ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районти тĕп больницăра пуян опытлă, хисеплĕ тухтăрсем ĕçлени хĕрлĕчутайсене, паллах, савăнтарать. Вĕсен йышне тивĕçлипех анастезиологипе реаниматологи уйрăмĕн заведующийĕнче чылай çул тăрăшакан Вячеслав Михайлович Ейкова кĕртме пулать. Унăн, чăн та, ĕç опычĕ те пĕчĕк мар, ят-сумĕ те пысăк.
Кăçал унăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç - сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Вячеслав Михайлович Ейков "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ" хисеплĕ ята (Чăваш Республикин Пуçлăхĕн январĕн 29-мĕшĕнчи 12-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн) тивĕçрĕ. Тивĕçлĕ наградăпа ăна чаплă лару-тăрура Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2023 çула пĕтĕмлетекен тата 2024 çул валли тĕллевсем палăртакан анлă коллегийĕнче чысланă.
Çакна та палăртмасăр иртме çук, юлашки çулсенче республикăра "Тав, тухтăр! Тав, медсестра!" акци иртет. Унта халăх сасăлавĕпе усă курса 100 медицина ĕçченĕ "Халăх хисепĕ" обществăлла наградăна тивĕçет. 2019 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2020 çул пуçламăшĕнче Вячеслав Ейков чи лайăххисен йышне кĕчĕ. Унăн тăрăшулăхне, хăйĕн тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине район çыннисем кăна мар, Чăваш Енре пурăнакансем те пысăк хак панă.
Вячеслав Михайлович пирки чăннипех "Турă пилленĕ тухтăр" темелле. Хăй ĕçленĕ хушăра вăл мĕн чухлĕ çын пурнăçне çăлса хăварнă! Вячеслав Ейков районти сывлăх сыхлавĕшĕн те сахал мар ырă ĕç тунă. Тухтăр кашни пациентшăн чĕререн хумханать, хăш чухне ăна вилĕм ытамĕнчен туртса илет. Шел те, пурнăçра çухатусемсĕр те пулмасть...
Вячеслав Михайлович 1970 çулта Тракушкăнь ялĕнче çуралнă. Ĕç биографине интернатура хыççăнах 1994 çулта район больницинче пуçланă. Анестезиолог-реаниматолог тăван район халăхĕн пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн 31 çул тăрăшать, çав шутран 29 çулне - анестезиологи тата реанимаци уйрăмĕн заведующийĕнче.
Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн аслă категориллĕ тухтăра тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. 2005 çулта Вячеслав Ейков Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине, 2014 çулта асăннă министерствăн Тав сăмахне тивĕçнĕ. 2016 çулта Вячеслав Михайловича Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. Унăн райбольницăн тата район администрацийĕн Хисеп хучĕсем те сахал мар.
Хисеплĕ тухтăрăн икĕ хĕрĕ те - Аннăпа Екатерина - ашшĕн çулĕпе кайма тĕллев лартнă. Анна 1999 çу лта сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Шкул çулне çитсен хĕр Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула çул тытнă. Унта вăл 8-мĕш класчен вĕреннĕ. Шкул вăхăтĕнче Анна район тата республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăннă, малти вырăнсене тивĕçнĕ. Вăтам пĕлĕве хĕр Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейра илнĕ, экзаменсене ăнăçлă тытса унтан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Палăртмалла, Анна вырăс чĕлхипе пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухса республикăра палăрнă. Хĕр ашшĕ пекех тухтăр пулас тесе Мускаври И.М.Сеченов ячĕллĕ Пĕрремĕш МГМУ-ра аслă пĕлỹ илнĕ. Халĕ вăл Мускаври Пирогов ячĕллĕ РНИМУ-ра ординатурăра пĕлĕвне тарăнлатать. Нумаях пулмасть Анна тухтăрсен йăхĕнчи Çĕмĕрле каччипе Павел Никитинпа çемье çавăрнă (ун пирки - 5 стр.).
Кĕçĕн хĕрĕ Екатерина 2004 çулта сентябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вăл 4-мĕш класчен ăс пухнă. Унтан вăл аппăшĕ пекех Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейра ăс пухнă. Екатерина та лицейра вĕреннĕ тапхăрта аван вĕреннипе палăрнă, вĕрентекенсем халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Тăрăшуллă хĕр вырăс чĕлхипе тата химипе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче 100-шер балл пухса республикăра чапа тухрĕ. Çавăн пекех Екатерина лицейран ылтăн медальпе вĕренсе тухнине асăнмасăр иртме çук. Хастар хĕр нумай шутласа тăмасăр тухтăр пулас шутпа аппăшĕ вĕреннĕ аслă шкула çул тытнă. Паянхи кун вăл Мускавра И.М.Сеченов ячĕллĕ Пĕрремĕш МГМУ-ра медицина енĕпе аслă пĕлỹ илет, 3-мĕш курс студенчĕ.
Вячеслав Михайловичăн кĕрỹшĕ, Аннăн мăшăрĕ, Павел Сергеевич Никитин та тухтăр. Вăл районти тĕп больницăра ултă çул ĕçлерĕ - хирургра тата хирурги уйрăмĕн заведующийĕнче вăй хучĕ. Вăл хăйĕн çемйинчи медицина ĕçченĕсен династине 4-мĕш ăрура малалла тăсать. Ашшĕ, Сергей Михайлович Никитин (1967 çулта çуралнă) - Етĕрнери райбольницăн тĕп тухтăрĕ. Амăшĕ, Наталья Владимировна Никитина (1970 çулта çуралнă) - Çĕмĕрле хулинчи УЗИ тухтăрĕ. Павел Сергеевичăн кукамăшĕ, Людмила Ивановна Копылова, Красноармейски район больницинче 30 çул ытла хирургра вăй хунă. Павел Сергеевичăн ват кукамăшĕ Нина Григорьевна Васильева вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тăршшĕпех фронтра санитарка пулнă.
Ноябрь 2024 |