Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

 

*********************************************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар

Категория: Общество Опубликовано: 10.11.2017, 08:59 Просмотров: 800

Çак кунсенче Серенкассинче пурăнакан Матрена Филипповна Ямброськина хăйĕн 100 çулхи юбилейне ачисемпе тăванĕсен, пускилĕсен йышĕнче кĕтсе илнĕ. Районти пĕртен-пĕр аслă çынна ноябрĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Живоев, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Валентина Казакова, Ачкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Ольга Сергеева РФ Президенчĕн саламлă Çырăвĕпе паллаштарнă, парнесем парса чысланă. Тыл ĕçченĕ Матрена Филипповна хăнасене хăйне хисеп тунăшăн тав тунă, ĕлĕкхи юрăсене аса илсе юрласа панă.

Паянхи кун та лайăх ăс-тăн упраса хăварнă 100 çулхи кинемейĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Питĕркасси ялĕнче çуралса ỹснĕскер вăрçă çулĕсенче пахча çимĕç типĕтекен заводра ĕçленĕ, фронт валли çĕрулми типĕтнĕ. Каярахпа вăрçа хутшăннă, инвалид пулса таврăннă Серенкассинчи Павел Андреевича качча тухнă. Мăшăр ултă хĕр çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Çав хушăрах "Путь Ильича" колхозра ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. - Эпĕ чи пуян хĕрарăм, мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Хĕрсемпе кĕрỹсем, 10 мăнук тата тăватă кĕçĕн мăнук мана пăрахмаççĕ, лайăх пăхаççĕ. Патшалăх та укçа-тенкĕ енчен тивĕçтерсех тăрать. Мĕн кирлĕ урăх телей валли? - тет Матрена Филипповна.

А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6