Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                               

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çĕнĕ техника - пахалăхлă ĕç никĕсĕ

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2021, 15:07 Просмотров: 454

Çулсерен районти ялхуçалăх предприятийĕсен машинăпа трактор паркĕ çĕнелсе пырать. Çулталăк пуçланнăранпа кăна аграрисем 63,5 миллион ытла тенкĕлĕх 30 единица тĕрлĕ ялхуçалăх техники туяннă. Вĕсене хуçалăхсем хăйсен укçи-тенкипе те, çăмăллăхлă программăпа та илнĕ.

Çак енĕпе "Коминтерн" ЯХПК ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта çулталăк пуçланнăранпа 31,4 миллион тенкĕлĕх 9 единица техника туяннă: тыр-пул пуçтармалли комбайн, акмалли "Амазони" комплекс, икĕ МТЗ-82 трактор, дисклă сỹре, каток (уйри тăпрана пусармалли хатĕр), погрузчик, тавăрмалли кĕрепле, выльăх апатне вĕтетекен смеситель (раздатчик).

Çăмăллăхлă программăпа "СТК-21" ТЯО 15,8 миллион тенкĕлĕх ялхуçалăх техники туяннă: тыр-пул пуçтаракан Нива-Нова комбайн, МТЗ-1221 тата БТЗ-246 тракторсем, сеялка.

"Нива" ЯХПК паркĕ те 9,3 миллион тенкĕлĕх пуянланнă: тыр-пул пуçтаракан Gomselmash GS812PRO комбайнпа, рулонлă пресс-подборщикпа, сеялкăпа.

"Свобода" колхоз 2,2 миллион тенкĕлĕх ялхуçалăх техники туяннă: пленкообмотчик, погрузчик 800 (универсал), сортировка машини.

В.А.Никитин уйрăм предпринимателĕн паркĕ те 1,1 миллион тенкĕлĕх техникăпа пуянланнă: катокпа, сапаламалли хатĕрпе (разбрасыватель), СЗ-5,4 сеялкăпа.

"Агрокон" ТЯО МТЗ-82, Ю.Е.Тибогайкин хресченпе фермер хуçалăхĕ МТЗ-80 тракторсем, Д.Г.Кузнецов уйрăм предприниматель СЗ-5,4 сеялка, "Заря" ТЯО" МТЗ-82 трактор, "Пелагея" кооператив дисклă сỹре, В.А.Устинов фермерпа хресчен хуçалăхĕ ЖТТ-2,1 косилка туяннă.

2020 çулта районти ялхуçалăх предприятийĕсен паркĕ 36,2 миллион тенкĕлĕх 20 единица техникăпа пуянланнă.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4