Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хăçан пĕтме мар, йышланма пуçлатпăр?

Категория: Общество Опубликовано: 02.06.2017, 09:33 Просмотров: 872

 

"Районти демографи лару-тăрăвĕ япăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар: вилекенсем нумай, çуралакансем сахал", - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров майăн 26-мĕшĕнче иртнĕ ларура.

Вăл кун районти ведомствăсем хушшинчи демографи, çемье тата ачалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче çынсем мĕнле сăлтавсене пула вилнине, ачасем мĕншĕн сахал çуралнине тата усрав çемьесенче лару-тăру мĕнле пулнине тишкерчĕç. Усрава та, опекăна та илеççĕ.

Чи малтанах тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасем пирки райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Алевтина Дадюкова каласа пачĕ. Паянхи кун опекăпа попечительство органĕсенче усрав çемьесенче пурăнакан 130 ачана шута илнĕ. Вĕсенчен усрав çемьесенче (семьи-усыновители) 6 ача пурăнать, опекăна илнĕ çемьесенче - 52 ача, тепĕр тĕслĕ усрав çемьесенче (приемные семьи) - 72 ача. Юлашки виçĕ çулта ачасене усрава е опекăна илнĕ çемьесен шучĕ пĕрешкел пырать темелле, кун пеккисем халĕ районта 44 çемье.

Пурте пĕлетпĕр, усрава е опекăна ашшĕ-амăшĕ вилнĕрен тăлăха юлнă ачасене кăна мар, ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнисене те илеççĕ. Хальхи вăхăтра урăх çемьере хỹтлĕх тупнă ачасенчен чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ-сывах, тулĕк вĕсене ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă. Алевтина Николаевна пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр пирĕн районта кун пек пĕр тĕслĕх пулнă.

Палăртмалла, усрава е опекăна илнĕ çемьери ачасем пурте пирĕн районта çуралса ỹснисем мар. Анчах та тăтăшах çакăн пек ỹкерчĕк курма пулать - усрав çемьери ачасене çуратаканнисем те çав ялтах е тата çав урамрах пурăнаççĕ. Вĕсен чĕрисем вырăнĕнче мĕн-ши, калама хĕн, анчах та ачисене ют çынсем пăхса ỹстернишĕн вĕсене сивĕ те мар, ăшă та мар пек туйăнать. Унтан та ытла, усраври ачисене патшалăх хваттерсемпе тивĕçтернине питĕ лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Çав хваттере ачисене парсанах унта кайса пурăнма ĕмĕтленекеннисем те пур тинех хăйсем "амăшĕ" пулнине "аса илнисем" хушшинче. Намăс симĕс мар çав, куçа курăнмасть...

Пĕрисем ĕçлеççĕ, теприсем ĕçеççĕ

Кашни кун тенĕ пекех ĕçе каймассерен çакăн пек ỹкерчĕк куратăп: ирпе ирех урам тăрăх çапкаланчăк евĕр курăнакан арçынсем хăпараççĕ. Хăйсем çине пăхма та хăрамалла урăлса та çитменни тỹрех палăрать. Вĕсем ăçта каяççĕ тетĕр? Паллă ĕнтĕ - мухмăр уçмалли туянма. Сутаканни те хамăр урамрах пурăнать унăн ятарлă "клиентсем" пур, пули-пулми çынсене эрех памасть вăл. Çултан çула пыракан хăйне евĕр тухăçлă бизнес ку. Тепĕр чухне тата вăл эрехне "клиенчĕсене" машинăпах çитерсе парать ирпе е çĕрле, çумăр е çил-тăман - пĕлтерĕшлĕ мар. Сывлăха сиен кỹрекен спиртлă шĕвекне сутса пултăр ăна. Ĕçекеннисем вара ялта туллиех.

Сăмакун е ытти спиртлă шĕвексене сутакансем кашни ялтах пулнă пирки пурте пĕлеççĕ: ял çыннисем те, ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем те, участковăйсем те, медицина ĕçченсем те. Райдминистрацинче иртнĕ комисси ларăвĕнче çакă тỹрех палăрчĕ. "Пирĕн фельдшерсен ялсенче "фанфурик" е ытти спиртлă шĕвек сутакансен списокĕсем те пур", - терĕ район больницин тĕп врачĕ Иван Игнатьев. Кун пек список полици ĕçченĕсен те пур. "Апла пулсан сирĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕрле çыхăнса çак списокри çынсемпе тĕл пулмалла, калаçмалла, ăнлантару ĕçне йĕркелемелле", - палăртрĕ Александр Башкиров.

