Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Амăшĕ те, хĕрĕ те - тĕп бухгалтерта

Категория: Общество Опубликовано: 19.07.2024, 14:56 Просмотров: 817

Республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ят-сум çĕнсе илнĕ "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕ тăрăшуллă ĕçченсемпе пуян. Вĕсем хуçалăх аталанăвне пысăк тỹпе хываççĕ, хăйсен ĕçне яваплăха туйса тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Хăйсен ĕмĕрне çак хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ ĕçченсем те пур. Акă Анастасия Васильевна Кузьмина "Коминтернра" 40 çул ытла тимленĕ.

Анастасия Васильевна Урикасси ялĕнче 1956 çулта çуралнă. Шкула каймалли вăхăт çитсен вăл хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле Трапайри çичĕ çул вĕренмелли шкула çỹренĕ, унтан Атнарти вăтам шкулта ăс пухнă. 1974 çулта шкул пĕтернĕ хĕр шут ĕçне кăмăлланăран бухгалтера вĕренме тĕллев лартнă. Ăна пурнăçа кĕртес тесе Коминтерн ячĕллĕ колхозра учетчикра ĕçлеме пуçланă. Бухгалтерта вара вăл 1981 çултан ĕçлеме тытăннă, унтан колхозăн тĕп бухгалтерĕн çумĕнче те тăрăшнă. 1995 çулта Анастасия Кузьминана "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп бухгалтерне çирĕплетнĕ. Ку ĕçре вăл 2020 çулхи сентябрь уйăхĕчченех тимленĕ.

Тĕп бухгалтер ĕçĕ çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Шут ĕçĕ уйрăмах асăрхануллă, тимлĕ пулма хистет. Яваплăхĕ те çав тери пысăк. Тĕп бухгалтерăн ытти шут ĕçченĕсен ĕçне те тимлесе йĕркелесе пымалла. Хуçалăх ура çинче çирĕп тăнинче, аталану çулĕпе утнинче тĕп бухгалтерăн тỹпи те сахал мар тесе калас килет. Йывăрлăхсăр пулман, паллах. Иртнĕ ĕмĕрĕн çăмăл мар 90-мĕш çулĕсенче ĕç укçи тỹлейменни те пулкаланă. Апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерме тăрăшнă, майсем шыранă, чăрмавсене йышпа парăнтарнă.

Анастасия Васильевна пирки ĕç коллективĕ паянхи кун та ыррине çеç калать. Ĕçтешĕсем хушшинче вăл хисеп çĕнсе илнĕ. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕскер ĕçленĕ çулсенче хуçалăхăн, район администрацийĕн тата ялхуçалăх пайĕн сахал мар хисеп хучĕпе тав сăмахне тивĕç пулнă. Унăн ĕçне чăннипех  пысăка хурса хакланине вара 2011 çулта илнĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ" хисеплĕ ят та çирĕплетсе парать.

Çемье çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кил-йышра ăнланупа килĕшỹ хуçалансан, ĕçре те пурте кал-кал пулса пырать. Анастасия Васильевнăна та çемье пысăк тĕрек парса тăрать. Мăшăрĕпе Николай Иванович Кузьминпа вĕсем 1976 çулта çемье çавăрнă, хăйсене савăнмалăх ывăлпа хĕр çуратса ỹстернĕ. Сăмах май, Николай Иванович та "Коминтерн" хуçалăхра вăй хунă, кунта вăл малтан водительте, унтан автомеханикра тимленĕ, каярах вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Паянхи кун Кузьминсем хăйсен пуянлăхне ултă мăнук тата кĕçĕн мăнук пурринче кураççĕ, вĕсем пурришĕн чунтан хĕпĕртеççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Кузьминсен ывăлĕ - Иван Николаевич - муниципаллă округ администрацийĕнче тăрăшать, мобилизаци хатĕрленĕвĕн, ятарлă программăсен тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен пайне ертсе пырать. Мăшăрĕпе Ольгăпа хĕрпе ывăл - Эвелинăпа Тихон - çуратнă. Эвелина çемье çавăрнă ĕнтĕ.

Хĕрĕ - Марина Данилова - амăшĕн çулнех суйласа илнĕ, "Коминтерн" хуçалăхра 20 çул тăрăшать. Атнарти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех вăл математика предметне çав тери кăмăлланă. Математикăпа вара вĕсене шкулта Калерия Васильевна Васяткина пĕлỹ панă. Шут ĕçне вĕренес кăмăлпа хĕр шкул саккипе сыв пуллашсан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ, ăна 2001 çулта пĕтернĕ. 2004 çулта Марина Николаевна "Коминтерн" хуçалăхра ĕçлеме тытăннă, шут ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăша хывнă, опытлă ĕçтешĕсенчен вĕренсе пынă. 2020 çулта, сывлăхне пула амăшĕн хуçалăхра ĕçлеме пăрахма тивсен, ăна тĕп бухгалтер тивĕçне шанса панă. Паянхи кун та Марина Данилова çак яваплă тивĕçе пурнăçлать. Марина Николаевнăн та Хисеп хучĕсем сахал мар. Сăмах май, ăна кăçал "Акатуйра" округри обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннăшăн Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Марина та çемьеллĕ, Атнартах пурăнать. Вĕсем мăшăрĕпе Станиславпа виçĕ хĕрпе ывăл - Ксюша, Катя, Арина тата Стас - çуратнă. Хĕрĕ Ксюша мăшăрĕпе Николайпа мăнук та парнеленĕ, пĕчĕк хĕр пĕрчи Лиза ятлă.

Анастасия Васильевна хĕрĕ те унăн çулĕпех кайнăшăн савăнать. Маринăн хĕрĕ Ксюша та Чăваш патшалăх университетĕнче экономиста вĕренсе тухнă. Вăл пĕр хушă тĕп хулара "Россельхозбанкра" тимленĕ, хальхи вăхăтра пĕчĕк тĕпренчĕкне пăхать. Кузьминсен ĕç династийĕ малалла тăсăлни савăнтарать. Малалла та çаплах пултăр!

kusminyMixeevaKS.jpg DanilovaMN

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1