ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
Требуются дворники в
Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.
Зарплата 50000-55000 вахта.
Трудоустройство официально.
89871225525
Продается
корова с теленком, все вопросы по телефону
8937 955 75 08
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ессентуки - Ставрополь крайĕнчи курорт-хула, "Кавказри Минераллă Шывсем" федераллă пĕлтерĕшлĕ курортсен ушкăнĕн административлă центрĕ.
Шăпах çак хулара иртнĕ те кăçал салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадин финалĕ. Раççей шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче Чăваш Ен чысне Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен яшсем хỹтĕленĕ. Спартакиада ноябрĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă та пĕр эрне хушши пынă, ăна ноябрĕн 14-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупнă.
Ставрополь тăрăхĕнчи Спартакиадăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 23 команда пухăннă. Йĕркепе килĕшỹллĕн, ăмăртусене хутшăнакансен çул ỹсĕмĕ 14 çултан пуçласа 17 çулччен пулмалла. Тĕрĕссипе вара ытти командăсенче 14-15 çулхи яшсем пулманпа пĕрех тесен те юрать, ытларах 11-мĕш класра вĕренекен çамрăк спортсменсем пулнă - чылай регионтан Спартакиадăна пĕрлештернĕ командăсем хутшăннă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командинче вара Богдан Яркин тин кăна 14 çул тултарнă, Валерий Аргандейкин тата Павел Секайкин - 15 çулта, Александр Агаськин, Евгений тата Никита Канцеляровсем, Игорь Князьков, Егор Секайкин, Федор Ябыков - 17 çулта, ушкăн командирĕ Иван Сармандейкин - 16-ра.
Палăртмалла, Спартакиадăра пĕрремĕш вырăна Ханты-Мансийск автономи округĕнчи çарпа спорт клубĕн команди тухнă, Мускав хулин пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш пулнă, Мари Республикин пĕр-лештернĕ команди - виççĕмĕш. Куратпăр ĕнтĕ, хĕрлĕчутайсен питĕ вăйлă командăсемпе тупăшма тивнĕ, анчах та вĕсем çухалса кайман, хăйсене лайăх енчен кăтартса парса 4-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Тĕрĕссипе, ăмăртусен пĕтĕмлетỹ протоколне тишкерсен пирĕн район команди Мари Республикинчи команда пекех пурĕ 12 балл пухни палăрать. Анчах та хĕрлĕчутайсен вăй-хал хатĕрленĕвĕпе çыхăннă ăмăртăвĕсем ăнăçлах пулайманни вĕсене çĕнтерỹ пьедесталĕ çине хăпарма май паман.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командин наставникĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Эдуард Васильевич Романов, Ессентуки тăрăхĕнче иртнĕ ăмăртусем пирки çапла каласа парать:
- Салтак çулне çитмен çамрăксен Раççей шайĕнчи Спартакиадине хутшăнас тесе пирĕн республика ертỹçипе Олег Николаевпа çыхăнма тиврĕ. Кăçал ытти çулсенчи пек республика шайĕнчи Спартакиада пулмарĕ, çавăнпа та çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене каяссипе çыхăннă йĕркелỹ саманчĕсенче йывăрлăхсем тухрĕç, вара пире Ессентуки хулине кайма Олег Алексеевичăн тĕревĕ кирлĕ пулчĕ. Пире ăнланнăшăн тата пулăшнăшăн ăна тав.
