Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

 

*********************************************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Халăха йышăнĕç

Категория: Общество Опубликовано: 24.11.2017, 08:48 Просмотров: 638

"ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийĕн ертỹçисем ноябрĕн 27-мĕшĕнчен пуç-ласа декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăну кунĕсем ирттерме палăртнă. Çавна май район администрацийĕнче, райпо çуртĕнче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче халăха йышăнĕç. Унта асăннă партин членĕсем - район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район тата ял Пухăвĕн депутачĕсем - хутшăнса ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç. Палăртатпăр, ноябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн йышăну пỹлĕмĕнче (райпо çуртĕнче) Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.М.Павлов 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен халăха йышăнĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ, "ЕДИНАЯ РОССИЯ" партин вырăнти секретарĕ А.В.Башкиров райадминистрацинче ноябрĕн 28-мĕшĕнче 9-15 сехетсенче йышăнĕ. Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче - ноябрĕн 27- мĕшĕнче, Атнар, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче - ноябрĕн 28-мĕшĕнче, Тралькасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче - ноябрĕн 29-мĕшĕнче, Мăн Этменпе Пантьăк тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенче - ноябрĕн 30-мĕшĕнче, Хусанушкăнь, Кив Атикасси тата Штанаш ял тăрăхĕсенче декабрĕн 1-мĕшĕнче халăха йышăнĕç. Палăртмалла, Кив Атикасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче халăха 13-16 сехетсенче, ытти ял тăрăхĕсенче вара 9-14 сехетсенче йышăнĕç.

"ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6