ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
Требуются дворники в
Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.
Зарплата 50000-55000 вахта.
Трудоустройство официально.
89871225525
Продается
корова с теленком, все вопросы по телефону
8937 955 75 08
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пирĕн районти фермерсем ытларах выльăх-чĕрлĕх пăхассипе тимлеççĕ, ỹсен-тăран ỹстерсе илес енĕпе тимлекенсем шутлă кăна. Туктамăш ялĕнче пурăнакан Виталий Юрьевич Соловьев 2017 çулта ỹсен-тăран енĕпе тата теплицăра пахча çимĕç туса илессипе хăйĕн ĕçне пуçарма шут тытнă. Çав çулах вăл патшалăхран фермерсене паракан гранта тивĕçнĕ.
2011 çултах Виталий Юрьевичпа мăшăрĕ, Галина Геннадьевна, анкартинче теплица тунă, унта хăяр, помидор, пăрăç, симĕс сухан ỹстернĕ. Теплицăна хĕллехи вăхăтра ăшăтмалли пăрăхсем те хунă. Пахча çимĕç вăррисене, им-çам туянма укçа-тенкĕ кирли никамшăн та вăрттăнлăх мар. Анчах та теплицăри пахча çимĕç тĕнчи тухăçĕпе савăнтартăр тесен чи малтан ир пуçласа каçчен тар тăкмалла - хăяр-помидор таврашĕ вăхăтра шăварнине, апатлантарнине, им-çамланине юратать.
Чуна парса ĕçленĕрен Соловьевсем хăярне те, помидорне те темиçе тонна та туса илнĕ. Пахалăхлă тавар туянакана килĕшнĕ - вăл экологи енчен таса пулни пĕлтерĕшлĕ-çке.
Фермер ĕçне пуçăнса грант илнĕ хыççăн Виталий Соловьев патшалăхран тивĕçнĕ пĕр миллион çурă укçана çĕнĕ теплица тума усă курнă. Пахча çимĕçе çулталăкĕпех ỹстерсе илме çутă, ăшă пултăр тесе теплицăна ятарлă оборудовани вырнаçтарнă, çав шутра шăвармалли те.
Паянхи кун пахча çимĕç туса илмелли лаптăк 300 тăваткал метрпа тан- лашать. Кунта мĕн кăна ỹстермеççĕ пулĕ: хăяр, помидор, пăрăç, виноград, хура хăмла çырли... Çуркунне вара тĕрлĕ калча туса илсе, унтан халăха сутса тупăш тăваççĕ. Калчи вара пахча çимĕçĕн кăна мар, чечексен те пур. Кăçал, тĕслĕхрен, фермер хуçалăхĕнче пурĕ 2000 штук калча туса илнĕ.
Грант условийĕсемпе килĕшỹллĕн, ытти фермерсен пекех, Виталий Юрьевичăн та хуçалăхра ĕçлеме çын ĕçе илмелле пулнă. Теплицăра пахча çимĕç ỹстерес ĕçре тимлеме Галина Геннадьевнăн хĕрĕ Алена Александровна пуçăннă. Пурте пĕрле çапла пĕрле канашласа ĕçлесе пынăран, алă усса ларманран пахча çимĕç кăçал та тухăçĕпе савăнтарнă: теплицăра 2,5 тонна хăяр, пĕр тонна помидор ỹстерсе илнĕ. Унсăр пуçне фермер хуçалăхĕнче вĕсем çĕрулми те лартса туса илеççĕ. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" пурĕ 84 центнер пухса илнĕ.
Пухса илнĕ пахча çимĕçе Виталий Соловьев фермер хамăр районта кăна мар, унăн тулашĕнче те сутать. Тĕслĕхрен, вăл тăтăшах "Кĕр парнисем" ярмăрккăна хутшăнать.
Мал ĕмĕтпе пурăнакан, ĕçчен те пуçаруллă çынсем тăрăшакан фермер хуçалăхĕнче хĕллехи вăхăтра та ĕç пĕтмест. Хальхи вăхăтра теплицăра хăяр калчи вăй илет. Фермер пахча çимĕç тухăçне чакарасшăн мар, ĕç ăнса пытăр тесен çаврăнăçуллă пулмаллине, алă усса лармалла маррине пĕлет вăл.