Ăмăртусене эпир октябрь уйăхĕнче хатĕрленме пуçларăмăр - Спартакиадăн финалĕ пулассине эпир çавăн чух тин пĕлтĕмĕр. Вăхăт сахалтарахчĕ пулин те, ачасем япăх мар хатĕрленчĕç темелле, унсăрăн вĕсем кадет корпусĕсемпе çарпа спорт клубĕсенчен килсе çитнĕ ытти командăсем хушшинче лайăх кăтартусем тăвайман пулĕччĕç. Пирĕн команда çар хатĕрленĕвĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Стройпа утса тата автомат сỹтсе пухса, электронлă пăшалтан персе, турник çинче туртăнса эпир иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Уйрăм кăтартусенчен Егор Секайкин тăршшĕне сикессипе тăваттăмĕш, Богдан Яркин турник çинче туртăнса пиллĕкмĕш, электронлă пăшалтан персе Павел Секайкин çиччĕмĕш пулнине палăртса хăварас килет. Раççей шайĕнчи ăмăртусене пĕрремĕш хут хутшăнакан çамрăксемшĕн ку япăх мар кăтарту тесе шутлатăп.
Çỹлерех асăннă ăмăртусемсĕр пуçне яшсен 60, 100 тата 3000 метр тăршшĕне чупмалла, граната ывăтмалла, выртнă çĕртен кĕлеткене йăтмалла тата тăршшĕне вырăнтан сикмелле пулчĕ.
Ăмăртусене тухса кайиччен эпĕ яшсене çĕршыври чи лайăх пилĕк команда йышне кĕме тăрăшмалли пирки каланăччĕ. Ачасем маттур, ума лартнă тĕллеве туллин пурнăçларĕç.
Çакна та палăртса хăварас килет: 2010 çултанпа Хĕрлĕ Чутай шкулĕн Эдуард Романов хатĕрлесе ертсе пынă салтак çулне çитмен çамрăксен командисем пĕрре те пиллĕкмĕш вырăнтан аяла чакман. 2010 тата 2011 çулсенче вĕсем Шупашкарта 5-мĕш вырăн йышăннă, 2014 тата 2015 çулсенче Рязань хулинче - 4-мĕш вырăн. 2013 çулта вара Нижнекамск хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи Спартакиадăра виççĕмĕш вырăн йышăннă, 2016 çулта Краснодар хулинче - иккĕмĕш.
Пĕлнĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Спорт, Оборона министерствисем тата Раççей ДОСААФ-ĕ çамрăксене вăй-хал тата кăмăл-сипет воспитанийĕ парас, çар службин мăнаçлăхне ỹстерес тĕллевпе йĕркелесе ирттерекен Спартакиадăсенче тăтăшах çакăн евĕр кăтартусемпе палăракан команда çĕршывра хальлĕхе урăх çук.
Паллах, пултаруллă ачасен тата вĕсен наставникĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕсем те, шкул ачисем те савăнаççĕ.
- Эпир пирĕн шкулти салтак çулне çитмен çамрăксен команди тăтăшах Раççей шайĕнче шкул, район тата республика чысне хỹтĕлеме тивĕçнĕшĕн хăпартланатпăр. Кăçалхи Спартакиадăран та Эдуард Романов ертсе пыракан команда япăх мар кăтартусемпе таврăнчĕ - эпир вĕсемпе мухтанатпăр. Маттур яшсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе шкулти ытти ачасене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, - тет Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорĕ Вероника Архипова.
Ырă тĕслĕхĕ вара пурах. Спартакиадăсене кайса çỹрекен яшсенчен чылайăшĕ шкултан вĕренсе тухсан çар профессине суйласа илет, хăйĕн пурнăçне çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарать. Вĕсене кура ытти каччăсем те çак профессипе кăсăкланаççĕ. Апла пулсан Эдуард Романов ачасен вăй-халне çирĕплетессипе тата çар службин мăнаçлăхне ỹстерессипе тĕллевлĕ те ăнăçлă ĕçлесе пырать тесе çирĕппĕнех калама пулать.
