Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                               

 

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хăйсен пĕлĕвне кăтартĕç

Категория: Общество Опубликовано: 14.01.2022, 10:18 Просмотров: 712

Январĕн 11-мĕшĕнче Раççейри 85 субъектра шкул ачисен олимпиади старт илнĕ. Чăваш Енри шкул ачисем 22 предметпа хăйсен пĕлĕвне кăтартĕç, вĕсенчен пĕрремĕшĕ - француз чĕлхи. Ăмăртусен турĕ куçăмлă майпа иртет. Олимпиада ирттернĕ тапхăрта йĕркелỹçĕсем Роспотребнадзорăн эпидемиологи хăрушсăрлăхĕн мерисен сĕнĕвĕсене шута илĕç.

Пĕлтĕр республикăра олимпиадăн регионти тапхăрĕнче 9-11 классенче вĕренекен 1843 шкул ачи хутшăннă, вĕсенчен 504-шĕ çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ. Кăçал олимпиадăн регионти тапхăрне 1967 ача хутшăнĕ. Район чысне вара çак çамрăксем хỹтĕлĕç:

. Богдан Яркин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: ОБЖ, физкультура, биологи);

. Владимир Кондратьев (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: ОБЖ);

. Диана Сядайкина (Питĕркасси шкулĕ: биологи);

. Василий Ерофеев (Мăн Этмен шкулĕ: экономика);

. Даниил Макаров (Хусанушкăнь шкулĕ: технологи);

. Мария Сятрайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: право);

. Таисия Казачук (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: искусство);

. Ангелина Сазонова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: искусство);

. Максим Ухтеров (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: истори);

. Екатерина Князева (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: истори);

. Мария Аливанкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: физкультура);

. Иван Сармандейкин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ: физкультура).

Çамрăксене пĕлỹ ăмăртăвĕсенче ăнăçу сунатпăр.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4