Фермер хуçалăхĕнчи теплицăра тимлекен Алена Чемалинова хăй вăхăтĕнче экологи енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ, унтан - юридици енĕпе. Пахча çимĕç ỹстерес ĕçре аслă пĕлỹ пулни кирлех мар тесе шутлакансем йăнăшаççĕ - фермер хуçалăхне аталантарса пырас тесен тĕрлĕ саккунсене пĕлни те, тĕрлĕ хутсемпе документсене йĕркелесе пыни те пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май, Аленăн амăшĕ Галина Геннадьевна та хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте шут ĕçĕнче тăрăшнă, кирлĕ хутсене йĕркелесе пырас ĕçре ку та витĕм кỹрет.
Алена Александровна фермер ĕçĕпе чăннипех кăсăкланни палăрать. Ахальтен мар пулĕ вăл нумаях пулмасть районта "Агро-Инновации" хысна унитарлă предприяти ĕçченĕсем фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем валли ирттернĕ семинара та хутшăнчĕ. Ун чухне ăна фермер хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă чылай ыйту кăсăклантарни сисĕнчĕ.
Аленăпа Максим Чемалиновсем икĕ хĕр ỹстереççĕ, хальхи вăхăтра хĕр пĕрчисем ача садне çỹреççĕ. Çамрăк çемье кăçал харпăр хăй çуртне çĕклемелли патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ - хальхи саккунпа килĕшỹллĕн, фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен специалистсене те çакăн пек пулăшу параççĕ. Чемалиновсем хăйсен йăвине çавăрма пуçланă та ĕнтĕ.
Виталий Юрьевич вара теплицăри ĕçсене йĕркелесе пынипе пĕрлех халăха чус-хăмапа тивĕçтерме те ĕлкĕрет. Çак ĕçе пурнăçлама ятарлă оборудовани вырнаçтарнă. Элĕк районĕнче çуралса ỹснĕскер, Виталий Юрьевич хăй вăхăтĕнче унти пĕр хуçалăхăн пилораминче тимленĕ, çавăнпа та çак ĕçе лайăх пĕлет.
Пысăк теплицăри ĕçсем вăхăтăн чылай пайне йышăнаççĕ пулин те, Виталий Юрьевичпа Галина Геннадьевна килти хушма хуçалăхра выльăхсем те - ĕне, пăру, кроликсем, чăх-чĕп - усраççĕ. Ачаранах ĕçе хăнăхса ỹснĕ ял çыннисем ахаль ларма юратмаççĕ çав, пахча çимĕçне кăна мар, сĕт-çăвне те, аш-какайне те килтех туса илеççĕ.
Хаклă вулаканăм, эсĕ паян çĕр çинче тар тăкаканăн çăмăл мар, анчах сумлă ĕçне суйласа илсе харпăр хăй ĕçне пуçарса янă çынсене халалланă "Эпĕ фермер пулăттăм..." проектăн юлашки кăларăмĕпе паллашатăн. Проекта пурнăçа кĕртме тытăннă чух манран "Пирĕн районта фермерсем те пур-и вара?" - тесе ыйтакансем те пулчĕç. Пирĕн проект çак ыйту çине тулли хурав пачĕ пулĕ тесе шутлатăп.
Пур пирĕн районта фермерсем. Тин кăна ĕçе пуçăннисем те, чылай вăхăт хушши тар тăкаканнисем те. Тĕрлĕ сăлтавсене пула проектра пурин çинчен те çырса кăтартма май пулмарĕ.
Паллах, фермер хуçалăхне аталантарма патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ пулин те, вĕсен кашнин шăпи тĕрлĕрен. Çапах та пуçа усмаççĕ пирĕн фермерсем, йывăрлăхсене парăнтарса пырса малашлăха шанчăклăн пăхаççĕ.
Юлашкинчен манăн проекта пурнăçа кĕртнĕ май тĕл пулса калаçма кăмăл тунă кашни фермера тав сăмахĕ каласа малашлăхра пысăк ăнăçу сунас килет.
Çавăн пекех проекта пурнăçа кĕртнĕ май тĕрев панăшăн район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалисчĕсене Алефтина Дадюковапа Мария Куропаткинана тав тăватăп.
А.КАРПОВА.
