ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
*********************************************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Округра пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе малалла ĕçлеççĕ. Паянхи кун культура тата вĕренỹ учрежденийĕсем гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ, хỹтĕлев тетелĕсем çыхаççĕ, волонтерлăх ĕçне пурнăçлаççĕ.
Акă, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пухассипе ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ. Педагогсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕрлехи вăйпа хỹтĕлевçĕсем валли гигиена хатĕрĕсем, нумай хушă упранакан продуктсем пухнă. Вĕсене отпуска килнĕ салтаксем патне çитернĕ.
Культура çурчĕн ĕçченĕсем, пенсионерсем хỹтĕлев тетелĕсем çыхас енĕпе тимлеççĕ. Тралькасси территори пайĕнче пурăнакансем çав хушăрах кирлĕ материалсем туянас тесе укçа-тенкĕ пухаççĕ. Хальхинче вĕсем 126 пин тенкĕ пухнă. Хатĕр хỹтĕлев тетелĕсене çар служащийĕсем е волонтерсем урлă фронта çитереççĕ.
Кун пек пуçарусем ытларах пулччăр. Вĕсем халăха пĕрлештереççĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ.
Анна ВАСЮКОВА
Ноябрь 2026 |