Иван САРМАНДЕЙКИН, ушкăн командирĕ:
- Спартакиадăна мĕнле йĕркелесе ирттерни мана килĕшрĕ. Ăмăртусенче çăмăл пулмарĕ, анчах та эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех турăмăр тесе шутлатăп - пĕтĕм вăйран тупăшрăмăр. Эпир Спартакиадăна тăрăшса хатĕрлентĕмĕр - пирĕншĕн кĕтмен нормативсем пулмарĕç. Киле лайăх кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр - ыттисем хушшинче хамăра япăх мар кăтартса пама пултартăмăр, медальсене тивĕçрĕмĕр. Пире атте-анне, çывăх çынсемпе юлташсем хавхалантарса тăни те питĕ пулăшрĕ. Эпир вĕсемпе пушă вăхăт тупăнсанах телефонпа çыхăнаттăмăр. Ессентуки - илемлĕ хула, мана унта килĕшрĕ. Вăхăт тупса хула тăрăх курса çỹрерĕмĕр.
Алина КАНЦЕЛЯРОВА, Ачкасси ялĕ, Евгений тата Никита Канцеляровсен амăшĕ:
- Ачисем инçе çула тухассине пĕлсен хуть те мĕнле амăшĕ те пăлханать, анчах та пирĕн аслă ывăлăмăр Олег та шкулта вĕреннĕ чух спартакиадăсене хутшăнатчĕ те, эпир Женьăпа Никитăна Эдуард Васильевичпа тата Ирина Алексеевнăпа çирĕппĕн шанса ятăмăр. Паллах, ывăлăмсемпе кашни кунах телефонпа калаçрăмăр, ăмăртусем мĕнле пынипе кăсăклансах тăтăмăр.
Ачасем Раççей шайĕнчи Спартакиадăна хутшăнма тивĕç пулнăшăн савăнатăп. Вĕсене çĕршыври чи вăйлă командăсемпе тупăшма çăмăл пулман, анчах та арçын ачасен çирĕп пулмалла, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхмалла. Çар хатĕрленĕвĕпе - пĕрремĕш, стройпа утса тата автомат сỹтсе пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă яшсене пурне те маттурсем тесе калас килет.
Сăмах май, ачасем ăмăртусем хăйне евĕрлĕ иртнине те палăртрĕç. Калăпăр, виçĕ километр тăршшĕне вĕсем пĕр кỹлĕ тавра чупнă - яшсене кун пек çĕрте тупăшма интереслĕ пулнă.
Ывăлăмсем Спартакиадăран лайăх кăмăлпа таврăнчĕç. Вĕсене Ессентуки хулинче питĕ килĕшнĕ, минерал шывне те кăмăлĕсем туличченех ĕçнине палăртаççĕ. Вĕсем ăмăртусем хыççăн пуйăс çине ларнă чух Ставрополь тăрăхĕнче 15 градус ăшă пулни, киле çитсен вара 15 градус сивĕ тăни пирки те кăсăкланса калаçрĕç.
А.КАРПОВА.
Чутай яшĕсем салтака каяссинчен пăрăнманнипе, çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă чух хăйсене лайăх енчен кăтартса панипе палăрса тăраççĕ. Туктамăш каччи Максим Артемьев та салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнма шутламан - кăçал çурхи призыв вăхăтĕнче ăна ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсемпе юлташĕсем чутайсен йăлипе салтака ăсатнă.
Максим Артемьев Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн 2016 çулта Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ. Унта вĕренсе Максим "Пушар хăрушсăрлăхĕ" специальноçпе диплом илнĕ, унпа пĕрлех çамрăка автомобиль водителĕ тата пушарнăй пулнине ĕнентерекен свидетельствăсем панă.
Колледжра вĕреннĕ вăхăтра Максим спортпа туслă пулнă, кире пуканне çĕклессипе, кĕрешỹпе кăсăкланнă.
Кăçалхи июнĕн 25-мĕшĕнче Максим Артемьев Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Июнĕн 28-мĕшĕнче вăл Крым Республикинчи Феодоси хулинче вырнаçнă чаçе çитнĕ, уйăхран унтах присяга тытнă. Хыççăн вара салтаксене Керчь хулине куçарнă. Хальхи вăхăтра Максим Артемьев Краснодар крайĕнчи Тамань хулинче вырнаçнă Росгвардире службăра тăрать. Салтаксен тĕп тивĕçĕ - Крым кĕперне сыхласси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.
