушшинчи ăмăртусене те ирттерме майсем пур. Округри сакăр шкулти пур спорт залĕнче те юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ку кăтарту Чăваш Енре чи лайăххисен йышĕнче. Паянхи кун халăха сывлăха çирĕплетмелли пур майсем те пур. Çамрăксене Чăваш Республикин спорт резервĕ валли хатĕрлеме условисем çителĕклĕ. Округра 12 спорт залĕ, 48 спорт сооруженийĕ, пемелли тир тата "Чавал" вырăнĕнчи центрĕ пур.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