Фермер пулма çăмăл-и? Çăмăл мар. Çавăнпа та патшалăх ялхуçалăхĕнче харпăр хăй ĕçне пуçаракансене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшать. Уйрăм хушма хуçалăх тытакансене, хресченпе фермер хуçалăх ертỹçисене, ялхуçалăх кооперативĕсене патшалăх пулăшăвне - грантсене - тивĕçес тесен мĕн тумаллине, мĕнле хутсем хатĕрлемеллине вĕрентес тĕллевпе Чăваш Республикин "Агро-Инновации" хысна унитарлă предприяти ĕçченĕсем районсене тухса çỹреççĕ, семинарсем ирттереççĕ.
Çакăн пек семинар ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районта та иртрĕ. Унăн ĕçне "Агро-Инновации" хысна унитарлă предприятин информаципе аналитика пайĕн начальникĕ Андрей Петров тата Ялхуçалăх кооперацийĕн аталанăвĕн компетенци центрĕн специалисчĕ Анастасия Сергеева, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алефтина Дадюкова, ертсе пыракан эксперт-специалисчĕ Мария Куропаткина, районти фермерсем тата ялхуçалăхĕнче харпăр хăй ĕçне пуçарас шухăшлă район çыннисем хутшăнчĕç.
Чи малтанах Анастасия Вячеславовна пухăннисене паянхи куна фермерсем мĕнлерех патшалăх пулăшăвĕсене тивĕçме пултарни пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем валли "Агростартап" конкурс ирттернине, çавăн пекех ялхуçалăх производство кооперативĕсем хушшинче те "Агростартап" конкурс пулнине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне çемье фермисем валли тата ялхуçалăх потребительсен кооперативĕсем валли грантсем пуррине палăртрĕ, вĕсене тивĕçес тесен бизнес-план тата ытти документсене мĕнле хатĕрлемеллине ăнлантарчĕ.
Марина Жерженовапа Виктор Устинов фермерсем бизнес-план хатĕрлес енĕпе йывăрлăхсем пулманни пирки каласа пачĕç: грант выляса илме тăратма документсене хатĕрлеме райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнче те, "Агро-Инновации" предприятире те пулăшнине, тĕрев панине палăртрĕç. "Конкурса хутшăнма кăмăл пултăр çеç", - терĕç хальччен грант выляса илнĕ фермерсем.
Паллă ĕнтĕ, бизнес-план хатĕрлес ĕç тỹлевсĕр мар - унăн хакĕ 2-8 пин тенкĕпе танлашма пултарать.
Харпăр хăй ĕçне пуçăнас тесен ялхуçалăх ĕçченĕсен хăш-пĕр вăрттăнлăхсене пĕлмеллех. Çакăн пирки Андрей Петров чарăнса тăчĕ. Калăпăр, строительствăпа реконструкци тата юсав ĕçĕсем хушшинче мĕнле уйрăмлăх пуррине пĕлмелле - строительствăпа реконструкци валли проект кирлĕ. "Агростартап" конкурса харпăр хăй хушма хуçалăхне тытакан пур çын та хутшăнма пултарать - грант выляса илсен вара вĕсен хресченпе фермер хуçалăхне регистрацилемелле пулать. Е тата фермер ĕçне пуçăнса грант выляса илес текенĕн пур пек техникине хăйĕн çине регистрацилемелле (хуçалăхра техника пурри грант илнĕ чух витĕм кỹрет). Енчен те техника фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ çинче мар, унăн мăшăрĕ е ачисем çинче пулсан, ăна шута илмеççĕ.
Бизнес-план хатĕрленĕ чух грант укçипе мĕн илмеллине малтанах тĕплĕн палăртса хума сĕнчĕ Андрей Валерьевич. Тен, вăл укçапа трактор илни тупăшлах та мар? Тен, тракторне лизингпа илни вырăнлăрах? (Лизинг пирки те семинарта тĕплĕн ăнлантарчĕç).
Андрей Валерьевич ялхуçалăх ĕçченĕсен, фермерсен малалла аталанас тесен кооперативсене пĕрлешмеллине палăртрĕ, пуласлăх кооперативсенче пулнине çирĕплетрĕ. Анчах та кунта чи малтан çакна асра тытмалла - пĕрлешсе ĕçлеме килĕшнине сăмахпа мар, хут çине çырса çирĕплетмелле.