Хальхи вăхăтра чылай ашшĕ-амăшĕ салтакри ывăлĕ при-сяга тытнине кайса курма тăрăшать. Максимăн ашшĕпе амăшĕ те, Александр Анатольевичпа Галина Петровна, ывăлĕ присяга тытнă çĕре кайса курас ĕмĕтпе пурăннă. Анчах та кăткăс эпидеми лару-тăрăвне пула вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Çапах та кайран, август уйăхĕнче, вĕсем ывăлне кайса курма май тупнă. Тĕл пулма ирĕк панă салтака ашшĕ-амăшĕпе, шăпах... çичĕ минутлăх!
"Питĕ çирĕп тытаççĕ салтаксене Максим хĕсметре тăракан чаçре. Телефонпа та эрнере пĕр кун кăна калаçатпăр, нумай вăхăт хушши калаçма ирĕк памаççĕ. Ывăлăм пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене "пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн" тенине пăхăнма хăнăхтараççĕ. Дисциплина пулни лайăх-ха ĕнтĕ, аслисем кĕçĕннисене кỹрентермеççĕ кун пек чух, - каласа парать Галина Петровна ывăлĕ пирки. - Салтакран таврăнсан Максим малалла хăй алла илнĕ профессипе ĕçлес шухăшлă".
Крым çурма утравне Раççей материкĕпе çыхăнтаракан кĕпер питĕ пĕлтерĕшлĕ объект шутланать, çавăнпа та ăна çĕр çинче те, шыв çийĕнче те, шыв айĕнчен те, сывлăшран та, космосран та сыхлаççĕ. Паллах, кун пек объектпа çыхăннă çынсен, çав шутра ăна сыхлакан салтаксен те, чи малтан вăрттăнлăха упрама пĕлмелле. Çавăнпа та Максим Артемьевăн салтакри ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатса памăпăр. Каччăна Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнма сунатпăр.
А.КАРПОВА.
(Михаил Перевалкин асаилĕвĕнчен)
Аслă Отечественнăй вăрçă тискерлĕхне фронтра тăшмана хирĕç çапăçакансем кăна тỹсмен, тылра ырми-канми тăрăшакансем те хаяр вăрçă куçĕнчен пăхнă. Уйрăмах ачасене йывăр килнĕ, вĕсем выçăллă-тутăллă пурăннă пулин те май пур таран вĕренме тăрăшнă, çав хушăрах аслисемпе тан ĕçленĕ. Вăрçă нушине тỹснисем пурнăçран уйрăлсах пыраççĕ, апла пулин те вĕсен асаилĕвĕсем упранаççĕ. Паян сире Михаил Перевалкинăн асаилĕвĕсемпе паллаштарасшăн.
Кĕнеке çине çырнăшăн
1937-1941 çулсенче эпĕ Ишеккассинчи пуçламăш шкулта вĕрентĕм. Вăрçă пуç-ланнă çул Хĕрлĕ Чутай шкулне 5-мĕш класа вĕренме куçрăм.
Вĕренме хуть те мĕнле çанталăкра та çỹреттĕмĕр. Хĕллехи вăхăтра классенче сивĕччĕ.
Пĕлỹ илме çăмăл марччĕ - кĕнекесем те, тетрадьсем те, кăранташ-чернил таврашĕ те çукчĕ. Тетрадьсем пулманран кĕнекесем çине çыраттăмăр. Эпĕ, тĕслĕхрен, Сталинăн "Вопросы ленинизма" кĕнекинче çырма пуçларăм - çак кĕнеке страницисем шурă тĕслĕччĕ, çырма лайăхчĕ. Анчах та ку кĕнеке çине нумаях çыраймарăм - мана контрразведка офицерĕсем "алăран ярса илчĕç", Сталин кĕнекисем çине çырма юраманни пирки мана та, аттепе аннене те ăнлантарчĕç.
