Паян хаçатăмăр 93 çул тултарчĕ
Категория: Актуально
Опубликовано: 06.04.2023, 18:59
Просмотров: 303
Район хаçачĕн ячĕ 7 хут улшăннă. Унӑн пĕрремĕш номерĕ 1930 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче "Коллективист" ятпа вырӑсла кун çути курнă, Етĕрнере пичетленнĕ. 1932 çулхи август уйăхĕнче хаçат - "Красночетаевец", унтан "Путь Победы" ятсемпе вырăсла тухнӑ, сентябрьтен пуçласа чăвашла "Çĕнтерỹ çулĕ" ятпа тухма тытăннă. 1966 ҫултан - "Колхоз хаҫачӗ", 1976 ҫултан - "Коммунизм ҫулӗпе". 1991 çултанпа хаçат ячĕ - "Пирĕн пурнăç".
Паян хаçата кашниех килĕштерни, кĕтсе тăни иккĕлентермест. Вӑл кашни киле çитет тесен йăнăш мар. Çавăн пекех редакцин тепĕр массăллă информаци хатĕрĕ пур, вăл - электронлă "Пирĕн пурнăç" сеть кăларăмĕ. "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм" интернетри социаллă сетьсенчи ушкăнсенче те пирĕн хыпарсемпе паллашма май пур.
Мĕнпур вулакана, почтальонсене, обществăлла корреспондентсене район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 93 çул çитнĕ ятпа саламлатпӑр!
Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм пултăр! Пирĕн пĕрле пулма çирĕп сывлăх пултăр! Пурин те ăнăçу, телей çулĕпе утасчĕ!
Добавить комментарий