ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхне çитнине пĕлтернĕччĕ. Çак кун район Пухăвĕн депутачĕ Виктор Устинов çулсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Чăнах та, Тури Çĕрпỹкассине каякан çулпа шкул автобусĕсем те, халăха турттаракан автобуссем те çỹремеççĕ-мĕн. Информкунра çак асăннă çулпа çыхăннă ыйтăва сỹтсе яврĕç те.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алек-сандр Башкиров çак ыйту тавра строительство пайне ĕçлеме хушрĕ. Ял халăхĕ чылай çул хушши ĕнтĕ вĕсен тăрăхне рейс автобусĕ çỹрессе ĕмĕтленет. Анчах та хальлĕхе пассажир транспортне тата шкул автобусне çỹреме ирĕк паманни ял халăхне ура хурать. Паллах, ял патне пыракан çула юсамасан, кĕпере тĕпрен тумасан автобус пирки шухăшламалли те çук. Тăвалла хăпармалли çулпа пассажирсене тата шкул ачисене турттарма шиклĕрех. Çулăн икĕ енĕпе те çырма тăсăлать. Ку участок хăрушă шутланать. Тата çулĕ пĕтсе кайнипе машинăсем çул хĕррипе çỹреççĕ, çырманалла чăмасси те инçе мар. Виктор Устинов та çак сăлтава пулах ялти çамрăксем хуланалла тарнине пĕлтерчĕ. XIX-XX ĕмĕрсенче пурăнмастпăр вĕт. Яллă вырăнсенчи çулсене йĕркере тытни кирлех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров пĕлтернĕ тăрăх, çул пур, район центрĕпе çыхăну пур. Çула тăвасси пирки темиçе çул ĕнтĕ шутлаççĕ. Ăна тума проект сметипе 50 миллион ытла тенкĕ кирлĕ. Вырăнти бюджетри укçа-тенкĕ çителĕксĕр. Утăм хыççăн утăм тума республикăран пулăшу кирлĕ. Хамăр вăйпах ыйтăва татса пама май çук. Кăçал Ачкассинче тата Тумликассинче вак чул сарас ĕç пырать. Паянхи куна Ачкасси ялĕнче тротуар сарас ĕç вĕçленнĕ темелле. Çитес вăхăтра асăннă ялсенчи çулсене сарса пĕтерме палăртнă. Сăмах май, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Тури Çĕрпỹкассинчи 193 хуçалăхра 401 çын пурăнать. Ялти шкула каякан ачасен шучĕ 30-па танлашать. Шкул çумĕнчи ача садне 10 ача çỹрет. Пĕр вĕренекен пĕлĕвне ỹстерме Çĕн Атикасси шкулне çỹрет. Кăçал Тури Çĕрпỹкассинче 2 ача çуралнă.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Ноябрь 2024 |