1941 çулхи кĕркунне атте вăрçа кайрĕ. Эпир килте пиллĕкĕн юлтăмăр. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче эпĕ йывăр чирлекен анне вырăнне вăрман касма çỹрерĕм. Малтанах мана, ытла çамрăк тесе, бригадăна илес-шĕн марччĕ, анчах та кайран, эпĕ мĕнле ĕçленине курсан, ытти бригадăсене те чĕнме пуçларĕç.
Çуркуннехи тата çуллахи каникулсем вăхăтĕнче "Великан" колхозра ĕçлеттĕм: вăкăрсемпе е лашасемпе çĕр сухалаттăм, утă çулаттăм, тырă выраттăм.
Пуçтарса илнĕ тырра Çĕмĕрлене илсе каяттăмăр. Пĕр харăс темиçе лав пыратчĕç, малти лавĕ çине "Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерỹ валли" тесе çырнăччĕ. Тырăпа Çĕмĕрлене ватă арçынсемпе хĕрарăмсем тата ачасем каяттăмăр. 70 килограмм таякан михĕсене йăтма тиветчĕ.
Çĕрле чавнă окоп
Вăрçă вăхăтĕнче фронтра çапăçакансене кăна мар, тылра ĕçлекенсене те çар трибуналĕпе хăратнă. Колхозра ĕçлекенсен те "сире çар трибуналĕпе суд тăвĕç" тенине тăтăшах илтме тиветчĕ. Дисциплина тени питĕ çирĕпчĕ.
Атте вăрçа кайнине пăхмасăрах анне строительство ĕçĕсене вĕçлемен хамăрăн çурта туса пĕтерме шутларĕ. Ку ĕçе вĕçне çитерме питĕ йывăр пулчĕ, чăрмавсем тухсах тăчĕç. Çавăнпа та анне чирлеме пуçларĕ, вырăнпах выртатчĕ.
1942 çулта Сăр хĕрринче окопсем чавма пуçларĕç. Пур колхозникăн та, çав шутра манăн аннен те, пĕрер пысăк окоп чавмаллаччĕ. Камăн хăш тĕлте чавмаллине бригадир хушаматсене кăтартсах паллă туса тухнăччĕ. Кашни хăйĕн окопне чавсан вĕсем витĕр утса тухма пулмаллаччĕ.
Пирĕн бригадăри колхозниксем Сăр хĕр-ринче икĕ кун ĕçленĕ хыççăн бригадир яла килсе окоп чавма кайманнисем патне çỹреме пуçларĕ. Пирĕн пата та çитрĕ, аннене пĕр тăхтаса тăмасăр Сăр хĕрне ĕçлеме кайма хушрĕ, çар трибуналĕпе хăратрĕ. Анне макăрма пуçларĕ, хăй чирлени пирки каларĕ. Бригадир ăнланасшăн пулмарĕ, тепĕр куннех ĕçлеме пуçламалли пирки каларĕ.
Анне макăрма чарăнманнине кура эпĕ никама систермесĕр аттен кĕрĕкне, çăматă тăхăнтăм та колхоз правленийĕ патне тухса утрăм. Унта шăпах Сăр хĕррине апат-çимĕç илсе кайма хатĕрленнĕ лав тăратчĕ. Эпĕ çав лавпа Сăр хĕррине çитрĕм. Тĕттĕмленме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Анне хушаматне çырнă вырăна шыраса тупрăм та, колхозниксем ĕç вĕçлесе çывăхри яла кайиччен пытанса ларнăскер, ĕçе пуçăнтăм.
Бригадăри çынсем хурса хăварнă кĕреçе-пуртă таврашĕпе усă курса эпĕ, 13 çулхискер, окоп чавма пуçларăм. Анне ячĕпе уйăрнă лаптăкăн икĕ айккипе те окоп чавнăран мана ĕçлеме йывăрах пулмарĕ - шăннă çĕр çăмăлрах касăлатчĕ.
Çĕрĕпех ĕçлерĕм. Пĕчченех пулнăран хăрушăччĕ, пытармастăп. Инçех мар кашкăрсем ỹлени те илтĕнетчĕ, çавăнпа та эпĕ вучах чĕртрĕм, ăна çĕрĕпех çунтартăм.