Пирĕн республика сĕт тата аш-какай туса илессипе Атăлçи федераци округĕнче 2-3-мĕш вырăнсем йышăнать. Чăваш Енре ялхуçалăх продукцийĕн 44 ытла процентне пысăк ялхуçалăх предприятийĕсем туса илеççĕ, 10 процентне - фермерсем, 45 процентне - харпăр хăй хушма хуçалăхĕсем. Çавăнпа та хушма хуçалăх тытса пыракансене фермер ĕçне ытларах явăçтармаллине палăртрĕ Андрей Петров. Сăмах май, паянхи куна республикăри районсемпе илсен, пирĕн тăрăхра фермерсен шучĕ чи пĕчĕкки - 21 кăна. Танлаштарма: кỹршĕ Етĕрне районĕнче - 120 фермер хуçалăхĕ, республикăн кăнтăр районĕсенче вара (Патăрьел, Елчĕк) кашнинче 200-250 фермер хуçалăхĕ ĕçлет.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ял ĕçченĕн, çав шутра фермерсен те, туса илнĕ продукцине вырнаçтарассипе чăрмавсем тухса тăраççĕ. Семинарта ку енĕпе фермерсен тата хушма хуçалăх тытакансен малтанах пуçа çавăрттармаллине, план тумаллине палăртрĕç, ялхуçалăх таварĕсене хулара вырнаçтарма çăмăлрах пулнине каларĕç.
Паянхи куна ĕçлесе пыракан фермер хуçалăхĕсене те, малашне фермер пулма ĕмĕтленекенсемпе харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракансене те семинара йĕркелекенсем интернетпа усă курма, тĕрлĕ сайтсемпе паллашма сĕнчĕç. Чи малтанах, хăйсем пурăнакан ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн, Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин сайчĕсене тăтăшах пăхса тăмалла - унта ялхуçалăхĕпе çыхăннă хыпарсем вырнаçтарсах тăраççĕ.
"Агро-Инновации" хысна унитарлă предприятин сайчĕ те фермерсемшĕн усăллă информаципе питĕ пуян. Сăмах май, ку предприяти "Инстаграм" социаллă сетьре те пур, фермер пулма ĕмĕтленекенсем хушшинче çамрăксем те пулнине шута илсен, ку хальхи вăхăтра питĕ витĕмлĕ пулăм шутланать.
Предприятин сайтĕнче вара çĕнĕ хыпарсемпе пĕлтерỹсемсĕр пуçне тĕрлĕ усăллă баннерсем те пур. Акă "Центр компетенций развития сельскохозяйственной кооперации" баннерта ялхуçалăх кооперацийĕ пирки тĕрлĕ информаци пĕлме пулать. Кунтах республикăри Гаранти фончĕн, ялхуçалăх кооперативĕсен ревизи союзĕн ĕç-хĕлĕпе паллашма, вĕсем мĕнле пулăшупа тивĕçтернине пĕлме май пур.
Фермер ĕçне пуçăнма шухăш тытнисем валли "Начинающий фермер" баннер питĕ усăллă пулĕ - кунта пĕчĕк формăллă хуçалăхсене патшалăх мĕнле пулăшупа тивĕçтернине, бизнес-план мĕнле хатĕрлемеллине вуласа пĕлме, тĕрлĕ документсен тĕслĕхĕсемпе паллашма пулать. Кунтах усăллă тĕрлĕ презентацисем те пур.
Семинар вĕçленнĕ хыççăн Андрей Петров районти фермерсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, тĕлпулу усăллă иртнине, пирĕн районта малашне фермерсен тата ялхуçалăх кооперативĕсен шучĕ ỹсессе шаннине палăртрĕ.
А.КАРПОВА.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта паянхи куна виçĕ ялхуçалăх кооперативĕ ĕçлет, вĕсенчен пĕри - "Красночетайский мед".
Потребительсен ялхуçалăх сутă кооперативĕ 2009 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче йĕркеленнĕ, унăн ĕç-хĕлĕ пыл туса илессипе тата ăна сутассипе çыхăннă.
Пĕр вĕллерен пуçланă
Кооперативăн пурнăçлакан директорĕпе Светлана Николаевна Ильинапа тĕл пулса калаçнă май кооператив тăвас шухăш хăçан тата мĕнле çурални, унăн ĕçĕ мĕншĕн шăпах пыл тăвассипе çыхăнни пирки ыйтрăм.
