ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
Требуются дворники в
Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.
Зарплата 50000-55000 вахта.
Трудоустройство официально.
89871225525
Продается
корова с теленком, все вопросы по телефону
8937 955 75 08
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Республикăри вĕренỹ организацийĕсенче, çав шутра шкулсенче те, массăллă физкультурăпа спорт ĕçне аталантарас, чи лайăх спортсменсене тупса палăртас тĕллевпе хальхи вĕренỹ çулĕнчи вăй-хал хатĕрленĕвĕн смотрĕ иртнĕ.
Салтак çулне çитнĕ тата вăл ỹсĕме çитеймен çамрăксем тĕрлĕ енлĕ тупăшса вăй виçнĕ. Ăмăртусене хĕрсем те хутшăннă. Яшсем 100 тата 3000 метр чупнă, 50 метр ишнĕ, турник çинче туртăннă; хĕрсем 100 тата 1500 метр чупнă, 50 метр ишнĕ, отжимани тунă. Смотра пурĕ республикăри шкулсенчи 155 класс хутшăннă - 2275 вĕренекен вăй виçнĕ: 1074 хĕрача тата 1201 арçын ача. Вĕсенчен 12 шкулти 144 вĕренекен смотрăн республикăри тапхăрне хутшăннă.
Нумаях пулмасть, октябрь вĕçĕнче, асăннă смотрăн республикăри тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă, вăй-хал хатĕрленĕвĕн республика шайĕнчи смотрне хутшăнса Хĕрлĕ Чутай шкулĕн Эдуард Романов физкультура учителĕ вĕрентекен ачасем лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 10 Б класĕ 2830 очко пухса смотрта иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă (пĕрремĕш вырăна Канаш хулинчи шкул тухнă).
Çавăн пекех ăмăртусен тăватă тĕсĕнче пухнă очкосемпе харпăр хăй кăтартăвĕсемпе палăрнисем те пулнă: 9 А класра вĕренекен Мария Аливанкина 2-мĕш вырăн йышăннă, çав класрах пĕлỹ илекен Кира Булаткина - 3-мĕш вырăнта.
Сăмах май, Марийăпа Кира районта тата республикăра иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Унсăр пуçне пултаруллă хĕрсем иккĕшĕ те юрлама ăста, вĕсемсĕр районти пĕр культура меро-приятийĕ те иртмест тесен те йăнăш пулмĕ.
А.КАРПОВА.
Пирĕн районта шкулта вĕренекенсем тата тĕрлĕ предприяти-организацире тăрăшакансем хушшинче ГТО нормисене пурнăçласси анлă сарăлнă. "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" спорт комплексĕн нормисене пурнăçлассипе уйрăмах шкул ачисем палăрса тăраççĕ.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 6 А класра вĕренекен Вадим Иванов, хăйĕн спорт ăсталăхне "Хастар" ФСК-ра туптаканскер, нумаях пулмасть "Артекра" иртнĕ ГТО фестивалĕн финалĕнчен таврăннă. Унта вăл республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" Пĕтĕм Раççейри фестивальте Чăваш Ен чысне хỹтĕленĕ.
Раççей шайĕнчи ăмăртусем октябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 6-мĕшĕччен пынă, унта çĕршывăн 84 регионĕнчи 654 ача хутшăннă.
Вадим Иванов 11-12 çулхи спортсменсем хушшинче вăй виçнĕ. 60 тата 1500 метр чупса, турник çинче туртăнса, 50 метр ишсе, мечĕке инçĕшне ывăтса тата электронлă пăшалтан персе вăл 450 очко пухнă. Çак кăтартупа вăл хăйĕнпе пĕр ỹсĕмри çĕршыври спортсменсем хушшинче 10-мĕш вырăна тухнă. Республикăран кайнă командăра вара унăн кăтартăвĕ чи лайăххи пулнă.
Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" Пĕтĕм Раççейри фестивальте Чăваш Ен команди 83 команда хушшинче 10-мĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, Вадим Иванов пĕлтĕр те республикăра ГТО нормисене пурнăçласа ылтăн паллăна тивĕçнĕ спортсменсен командипе пĕрле Хура тинĕс хĕрринче иртнĕ фестивальте республика чысне хỹтĕленĕччĕ - ун чухне чăваш спортсменĕсем 5-мĕш вы-рăн йышăннăччĕ.
Кăçал вара Вадима çĕршыв шайĕнчи ГТО фестивалĕнче аван кăтартусем тунă ятпа чи малтан çывăх çыннисем, вĕрентекенĕсем саламланă.
Вадимăн спортпа туслă юлташĕсем, Петр Александрович Кузьмин тренерĕ, Галина Александровна Мидюкова физкультура учителĕ пултаруллă çамрăк спортсмена мухтаççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемпе хăпартланаççĕ.
Вадим Иванов "Артекра" пулнă вăхăт кăçал та асра юлмалла иртнине, унта ăмăртни спортри ăсталăхне ытларах ỹстерме пулăшнине палăртать.
А.КАРПОВА.
Чулхула облаçĕнчи Истомино поселокĕнче вырнаçнă патриотизмла воспитанипе тивĕçтерекен "Гвардеец" вĕренỹ центрĕнче тăтăшах Атăлçи федераци округĕнчи шкул ачисем çар пурнăçне хăнăхас тĕллевпе пуçтарăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть, ноябрĕн 4-9-мĕшĕсенче, асăннă вĕренỹ центрĕнче 196 çынран тăракан Чăваш Ен делегацийĕ пулнă.
Делегаци йышĕнче районти икĕ шкулта вĕренекен яшсем пулнă: Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Алексей Башкиров, Никита Кудряшов, Владимир Недорезов, Даниил Столяров тата Çĕн Атикасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Антон Ремизов. Вĕсене Хĕрлĕ Чутай шкулĕн ОБЖ учителĕ Вадим Валентинович Федоров тата ют çĕршыв чĕлхисен учителĕ Валерий Алексеевич Ефимов ертсе пынă.
Яшсем "Гвардеец" центрта пулнă пилĕк кун асра юлмалла иртнине палăртаççĕ. Вĕсем унта хăйсене салтакри пек туйнă тесен те йăнăш пулмĕ: вĕсем çар формипе çỹренĕ, казармăра икĕ хутлă краватьсем çинче çывăрнă, стройпа утнă, вăй-хала çирĕплетнĕ, тактика занятийĕсене çỹренĕ, тĕл пеме, пĕрремĕш пулăшу пама, хỹтĕлев хатĕрĕсемпе усă курма вĕреннĕ. Сăмах май, хальхи йышши вĕренỹ центрĕнче казармăна "пурăнмалли модуль" теççĕ иккен.
Вĕренỹ центрĕнче пурăннă хушăра салтак çулне çитмен çамрăксем ирхи 7 сехетре тăнă та каçхи 10 çурăра çывăрма выртнă. Çак хушăра вĕсемпе çар пурнăçне хăнăхтарас тĕллевпе занятисем ирттернипе пĕрлех канма та вăхăт уйăрса панă, тĕрлĕ культура мероприятийĕсем те ирттернĕ. Акă мĕн каласа парать вĕренỹ центрĕнче пулнă вăхăт пирки Даниил Столяров: "Мана ятарлă центрта çар пурнăçне хăнăхнă вăхăт питĕ килĕшрĕ. Уйрăмах пневматикăллă винтовкăран пени тата автомат сỹтсе пухни асра юлчĕ. Вăхăт çитсен эпĕ те ыттисемпе танах салтака каясшăн, "Гвардеец" центрта пулнă хыççăн çак шухăш çирĕпленчĕ çеç".
"Пирĕн ачасем вĕренỹ центрне пынă ытти çамрăксем хушшинче çухалса каймарĕç, пачах урăхла, вĕсем дисциплинăпа, хушнине туллин пурнăçлассипе уйрăлса тăчĕç, - тет Вадим Валентинович педагог. - Ачасене хăш-пĕр занятисенче çар çыннисем вĕрентни уйрăмах витĕмлĕ пулчĕ тесе шутлатăп".