Ирхине бригадир Сăр хĕррине çитрĕ те окопсене пăхса çаврăнчĕ. Аннен ячĕ тĕлĕнче чавнине курчĕ те чарăнса тăчĕ, аллисене шарт! çапса кăшкăрсах ячĕ: "Мĕнле тĕлĕнтермĕш ку? Кам çын нормине алтнă?"
Эпĕ тĕмсем хушшинчен тухрăм та окопа çĕр каçа хам чавнине каларăм. Бригадир ман çине кăшкăрма пуçларĕ: "Эсĕ мĕн, сана пула мана çар трибуналĕ суд тутăр тетĕн-им? Кам сана кунта аслисемсĕр юлма ирĕк пачĕ? Кунта пĕччен юлма юрамасть!"
Пирĕн тавра колхозниксем пухăнчĕç, мĕн пулнине сỹтсе явма тытăнчĕç. Бригадир та кăшт лăпланчĕ курăнать, мана хăйĕн патне чĕнсе илчĕ те ыталарĕ: "Юрать, ĕçне тунă, халь ĕнтĕ нимĕн те тăваймăн. Санран лайăх çын пулать". Мана пĕр лав çине ларса киле кайма хушрĕ.
Киле çитсен эпĕ аннене окоп чавса унăн нормине пурнăçланине пĕлтертĕм. Анне мана каламасăрах тухса кайнăшăн ятласа та илчĕ - вĕсем мана çухатнă иккен, тем пулнă пуль тесе пăшăрханма та пуçланă. Хăй вара окоп чавассипе нормăна пурнăçланăшăн савăнчĕ.
Кăшт каярахпа эпир, ял Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, хамăрăн анкартинче те Сăр хĕрринчи евĕр окоп чаврăмăр - тăшман вĕçсе килсе бомбăсем пăрахма пуçлас-тăк тарса пытанмашкăн.
7-мĕш класс пĕтереймерĕм
1944 çулхи хĕлле эпĕ 7-мĕш класра вĕренеттĕм. Вăл вăхăтра пире уроксем хыççăн шкул территорийĕнче хурал тăрататчĕç. Пĕррехинче манăн та хурал тăмалли вăхăт çитрĕ. Уроксем хыççăн Хĕрлĕ Чутайран Ишеккассине кайса апатлантăм та пашалу илсе каялла шкула тухса утрăм. Çăматăпа инçе çула утнăран манăн ура, çăм нуски тăхăннă пулин те, йĕпенчĕ. Апла пулин те эпĕ йывăçран касса тунă пăшалпа хурал тăтăм. Икĕ сехет тăраттăмăр та тепĕр икĕ сехет çывăраттăмăр. Çĕр каçа çапла тăнăран манăн урасем питĕ шăнчĕç. Пĕр вырăнта тăман пулин те - утса та, сиксе те, ташласа та пăхрăм - урасем ăшăнаймарĕç...
Тепĕр кунне вара эпĕ урокрах çывăрса кайнă. Мана вĕрентекен вăратрĕ те киле кайма хушрĕ. Киле çитрĕм те ăшăнма кăмака çине хăпарса выртрăм. Выртрăм та - тепĕр виçĕ уйăхсăр унтан анаймарăм. Питĕ йывăр чирлерĕм. Çапла вара 7-мĕш класс вĕренсе пĕтереймерĕм.
Сывалсан каллех колхозра ĕçлеме пуç-ларăм. Унта ĕçлекенсене кашни кун 400 грамм çăкăр паратчĕç.
Тепĕр вĕренỹ çулĕнче эпĕ каллех 7-мĕш класа кайрăм. Вăл вăхăта вăрçă пĕтнĕччĕ ĕнтĕ.
