Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

ДРОВА колотые:

дуб, береза, липа.

Доставка.

Тел.: 8 965 687 75 57

8 908 307 01 21

(16+)



 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Эпир - Яковлев вĕренекенĕсем

Категория: Образование Опубликовано: 25.04.2018, 11:00 Просмотров: 1212

pileshĂçта-ши чĕлхемĕр пуçламăшĕ, хăçан тата мĕнле майпа тапма пуçланă унăн çăлкуçĕ? Паянхи кун эпир пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама пултаратпăр: çак ыйтăвăн хуравĕ чăваш чĕлхишĕн тата халăх пуласлăхĕшĕн хыпса çуннă ăсчахăмăр Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе çыхăннă.

Кăçал пирĕн республикăра çулталăка И.Я.Яковлева халалланă. Çакна асра тытса эпир те, "Пилеш" ача садĕнче тăрăшакансем, çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсенчех ятарласа ĕçлеме пуçларăмăр. Ăсчахăмăр çинчен эпир мĕн пĕлетпĕр? Мĕнпе палăрса тăрать-ха Иван Яковлев? Çак тата ытти нумай ыйту тухса тăчĕ ача садне çỹрекен шăпăрлансем умне. Пуçланса кайрĕç вара пирĕн тĕпчев ĕçĕсем.

Пĕрремĕш тĕлпулу "Чăваш чĕлхи кĕтесĕнче" Иван Яковлевич Яковлев сăнỹкерчĕкĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Ыйтусемпе хуравсем чылай пулчĕç...

Иван Яковлев çырнă "Ача-пăча калавĕсем" кĕнекине вуласа тухрăмăр, ятарлă презентацисем куртăмăр. Районти Ача-пăча библиотекинче те пултăмăр. Ăсчахăмăр ячĕпе йĕркеленĕ курава хутшăнтăмăр.

Майĕпен ачасен тавракурăмĕ анлăлансах пычĕ, вĕсен ыйтăвĕсем те кăсăклăрах пулчĕç. Çавăн пекех ушкăнри кашни ача чăвашла тата вырăсла сăвăсем, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, каларăшсем, йăпатмăшсем, шỹт сăввисем пăхмасăр калама хăнăхрĕ. Иван Яковлев чăваш ачисем валли çырнă калавĕсем тăрăх инсценировкăсем лартрăмăр. Чăваш ташшисене те ташлама вĕрентĕмĕр.

Тăван чĕлхе мĕн тери пуян пулнине кунран-кун курса савăнчĕç шăпăрлансем. Эпир хамăр çепĕç те янăравлă чĕлхепе тĕрĕс те илемлĕ калаçсан, чăвашла юрласан, чăваш тĕррисене тĕрлесен, чăваш йăли-йĕркине пăхăнсан нихăçан та чăваш пулма пăрахмăпăр.

Эпир ачасемпе Чăваш наци конгресĕпе те тачă çыхăну тытса тăратпăр. ЧНК районта йĕркеленĕ Çĕнĕ çул елкине хутшăнтăмăр, унта ачасем чăваш ташшине илĕртỹллĕн ташласа пачĕç. Март уйăхĕн вĕçĕнче ЧНК йĕркеленипе Муркашри "Путене" ача садĕнче пултăмăр, унта та хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр.

Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа "И.Я.Яковлев - чăвашсене çутта кăлараканĕ" ятпа уяв ирттертĕмĕр. Ачасем Иван Яковлев 1921 çулта Мускава яланлăхах тухса каяс умĕн халалласа çырса хăварнисемпе паллашрĕç. Унта вăл пире Раççее юратма, туслă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма, сăпайлă пулма, ĕçе юратма хушса хăварнă. Йĕркеллĕ, тирпейлĕ пулма, эрех таврашĕнчен хăраса тăма хушнă. Çак сăмахсем çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас енĕпе тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ.

Юлашкинчен манăн ашшĕ-амăшне чĕнсе калас килет: анне чĕлхине нихăçан та ан мансамăр, хăвăрăн ачăрсене те çепĕç те илемлĕ чăваш чĕлхине юратма вĕрентĕр, чăваш юрри-сăввипе çитĕнтерĕр. Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре!

Надежда ГУСЕЛЬЩИКОВА, "Пилеш" ача сачĕн вăтам ушкăн воспитателĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3