Вĕренỹ вĕçленнĕ хыççăн яшсем тата вĕсен вĕрентекенĕсем "Гвардеец" вĕренỹ центрĕн Тав сăмахĕсене тата ятарлă вĕренỹре пулнине çирĕплетекен хутсене тивĕçнĕ.
Кĕскен
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушнипе пирĕн çĕршывра çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе ĕçлекен регионсем хушшинчи центрсем йĕркелеççĕ.
Атăлçи федераци округĕнчи "Гвардеец" вĕренỹ центрĕ кăçал уçăлнă. Вăл Чулхулари В.Ф.Маргелов ячĕпе хисепленекен кадет корпусĕн ятарлă уйрăмĕ шутланать. Унта çар пурнăçне хальхи йышши вĕренỹ стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн хăнăхтараççĕ. Салтак çулне çитмен яшсем кунта тĕрлĕ енлĕ çар дисциплинисене хăнăхма пултараççĕ.
А.КАРПОВА.
Çапла калать Хусанти Хĕрлĕ ялавлă тата Жуков орденлĕ аслă танк команда училищинче 3-мĕш курсра вĕренекен Юрий Яндайкин. Çак сăмахсене курсант хăйĕн пурнăç девизĕ вырăнне хурать. Пулас офицерăн шухăш-кăмăлĕ урăхла пулма та пултараймасть пулĕ.
Спорта пысăк тимлĕх уйăрать
Юрий Яндайкин 2017 çулта Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи кадет класĕнчен вĕренсе тухрĕ. Кадет класĕнче вĕреннĕ чух вăл çăмăл атлетика тата çарпа прикладной спорт енĕпе чылай çитĕнỹ турĕ, юлташĕсемпе пĕрле салтак çулне çитмен çамрăксен республика тата çĕршыв шайĕнчи спартакиадисене тăтăшах хутшăнчĕ.
Юра хăй палăртнă тăрăх, вăл çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чух спортпа туслашнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл хăй ытларах кăмăлланă спорт тĕсĕсем спринт тата тăршшĕне сикесси пулнине палăртатчĕ. Спорт халĕ те унăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать _ училищĕре Юра çăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ команда йышĕнче тăрать. Хусанта иртнĕ республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса вĕсен команди 400 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.
Чупассипе пĕрлех вăл тĕл перессине пысăк тимлĕх уйăрать - ку енĕпе те пĕрлештернĕ командăра тăрать.
"Кăçал çулла пирĕн училищĕре курсантсен вăй-хал аталанăвне хаклас тĕллевпе тĕрĕслев иртрĕ, - каласа парать Юра. - Виçĕ енлĕ ăмăртусен тытăмĕнче тупăшрăмăр. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсемпе мана спорт мастерĕн кандидачĕн разрядне пачĕç".
Танкист пулма ĕмĕтленнĕ
Юра Хĕрлĕ Чутайра çуралнă, ачалăхне ытларах Ачкассинче маçаккăшĕпе мамаккăшĕ патĕнче ирттернĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та вăл ытларах маçаккăшĕн, Юрий Осиповичăн, тĕревне туйса тăнă.
Шкул саккипе сывпуллашсан Юра кадет класĕнче вĕреннĕ чылай арçын ача пекех пуласлăхне çарпа çыхăннă профессипе çыхăнтарма шухăшланă. Танкист пулма ĕмĕтленнĕрен Хусанти танк училищине суйласа илнĕ - пирĕн çĕршывра çак училищĕре кăна офицер-танкистсене хатĕрлеççĕ-çке.
