ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çĕнĕ çул уявĕсем, канмалли кунсем хăвăрт иртсе кайрĕç. Çапах та хĕллехи савăнăçлă кунсем вĕçленмен-ха. Январĕн 12-мĕшĕнче районти тĕп елка умĕнче Хĕл Мучисемпе Юрпикесен парачĕ пулать. Тепĕр кунне эпир кивĕ Çĕнĕ çула паллă тăватпăр. Унсăр пуçне январĕн 18-мĕшĕнчен çветке пулса çỹремелли тапхăр пуçланать. Кун пек йăла-йĕрке ялсенче аван çирĕпленсе юлнă.
Çĕнĕ çул уявĕсенех таврăнар-ха. Вĕсене тăрăшса хатĕрленнĕ май районта пурăнакансем пỹрт умĕсенче юртан тем тĕрлĕ кĕлеткесем, юмахри сăнарсем тунă, чăрăшсем капăрлатнă, тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем çутнă.
Уява мĕнле кĕтсе илесси хамăртан килет теççĕ, çакна тĕпе хураççĕ пулĕ çулсерен ăна лайăх кăмăлпа кĕтсе илекен пуçаруллă çынсем, çемьесем, хăйсен ирĕкĕпе, чун туртăмĕпе юр кĕлеткесем ăсталакансем.
Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче юр кĕлетке ăсталакансем хушшинче конкурссем те йĕркелеççĕ, Хĕл Мучипе Юрпике вĕсене парнесем параççĕ. Акă Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенче пурăнакансем çулсеренех район пуçлăхĕ Александр Степанов тăрăшнипе çакăн пек парнесене тивĕçеççĕ. Кăçал уйрăмах Тумликассинчи Мерескинсем, Мохнатовсем, Кудюковсем (икĕ çемье), Ульяновсем, Пчелкинсем, Кумысовсем, Швешкеевсем, Ишеккассинчи Мироновсем, Плисовсем, Волковсем, Семеновсем, Михеевсем, Ульяновсем, Микишинсем (икĕ çемье), Ярадовсем, Степановсем, Зайцевсем, Орловсем (икĕ çемье), Тверсковсем, Ереминсем, Васьковсем, Швешкеевсем палăрнă.
Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем те çулсеренех юртан тем тĕрлĕ сăнарсем ăсталассипе палăраççĕ. Ку тĕлĕшпе Калкасси ялĕнче пурăнакансене палăртмалла - унта юр кĕлеткесем те тăваççĕ, урама гирляндăсем те çакаççĕ.
Серенкассинчи Нинăпа Андрей Замуткинсем ăсталанă юр кĕлеткесем те пурне те уяв савăнăçĕ парнеленĕ. Вĕсем умĕнче иртен-çỹрен асăнмалăх сăн ỹкерĕннĕ, кил хуçисен ăсталăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.
Паллах, юр кĕлетке ăс-талакансене, урамра чăрăш капăрлатакансене пурне те ятран асăнса пĕтерме май çук. Тен, кун пирки ял тăрăхĕсен сайчĕсенче çырнă пулĕ тесе юриех тишкерсе тухрăм. Çук, питех кураймарăм хăйсен тăрăхĕнчи пултаруллă çынсем пирки мухтаса çырнине. Питĕркассинчи тата Мишеркассинчи Культура çурчĕсенче ĕçлеу33кенсем юртан кĕлеткесем ăсталанине пĕлме май килчĕ. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн сайтĕнче Тури Çĕрпỹкассинчи Юрий Кириллов çемйи кашни çулах пỹрт умĕнче хитре чăрăш капăрлатнине çырнă.
А.ТИМОФЕЕВА.
Ноябрь 2024 |