Çынсен сывлăхне сиен кỹрекен спиртлă шĕвексем сутассипе çыхăннă ỹкерчĕк чăннипех хăрушла. Анчах та сутаканнисене тăрă шыв çине пули-пулми кăларма май çук - вĕсене эрех сутнă вăхăтра алăран ярса илмелле. Куна тума вара çăмăл мар. Каларăмăр ĕнтĕ, эрехе палланă-пĕлнĕ, хăйсем патне тăтăшах çỹрекен çынсене çеç сутаççĕ. "Клиенчĕсем" вара сутаканнисене алăран тытма пулăшасшăн мар - кайран мухмăр уçмалли илме кам патне каймалла? Ак ку, пĕлни, кивçенле те парса ярать-çке. Парăмĕ тем пек пухăнса кайсан е ĕçекеннин ашшĕ-амăшĕн пенси укçинчен илет, е тата банк карттисене те хăйсен аллине ярса илсе усă кураççĕ текен сас хура та çỹрет. Комисси ларăвне хутшăннă Валентин Ярабаев, районти полици уйрăмĕн участ-ковăйсен начальникĕ, саккунсăр эрех сутакансем пирки çапла каларĕ: "Пирĕн ку тĕлĕшпе пурин те пĕрле ĕçлемелле. Эпир эрех сутакансене тупса палăртассипе ĕçлетпĕр, профилактика мероприятийĕсем те йĕркелетпĕр. Кăçалхи апрель уйăхĕнче, тĕслĕхрен, Туктамăш ялĕнче "фанфурик" сутакан пирки ĕç пуçартăмăр".

"Эрехе пула пурнăçран уйрăлассипе хĕрлĕчутайсем республикăра малтисенчен пĕрисем, - палăртрĕ Иван Игнатьев тĕп врач. - Кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна районта спиртлă шĕвексем ĕçнĕрен тăватă çын наркăмăшланнине, иккĕн вилнине шута илтĕмĕр. Эрехе пула чутайсем çакăнаççĕ, шăнса е чирлесе вилеççĕ. Чылайăшĕн татах пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ - ытла та çамрăкла пурнăçран уйрăлаççĕ". Эпир миçен? Çапла, хальлĕхе чутайсен шучĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула чакса кăна пырать.

Сăмах май, районта миçе çын пурăнни пирки кăтартусем халĕ те тĕрлĕрен. Район больници çапла калать: вĕсем 15 пин çынна пăхса тăраççĕ. Пропискăра вара районта 18 пин çын тăрать.

Статистика кăтартăвĕсемпе районта 14 пин те 900 çын пурăнать. Пропискăрисем пирки сăмах каламасăрах паллă - чылайăшĕ аякра пурăнать, çуллахи кунсенче кăна яла килет. Пуш килсен шучĕ çултан-çул ỹссех пырать. Ашшĕ-амăшĕ вилсен пỹрт хупăнать - ачисем район центрĕнчен аякра вырнаçнă, çулсăр, шывсăр яла килесшĕн мар. Тăтăшах республика тулашне ĕçлеме тухса çỹрекенсем те чылай пирĕн. Кун пек çемьесенчи лару-тăру та тĕрлĕрен пулать. Ашшĕ-амăшĕ аякра ĕçленĕрен хăшĕсен ачисем мамак-кукампа пурăнаççĕ. Пурне те пĕр виçепе виçмелли çук-ха, теприсен кукам-мамакĕсем мăнукĕсене ашшĕ-амăшĕнчен те лайăх пăхаççĕ пулĕ. Анчах та ашшĕ-амăшне таçта пĕрре анчах куракан ачаллă çемьесенче лару-тăру ытларах чухне йывăртарах пулĕ. Тепĕр чух тата мăшăрĕсем аякка çỹренĕрен çемьесем те арканаççĕ. Çаксем пурте демографи лару-тăрăвне витĕм кỹреççĕ.

Пурте пĕрле тăрăшсан кăна Демографи ыйтăвĕсемпе çыхăннă ларура сỹтсе явмалли чылай пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара пухăннисем çакăн пек йышăну турĕç: эрех сутакансемпе ĕçекеннисем, йывăр лару-тăрури çемьесем тĕлĕшпе пурин те - администрацин, ял тăрăхĕсен, медицинăпа полици ĕçченĕсен - профилактика ĕçне вăйлатмалла. Кашни çынпа уйрăммăн ĕçлемелле, тимлĕх уйăрмалла, калаçмалла, мĕншĕн çапла пулса тухнине ăнланмалла, пулăшма тăрăшмалла. "Фанфуриксене" ытларах суту-илỹ точкисемпе ĕçлекен предпринимательсем сутаççĕ, вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Пурте пĕрле тăрăшсан кăна эпир лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пултарăпăр.

Алина ИТТИ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1