Хуть те мĕнле çар училищине те вĕренме кĕме çăмăл мар. Курсант ятне тивĕçме чăтăмлăхпа чун çирĕплĕхĕ малти вырăнта пулни пулăшать. Кадет класĕнче вĕреннĕ чухнех дисциплинăна тата ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама хăнăхни Юрăна вĕренме кĕнĕ чух пулăшнă, паллах. Тата çемье (амăшĕ, маçаккăшĕ) тĕрев пани те, юратнă хĕрĕ хавхалантарса пыни те хăйĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать Юра. Хăйне ĕненнĕшĕн, шаннăшăн, пулăшнăшăн вĕсене тав сăмахĕ калать.
Юрăн пулас специальноçĕ танк подразделенине ертсе пырассипе çыхăннă, урăхла каласан, вăл танк взвочĕн командирĕ пулĕ. Унăн пурĕ тăватă çул вĕренмелле, хыççăн вара çамрăк офицерсене службăна малалла ăçта тăсмаллине пĕлтерĕç.
"Мана танк училищинче вĕренме питĕ килĕшет, - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Юрий Яндайкин. - Лекцисем вăхăтĕнче теорие ăша хыватпăр, анчах та практика занятийĕсем ман кăмăла ытларах каяççĕ. Пире пысăк квалификациллĕ специалистсем вĕрентеççĕ, вĕсем каш-ни курсантпа уйрăммăн ĕçлеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ".
Хăйсене пысăк ăсталăхпа палăракан командирсем пулма хăнăхтарнине, хальхи йышши тем тĕрлĕ хĕç-пăшалпа паллаштарнине палăртать Юра. Танкпа çỹреме, тĕрлĕ хĕç-пăшалтан тĕл пеме вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ иккен кунта.
Училищĕре пирĕн республикăран вĕренме пынисем татах та пулнине, районтан вара 5-мĕш ротăра Артем Романов (ун пирки эпир проектăн иртнĕ кăларăмĕ-сенче çырнăччĕ) вĕреннине пĕлтерет Юра. "Енчен те районти шкулсенчен вĕренсе тухма хатĕрленекен яшсем хушшинче çарпа çыхăннă професси суйласа илсе чăн-чăн профессионал пулма ĕмĕтленекенсем пур-тăк, вĕсене Хусанти танк училищине суйласа илме сĕнетĕп, - тет Юра. - Кунта, чăнах та, тарăн пĕлỹ параççĕ, чăн-чăн танк командирĕсене хатĕрлеççĕ".
Вĕренме тем тери кăсăклă пулсан та чун тăван тăрăха туртатех. Çулталăкра икĕ хутчен пулакан отпускĕсене Юрий Яндайкин юратнă, çывăх çыннисемпе пĕрле ирттерме тăрăшать. Аслисене пулăшма та, юлташĕсемпе тĕл пулма та, юратнă хĕрĕпе пĕрле пулма та вăхăт тупать. Сăмах май, Юрăн кăсăкланăвĕсем спортпа кăна çыхăнман, вăл гитара калама та пĕлет. Кун пек çамрăк хăй тавра ыттисене пуçтарнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук пулĕ.
Юлташĕсем тенĕрен, отпуска килсен Юра кадет класĕнче вĕреннисемпе пĕрле тăтăшах хăйсен наставникĕпе Эдуард Романовпа йĕркелекен тĕлпулăва хутшăнать. Шкула та çитсе курма, хăйне вĕрентнĕ учительсемпе тĕл пулма тăрăшать. Унсăр пуçне Юра отпуск вăхăтĕнче çул çỹреме, тинĕс хĕрринче пулма кăмăллать.
Юлашкинчен вара манăн çакна каласа хăварас килет: паян "Эпир - патриотсем" проектăн юлашки кăларăмĕ пулнă май, "Пулас офицер" рубрикăра çырса кăтартнă кашни курсанта хăйĕн пирки каласа пама кăмăл тунăшăн тав тăватăп. Пулас офицерсене малашлăхра ăнăçу, чăтăмлăх сунатăп. Курсантсен ашшĕ-амăшне те, çывăх çыннисене те тав сăмахĕ калатăп - проекта пурнăçа кĕртнĕ май ăнланнăшăн, тĕрев панăшăн.
А.КАРПОВА.
Май 2024 |