- Пирĕн çемьере пыл хурчĕсем ĕрчетме пуçласси ăнсăртран пулчĕ темелле. Анкартинче ĕçленĕ вăхăтра пĕчĕк ывăлăм улмуççи çине çăвăр хурт килсе ернине асăрхарĕ. Унăн хуçисем тупăнмарĕç, вара хамăрах пăхма пуçлас терĕмĕр, вĕлле те тупрăмăр... Ку ĕç-пуç иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен вĕçĕнче пулчĕ, - аса илчĕ Светлана Николаевна. Çавăнтанпа пыл хурчĕсем усратпăр та эпир, халĕ вĕллесен шучĕ чылай ĕнтĕ, утарĕ те иккĕ темелле - ялта тата вăрманта.
Кооператив йĕркелесси вара çапларах пулнă. 2009 çулта Светлана Ильинана Ильдус Хамзин предприниматель пыл туса илсе сутас енĕпе тимлекен кооператив йĕркелеме сĕннĕ. Вăл вăхăтра Светлана Николаевна Ильдус Мубинович йĕркеленĕ кооператив членĕ пулнă. Светлана Николаевна шухăшласа пăхнă хыççăн кооператив йĕркелессипе çыхăннă ĕçе пуçăнма шут тытнă. Çак шухăша район администрацийĕнче те ырласа йышăннă. Вара кирлĕ документсене пухса йĕркелессипе ĕçлеме тытăннă. Сăмах май, кооператива "Красночетайский мед" ят пама вăл вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Криков сĕннĕ.
2010 çулта пирĕн района Голланди хурт-хăмăрçи Альбертус Прангер килнĕ, вăл пĕр эрне хушшинче Светлана Ильинапа пĕрле районти чылай хурт-хăмăрçă патне çитсе вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Çавăн пекех пирĕн тăрăхра утар тытакансем те ют çĕршыв эксперчĕн опычĕпе чунтанах кăсăкланнă.
Малтанах кооперативра ултă пайщик пулнă-тăк, паянхи куна "Красночетайский мед" 190 пайщикран тăрать. Вĕсен шутĕнче пыл туса илессипе тин кăна ĕçлеме пуçланисем те, ку енĕпе пысăк опыт пухнă хурт-хăмăрçăсем те пур.
Кашни хурт-хăмăрçăн пыл туянакансем пур темелле, анчах та пыл хамăр тăрăхра сутăнса пĕтейменни те пулать, çавăнпа та ăна кооператив членĕсем курттăмăн Омск, Челябинск хулисене, Пушкăрт Республикине ăсатаççĕ. Мускавра та сутаççĕ хĕрлĕчутайсен пылне. Унсăр пуçне Светлана Ильина Шупашкарта кашни çулах пулакан "Кĕр парни" ярмăрккăсене те кăмăлпах хутшăнать, хăйсем туса илнĕ пыла унта сутать.
Сăмах май, сутлăх пылăн пахалăхне ятарлă лабораторире тĕрĕслеççĕ. Чутай тăрăхĕнчи пыл пахалăхĕпе палăрса тăрать. Экологи енчен таса продукцие пысăк тимлĕх уйăраççĕ халĕ.
Пыл туса илесси те, сутасси те çăмăл ĕç мар. Пыл пухасси çанталăк мĕнле пулнинчен те нумай килет. "Çăка çурăлнă вăхăта питĕ кĕтетпĕр эпир, çав вăхăтра çанталăк аван пултăрах тетпĕр", - тет Светлана Ильина, утарта чылай хушă тăрăшнă вăхăтра тем те курнăскер. Юлашки вăхăтра пыл хурчĕсен чирĕсем сарăла пуçланине те палăртать Светлана Николаевна. Çапах та хурт-хăмăрçăсем пуçĕсене усмаççĕ, пылăн пуласлăхĕ пуррине ĕненсе малалла ĕçлеççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, кооперативăн ĕç кăтартăвĕ çакăн пекрех - икĕ тонна яхăн пыл туса илнĕ.
Утарта çемйипех ĕçлеççĕ
Килти утарĕнче вара Ильинсем çемйипех ĕçлеççĕ. Светлана Николаевнăн мăшăрĕ Юрий Ильич кооперативăн утарçи пулнă май пыл хурчĕсене пăхас, пыл туса илес ĕçсене туса пырать. Мăшăрĕпе ачисем те çак ĕçрен юлмаççĕ.
Ильинсен ывăлĕ Илья Шупашкарта суту-илỹ енĕпе ĕçлесе пурăнать пулин те тăван тăрăха килме вăхăт яланах тупать. Килсен вара кил таврашĕнчи, пахчари е утарти пĕр ĕçрен те юлмасть.