Çĕнтерỹ пирки мĕнле пĕлнине те астăватăп. Эпир Фома Михайловичпа уйра вă-кăрсемпе çĕр сухалаттăмăр. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитсен пире апат килсе пачĕç те вăрçă вĕçленни пирки каларĕç. Эпир савăннипе сикме пуçларăмăр. Кайран колхоз правленийĕ патне кайрăмăр. Унта халăх питĕ йышлă пухăннăччĕ - пĕрисем йĕреççĕ, теприсем савăнаççĕ, ташлаканни те, юрлаканни те пурччĕ. Çурçĕрчченех савăнчĕç ял çыннисем...
СПРАВКА
Михаил Ильич Перевалкин 1929 çулта Ишеккасси ялĕнче çуралнă, вăрçă вăхăтĕнче шкулта вĕреннĕ, колхозра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн та, 1949 çулччен, "Великан" колхозра тимленĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕшĕн Михаил Перевалкина "За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов" медальпе наградăланă.
1949-1952 çулсенче салтакра пулнă, хыççăн Шупашкарта кĕнеке лавккинче тăрăшнă. 1958-1963 çулсенче куçăмсăр майпа суту-илỹ институтĕнче вĕреннĕ, экономист дипломне илнĕ.
1970-1996 çулсенче Шупашкарти "Текстильмаш" заводра тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ, директор çумĕ пулнă. Ĕç ветеранĕ.
Михаил Перевалкина Туслăх орденĕпе, республика тата çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ хисеп хучĕсемпе наградăланă.
Михаил Перевалкин пурнăçран 2013 çулта уйрăлнă.
А.КАРПОВА.
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ - райхаçатăн 32 номерĕнче).
Иван Александрович Куранов, 1923 çулта Чулхула облаçĕнче çуралнă.
1942-1943 çулсенче Калинин фронтĕнче взвод командирĕ пулнă.
1950 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчен Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвкомĕн ялхуçалăх тата колхоз строительствин пай заведующийĕ.
Николай Александрович Кучекеев, 1923 çулта Хĕрлĕ Чутайра çуралнă.
1942 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1946 çулхи августăн 31-мĕшĕччен Сталинград, Кăнтăр Хĕвелтухăç, 3-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă, командир пулăшуçи пулнă.
3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе, "Хăюлăхшăн", "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.
1950 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен районăн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ пулнă.
Даниил Яковлевич Макаров, 1913 çулта Туканашра çуралнă. 1942 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи февраль уйăхĕччен вăрçăра пулнă. Вăрçă вĕçленнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фронтĕнче стрелковăй рота командирĕнче тимленĕ.
Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Германие çĕнтернĕшĕн", "1941-1945 çулхи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ.
1946 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа 1949 çулхи октябрь уйăхĕччен райпищекомбинат директорĕ пулнă.
1949 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕччен - райфинотдел заведующийĕ.
Иван Васильевич Мастеркин, 1910 çулта Енкĕлтре çуралнă.
1943-1946 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă.
1946 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчен - "Стахановец" артель председателĕ.
Петр Матвеевич Матвеев, 1903 çулта Етĕрне уесĕнче çуралнă.
1941-1946 çулсенче вăрçăра пулнă, 3-мĕш Белорусси фронтĕнче агитбригада политсовечĕн парти тата комсомол докуменчĕсене учета илессипе тимлекен инструкторĕ пулнă.
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, "Хăюлăхшăн", "Кенигсберга илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.
1948 çулхи сентябрь уйăхĕнчен - Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвкомĕн председатель çумĕ, ноябрь уйăхĕнчен - райплан председателĕ.
1950 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчен - райĕçтăвком председателĕ.
Дмитрий Егорович Мокшин,1911 çулта Ваçкаçырминче çуралнă. 1933-1934 çулсенче районти ВЛКСМ комитечĕн культура заведующийĕ пулнă. 1942 çулхи апрель-август уйăхĕсенче Ваçкаçырминчи "Новая жизнь" колхоз председателĕнче тимленĕ. 1942 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Çарта взвод командирĕ пулнă, 1942 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса 1943 çулхи мартăн 13-мĕшĕччен Чулхула облаçĕнчи çар госпиталĕнче сывалнă.
