Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

 

*********************************************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çемьере юратупа шанчăклăх хуçалантăр

Категория: Общество Опубликовано: 12.07.2017, 09:05 Просмотров: 1443

Июлĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Çветтуй Петрпа Феврони ячĕпе иртекен уяв кунне халалласа июлĕн 6-мĕшĕнче районта савăнăçлă мероприятисем иртнĕ. А

кă "Çын тата çутçанталăк" краеведени музейĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ унти сотрудниксемпе пĕрле хатĕрленĕ уяв пурин кăмăлне те кайнă. Савăнăçлă мероприятие пĕрле 10, 40 çул ытла пурăннă мăшăрсене, ачисене тивĕçлĕ воспитани панă çемьесене, чĕннĕ. Çавăн пекех уява çамрăк мăшăрсем, тăватă çул каялла çемье çавăрнисем, те хутшăннă. Çак мероприяти хăнисем - Светлана Никифоровнăпа Николай Васильевич Галичановсем, Ольга Мефодьевнăпа Петр Иванович Кошатниковсем, Татьяна Геннадьевнăпа Максим Владимирович Зарубинсем, Елена Валерьевнăпа Сергей Николаевич Кузьминсем. Нумай çул юратупа килĕшỹре пурăнакан тата çамрăк мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Алина Ярабаева чысланă, çемье телейне упрама сĕннĕ, ачасене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тунă.

ЗАГС пайĕн заведующийĕ Ирина Егорова кашни çемьене уяв ячĕпе саламласа юратупа шанчăклăх суннă. Кашни мăшăрăн хăйĕн юратупа шанчăклăх историйĕ. Çак историсемпе паллаштарнă та уявра мăшăрсем, иртнине аса илнĕ. Пĕр пурнăç çулĕпе чылай çул утакансем ыттисене хăйсен телейлĕ çемье вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6