Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

 

*********************************************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк çăлавçăсемпе тĕл пулнă

Категория: Общество Опубликовано: 06.10.2017, 11:22 Просмотров: 879

Октябрĕн 4-мĕшĕнче тĕп хуламăрта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене вилĕмрен çăлнă шкул ачисемпе тĕл пулнă, çавăн пекех çамрăк çăлавçăсен калаçăвне ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, ачасен ашшĕ-амăшĕ, шкул директорĕсем хутшăннă. Пирĕн районтан тĕлпулăва Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Кирилл Блинов амăшĕпе тата шкул директорĕпе Лариса Петровна Барминапа кайнă. Тĕлпулăва пухăннă сакăр арçын ача кашниех тĕрлĕ вăхăтра хăюллă пулнине, шывран та, вут-çулăмран та хăраманнине кăтартса панă.

Çапах та çамрăк çăлавçăсен йышĕнче РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе "За спасение погибавших" медале тивĕçнĕ Кирилл Блинова чăн-чăн паттăр теме пулать. Вăл республика Пуçлăхне хăй çулталăк каялла пĕвери икĕ хĕрачана çăлни çинчен каласа панă. Михаил Игнатьев çамрăк паттăрсемпе мăнаçланнине пĕлтернĕ, Кирила та ыттисем пекех хăйĕн ятран паракан сехетне парнеленĕ.

Арçын ачан амăшĕн Елена Блинован сăмахĕ тăрăх, çемьере виçĕ ывăл ỹсет, вĕсенчен кашниех расна. Кирилл çемьере асли пулнă май шăллĕсемшĕн пысăк тĕрев пулса тăрать, яланах пулăшма васкать. Ыркăмăллăх туйăмĕ Кирила инкек пулнă вăхăтра та ачасене хăвăртрах пулăшу пама хистенĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6