Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Райпо тытăмĕнче тăрăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.07.2024, 15:25 Просмотров: 884

Хĕрлĕ Чутай райповĕ - округри пысăк коллективлă предприятисенчен пĕри. Паянхи кун вăл ура çинче çирĕп тăрать. Кунта ĕçлекен кашни çын потребительсен кооперацийĕн аталанăвне хăйĕн тỹпине хывать. Пĕрисем лавккара ĕçлесе ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ, теприсем çăкăр-булка пĕçереççĕ е кондитер изделийĕсем хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕсем консерв продукцийĕ тăваççĕ, халăха тутлă апатпа сăйлассишĕн тăрăшакансем те сахал мар... Ку тытăмра вăй хуракан кашни çыннăн ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ.

Райпо коллективĕнче пĕртăвансем е çывăх тăвансем, мăшăрсем ĕçленине те куратпăр. Акă, Туктамăш ялĕнче пурăнакан Эмина Анатольевнăпа Александр Станиславович Рыжовсенех илер. Александр паянхи кун водительте тăрăшать, кулленех рейса тухать, хăйне шанса панă машинине типтерлĕ те юсавлă тытассине мала хурать. Эмина Анатольевна вара "Апатлану" тытăмĕнче 2005 çултанпа буфетчицăра ĕçлет. Çак хушăра вăл "Березка" ресторанта та, "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче те тăрăшнă. Саккăрмĕш çул ĕнтĕ вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вăй хурать. "Шкулта ĕçлеме питĕ килĕшет. Тăхтав вăхăтĕнче ачасем буфета тĕрлĕ йышши çемçе кукăль, пицца е пылак çимĕç туянма васкаççĕ. Вĕсемпе çепĕç калаçса илни, ачасен савăнăçлă куçĕсене курни мана кунĕпех кăмăлпа ĕçлеме вăй хушаççĕ. Вĕрентекенĕсем те яланах кăмăллă калаçаççĕ. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, унран киленỹ илетĕп", - палăртать Эмина Анатольевна.

Эминăн йăмăкĕ те, Алена Анатольевна Фондеркина, паянхи кун райпора тăрăшать. Кунта вăл 2018 çулта буфетчицăра ĕçлеме тытăннă. Юлашки 2-3 çул вара вăл технологра ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Михаил Валерианович Фондеркин та кунтах водительте тимлет, вăл та - кашни кунах руль умĕнче, хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшать.

Çакна та палăртмасăр иртме çук. Александр Рыжовăн амăшĕ - Агреппина Васильевна - хăй вăхăтĕнче Туктамăшри тата Серенкассинчи лавккасенче ĕçленĕ. Унăн аппăшĕ Людмила Васильевна Рыжова вара райпо тытăмĕнче 1954 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва ту-хиччен, 1982 çулхи февраль уйăхĕччен, вăй хунă. Чи малтанах вăл 1954 çулхи октябрь уйăхĕнче калькулятор тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Унтан, 1956 çулхи март уйăхĕнче ăна буфетчицăна куçарнă. 1959 çултан пуçласа Людмила Васильевна счетовод-кассирта тăватă çул тăрăшнă. 1963 çулта ăна каллех обществăлла апатланăвăн калькулятор тивĕçне пурнăçлама куçарнă. 1975 çулта Людмила Рыжова бухгалтер-калькуляторта ĕçлеме пуçланă. Ку ĕçре вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 1982 çулч чен, яваплăха туйса ĕçленĕ. Ахальтен мар вăл "Ĕç ветеранĕ" ята та илме тивĕçнĕ, ĕçтешĕсем хушшинче те яланах хисепре пулнă. Ĕçри хастарлăхшăн, тăрăшулăхшăн Людмила Васильевнăна ертỹçĕсем пĕрре мар хавхалантарнă. Ĕçлеме хăнăхнă хĕрарăм тивĕçлĕ канура та алă усса ларман, 1986-1989 çулсенче çипрен хутаç (сетка) çыхнă. Шел те, Людмила Васильевнăна пурнăç пуçран шăлман, унăн пĕртен-пĕр хĕрне çухатма тивнĕ. Вăл пĕртăванĕсен ачисем пуррипе йăпаннă, вĕсене май пур таран пулăшнă. Халĕ вăл çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Ватлăхра ăна Агреппина йăмăкĕн ывăлĕ Александр çемйипе пăхнă, ватлăхĕ канлĕ ирттĕр тесе тăрăшнă.

Калас пулать, Рыжовсен тепĕр йăмăкĕ те - Калкассинче тĕпленсе пурăннă Раиса Васильевна Абрамова - ĕмĕрне райпо тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Вăл чылай çул хушши Серенкасси лавккинче ĕçленĕ, ялта пурăнакансене куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерессишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă.

Райпо тытăмