Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день.
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                    ******************************************************                                                                                          ОКНА * ДВЕРИ*МЕБЕЛЬ на заказ,*ПОТОЛКИ, *

ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА

ТЕЛ.:8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.                  

 

 

 

 

 

 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Утсем çивĕч, çуни капăр - эх, чуптарчĕç çула май

Категория: Культура Опубликовано: 14.03.2018, 09:52 Просмотров: 970

IMG 0716Кăçал хĕле Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, мартăн 8-мĕшĕнче, ăсатрăмăр. Хĕвелĕ те çак кун çуркунне вăй илсе пынине систерсе кунĕпех хĕртсе пăхрĕ. Район центрĕнче янăракан юрă-кĕвĕ, çỹçеллĕ тутăр çыхнă, сăхман, пустав тăхăннă Чутай хĕрĕсем, ватти-вĕтти, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ лашасемпе хыçлă çунасем, юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсем уяв сумне хăпартрĕç.IMG 0739

Уяв районти Клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕнче тăрăшакансем хĕл ăсатăвне халалласа йĕркеленĕ театрализациленĕ кăтартупа пуçланчĕ. Çавăн пекех уява пухăннисене ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уяв концерчĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "Чи лайăх пултарулăх ушкăнĕ" номинацире Пантьăк ял тăрăхĕн коллективĕ палăрчĕ, Тралькасси ял тăрăхĕ - иккĕмĕш, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ - виççĕмĕш.

Район центрĕн тĕп урамĕпе ял тăрăхĕсенчен çитнĕ капăр лашасемпе лавсем, автомобильсем, тĕрлĕ техника иртни уйрăмах куракансен кăмăлне кайрĕ. Хыçлă çунасем çинче ларакансем хушшинче тĕрлĕ сăнарсене курма май пулчĕ. Ял тăрăхĕсем Ырă ĕç тăвакансен тата Иван Яковлев çулталăкĕсене сăнласа парас тесе чунтан тăрăшни сисĕнчĕ.IMG 0520

Кỹлнĕ лашасен конкурсĕнче кăçал Тралькасси ял тăрăхĕ мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ йышăнчĕ, виççĕмĕш - Атнар ял тăрăхĕ. Хĕл ăсатăвне кỹлнĕ лашасемпе тухнисене пурне те парнепе хавхалантарчĕç. Çавăн пекех уява лайăх хатĕрленнĕшĕн "Хĕвел" ача садне палăртрĕç, парне пачĕç. Кунти ĕçченсем темиçе çул хушши ĕнтĕ куракансене хăйсен иксĕлми пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.IMG 0790

Уявра кашниех хăйне майлă киленỹ тупрĕ. Спортпа туслисем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç, асли-семпе ачасем вăйă картине тăчĕç, сцена çинчи пултарулăх ушкăнĕсене курса савăнчĕç.IMG 0855

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30