Чăваш патшалăх университетĕнче тухтăра вĕренекен Настя хĕрĕ пĕлỹ илнĕ хушăрах медицина сестринче вăй хума та, яла çитсе утарти ĕçсене хутшăнма та ĕлкĕрет.
- Çемьере пурте пĕр шухăшлă пулни, пĕр ĕç кăсăклантарни вĕсене пĕр çĕре пухать, - тет Светлана Николаевна.
Светлана Николаевна Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илнĕ хыççăн 15 çул хушши шкулта ĕçленĕ, çав хушăрах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлỹ илме те ĕлкĕрнĕ. Анчах та самана улшăннă май шкулсем хупăнса пынăран унăн ĕç-хĕлне улăштарма тивнĕ. Вара вăл юридици енĕпе тепĕр аслă пĕлỹ илнĕ.
1993 çулта унччен хулара пурăннă Светланăпа Юрий Ильинсем Тралькассине пурăнма куçса килнĕ. Халĕ вĕсем пыл хурчĕсем ĕрчетсе пыл туса илнипе пĕрлех икĕ ĕне, сыснасем, кроликсем, чăхсем усраççĕ.
"Манăн анне дояркăра ĕçлетчĕ, эпĕ виççĕмĕш класра чухнех ĕне сума вĕрентĕм, çавăнпа та маншăн ĕне сăвасси хăнăхнă ĕç, - каласа парать Светлана Николаевна. - Выльăхсем валли утă янтлас ĕçе те эпир çемйипех пурнăçлатпăр, çак ĕçе çăмăллатма пирĕн мотоблок тата утă турттармалли машина пур".
Çапларах ĕçлесе, килĕштерсе пурăнать Ильинсен туслă çемйи. Светлана Николаевнăн вара "Красночетайский мед" кооператив тĕлĕшпе пĕр ĕмĕт пур - харăс 500 килограмм пыл виçсе тултарма пултаракан цех уçасси. Ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пуррине те пĕлет кооператив ертỹçи. Çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртес шухăшпа пурăнакан ялхуçалăх кооперативĕн членĕсене пуласлăха шанчăклăн пăхма ăнăçу сунас килет.
Алина Карпова.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче "Кĕр парнисем" курав ĕçлерĕ. Кунта районти предприятисем кăларакан тата ял ĕçченĕсем туса илекен продукцие курса савăнма пулчĕ.
Çулсерен пулакан çак курав çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхне тепĕр хут çирĕплетсе парать. Мĕн кăна ỹстерсе илмен пулĕ ял çыннисем, хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçрен, улма-çырларан мĕн кăна пĕçермен, мĕн кăна ăсталаман пулĕ!
Кавăнран, купăстаран, çĕрулмирен, кишĕр-кăшманран тата ытти пахча çимĕçрен ăсталанă çын тата тĕрлĕ чĕрчун кỹлеписенчен куç илме çук. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен тата "панулми çăтмахĕ", "купăста çăтмахĕ" пур иккен. Штанашсем панулмирен мĕн тĕрлĕ çимелли, ĕçмелли хатĕрлемен пулĕ. Питĕркассисем вара купăста мĕнле тăварламаллине те кăтартса пама ỹркенмерĕç. Курса тĕлĕнмелли чăннипех чылай пулчĕ куравра.
Жюри йышăнăвĕпе кăçалхи куравра ял тăрăхĕсем хушшинче пантьăксем, питĕркассисем, хĕрлĕчутайсем палăрчĕç, шкулсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕ мала тухрĕ, иккĕмĕш - Ачасен пултарулăх çурчĕ, виççĕмĕш - Шулю шкулĕ, ача сачĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн "Хĕвел" ача сачĕ йышăнчĕ, иккĕмĕш - "Пилеш" ача сачĕ, виççĕмĕш - "Пучах" ача сачĕ.
"Ылтăн кĕркунне" курава ял тăрăхĕсем, шкулсем, ача сачĕсем тăтăшах хутшăнаççĕ. Ку питĕ лайăх. Анчах та, ман шутпа, курава районти фермерсене те хутшăнтармалла, вĕсене валли уйрăм номинаци хатĕрлемелле. Тем тесен те, фермерсен уява пухăннă халăх умне мĕн илсе тухмалли пурах.
Кăçалхи куравра вара фермерсен тыр-пул вăрлăхне кăна асăрхама пулчĕ.
А.КАРПОВА.
Май 2024 |