Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Йăла-йĕркесемпе ачаран паллаштараççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 01.10.2024, 08:49 Просмотров: 719

Тăван çĕршыва юратма, тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентесси тата хăнăхтарасси ачаранах пулса пымалла. Шкулчченхи ỹсĕмре ачасен гражданла пахалăхсем, кăмăл-сипет никĕсĕсем хывăнма тытăнаççĕ, ачасен хăйсен таврари тĕнче, общество тата культура çинчен малтанхи шухăшĕсем йĕркеленеççĕ. Çак вăхăтра социаллă туйăмсем аталанма тытăнаççĕ, вĕсен шутне патриотизм та кĕрет. Çавăнпа та шкул çулне çитмен ачасемпе вĕрентỹ процесне тĕрĕс йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. "Пилеш" ача садĕнче чылай çул тăрăшакан Татьяна Владимировна Мидакова тата Ирина Михайловна Романова воспитательсем çакна лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах вĕсен педагогика ĕçĕнче ачасенче вырăс тата чăваш халăхĕсен авалтан пыракан йăли-йĕркисене, культурине хисеплес туйăма аталантарасси, вĕсене упраса хăварасси пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем пулса тăраççĕ. Шкула кайма хатĕрленекен "Çырла" ушкăна çỹрекен ачасемпе çак тĕллевсене пурнăçа кĕртсе ĕçлеме педагогсене тĕрлĕ мелсем (вăйăсем, ăсталăх сехечĕсем...) пулăшаççĕ.

Татьяна Владимировна тата Ирина Михайловна "Музей педагогики" тата "Тăван ен тăрăх рюкзакпа утатăп" проектсене те пурнăçа кĕртеççĕ. Татьяна Владимировна тата Ирина Михайловна ачасене чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçĕпе паллаштарма ушкăн пỹлĕмĕнче чăваш пỹртне сăнлакан кĕтес те йĕркеленĕ. Кунта темĕн те пур: кăмака, ун умĕнче ĕçлемелли япаласем, çăм арламалли хатĕр, тĕрленĕ япаласем, çăпата, карçынкка, тĕрлĕ савăт... Чăн та, кунта кăсăклă, интереслĕ занятисем ирттерме аван. "Çырла" ушкăна çỹрекен ачасем те кунта хаваспах пулаççĕ.

Пепке пурнăçĕнче çуралсанах тетте пысăк вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра темĕн тĕрлĕ тетте те туллиех. Ĕлĕк-авал вара çынсем хăйсен аллипе пукане ăсталанă, вĕсене илемлетнĕ. Пуканене алă айĕнчи тĕрлĕ материалтан тунă: чултан, шăмăран, тăнран, пусма-ран... Пĕчĕк пепке валли пĕрремĕш пуканене, паллах, пусма татăкĕсенчен ăсталанă. Пуканепе выляса ача тавралăхпа паллашнă, йăлари ĕç-пуçа евĕрленĕ (çĕленĕ, тĕрленĕ, апат пĕçернĕ...). Аслă ăру пуканесем урлă çитĕнекен ăрăва хăйсен пурнăç опычĕпе паллаштарнă, ачасем вара вăйă урлă ăна ăша хывса пынă. Ĕлĕк пуканесем управçă та шутланнă, халăх уявĕсем тĕлне те вĕсене ятарласа ăсталанă, пукане йăла-йĕрке символĕ те пулнă, ăна ăру-ран-ăрăва та парса пынă.

"Çырла" ушкăнри ачасем воспитательсем йĕркеленипе Халăх пуканин кунне халалласа пуканесем ăсталас ĕçе хутшăннă. Чăн-чăн материалсенчен ачасен аллипе тунă пукане туяннинчен ăшăрах та ырăрах пулнă. Пуканесем тăвас ĕç питĕ кăткăс пулнă пулин те, ачасем пурте хăйсен ĕç кăтартăвĕсемпе кăмăллă юлнă.

Халăх уявĕсем те йăла-йĕркесемпе паллашас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Акă, Сурхури уявĕнче чăвашсем ĕлĕкренех тутлă йăва пĕçернĕ. Ача садне çỹрекен ачасем те ку уява юратаççĕ, чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ушкăнра та ку уява пурте пĕрле паллă тунă, ачасем амăшĕсемпе йăва пĕçерсе хатĕрленĕ.

Мăнкун - нумай ырлăх, савăнăç тата çутă кỹрекен уяв. Çак Аслă куна хатĕрленсе тутлă кулич пĕçеретпĕр, тулăх сĕтел янтлатпăр, çăмарта сăрлатпăр тата илемлететпĕр. Ĕлĕкрен пыракан йăлапа воспитательсем мăнкун çăмартисене илемлетес енĕпе уяв умĕн ăсталăх сехечĕ те ирттернĕ. Ачасем хăйсен ĕçне тирпейлĕн пурнăçлама тăрăшнă, хаваспах çăмартасене илемлетнĕ.

"Музей педагогики" проект шайĕнче ушкăнра "Çăварни вăййисем" те йĕркеленĕ. Тутлă икерчĕсем, сăмавар, "кăмăл туртăмĕсен çăлĕ", хаваслă карусель, "лашасем çинче ярăнни", улăмран хатĕрленĕ "Çăварни" уяв сĕмне татах та пуянлатнă. Ашшĕ-амăшне те явăçтарнă, вĕсем ачисемпе пĕрле "Çăварни" темипе ал ĕçĕсем ăсталанă.

Кăçал февраль уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта "Аваллăхсăр малашлăх çук" республика фестивалĕ 2-мĕш хут иртнĕ. "Пилеш" ача садĕнчи ачасем те "Ай, ташлар-и ташшине" ăмăртăва хутшăннă. Çак конкурсра "Çăлтăрсем" ушкăн илемлĕ чăваш ташшипе 3-мĕш вырăн йышăннă.

Тăван чĕлхемĕре юратма вĕрентес, тăван ен культурипе, тăван халăх йăли-йĕркипе паллаштарас, унăн ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипет хаклăхĕсене упрама хăнăхтарас тĕллевпе "Çырла" тата "Çăлтăрсем" ушкăнсенче "Чăваш чĕлхи! Тăван чĕлхе!" мероприяти иртнĕ. Ачасем чăваш юррисем юрланă, чăваш ташшисем ташланă, сăвăсем вуланă, вăйăсем вылянă. Çавăн пекех ачасем "Йытă тусне шырани" чăваш халăх юмахне те лартса панă.

Шкул çулне çитмен ачасене чăваш апачĕсемпе паллаштарасси те пысăк вырăн йышăнать. Акă, воспитательсемпе ачасем пĕрле хуран кукли те тума вĕреннĕ, унтан çисе киленнĕ.

"Тăван ен тăрăх рюкзакпа утатăп" проект вара ачасене тăван тăрăхри паллă та илемлĕ вырăнсене çитсе курма, тăван кĕтес пуянлăхĕпе паллашма май парать. Çапла ачасем "Çĕнтерĕве 50 çул" паркра, "Тăван çутçанталăка юрататăп" экскурсире пулса курнă.

Куратпăр ĕнтĕ, ача садĕнче пурнăç вĕресе кăна тăрать, педагогсем вĕрентỹ процесне пĕлсе йĕркеленипе кунта ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ, тăван ен культурипе, тăван халăх тата çемье йăли-йĕркисемпе паллашаççĕ, вĕсене хисеплеме тата упрама хăнăхса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1