1943 çулхи апрель - 1944 çулхи сентябрь уйăхĕсенче Хĕрлĕ Чутайри РВК 2-мĕш чаçĕн начальникĕ пулнă, унтан, 1945 çулхи ноябрь уйăхĕччен - райторготдел заведующийĕ.
1945 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен райканашăн ĕçтăвком секретарĕнче тимленĕ.
Василий Терентьевич Москеев, 1908 çулта Ишлей районĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Çарта 1940 çултан пуçласа пулнă, аслă фельдшерта, санитари службин начальникĕнче тимленĕ.
"Хăюлăхшăн", "Кенигсберга илнĕшĕн" медальсене, аслă командованийĕн Тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.
Вăрçă хыççăн райĕçтăвкомăн сывлăх сыхлавĕн пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.
Илья Яковлевич Наумов, 1907 çулта Тутар АССР-че çуралнă. 1941 çулта Хĕрлĕ Çара илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çар коменданчĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1946 çулта çартан таврăннă.
"Германие çĕнтернĕшĕн" медале, Отечественнăй вăрçă орденне тивĕçнĕ.
Вăрçă хыççăн Штанаш шкулĕн директорĕ пулнă (1947-1948 çç.), 1948 çулхи январĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса - райканаш ĕçтăвкомĕн халăх вĕрентĕвĕн пай заведующийĕ.
Николай Никифорович Патрикеев, 1924 çулта çуралнă. 1941-1942 çулсенче районти физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ пулнă. 1942 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1946 çулхи апрель уйăхĕччен - Совет Çарĕнче: 1-мĕш Прибалтика фрончĕн топографи уйрăмĕн командирĕ, 2-мĕш Прибалтика фрончĕн делопроизводителĕ.
1948 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа - райканаш ĕçтăвкомĕн пĕтĕмĕшле пайĕн заведующийĕ.
Илья Петрович Порейкин, 1921 çулта Ваçкаçырминче çуралнă.1939-1943 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă, вăрçăра - Сталинград фрончĕн дивизи штабĕн начальникĕ.
1945 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен - райканаш председателĕ.
Никифор Тихонович Сорокин, 1913 çулта Ишеккассинче çуралнă. Лейтенант. 1941 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса 1943 çулхи июлĕн 24-мĕшĕччен пулемет ротин командирĕ пулнă.
1945 çулхи апрель уйăхĕнчен - ĕçтăвкомăн культурăпа çутĕç пайĕн заведующийĕ.
Петр Васильевич Степанов, 1923 çулта Тумликассинче çуралнă. 1944-1945 çулсенче вăрçăра пулнă, Сталинград фронтĕнче çапăçнă.
1945 çулхи сентябрь уйăхĕнчен тытăнса - ĕçтăвкомăн кадрсен секторĕн заведующийĕ.
Архип Михайлович Тихонов, 1912 çулта Туктамăшра çуралнă.
1942-1945 çулсенче Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн гвардин минопехотнăй полкĕнче пулнă.
Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Хăюлăхшăн", "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", "Кавказа хỹтĕленĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ.
1945 çулхи октябрь уйăхĕнчен - Госбанк уйрăмĕн управляющийĕ.
Лев Михайлович Храмов, 1896 çулта Мишеркассинче çуралнă. 1941-1942 çулсенче Сăр патĕнчи хỹтĕлев чиккинче ĕçленĕ, унтан 1945 çулччен Мускавра службăра пулнă.
1949 çулхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса - ялхуçалăх тата колхоз строительствин пайĕн заведующийĕ.
Алексей Яндайкин, 1908 çулта çуралнă.
1942-1943 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă. 1943 çулхи июнь-ноябрь уйăхĕсенче - Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ. 1943 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа - райканашăн мобилизаци енĕпе ĕçлекен пай заведующийĕ.
Елена ТВЕРСКОВА, район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.
Май 2024 |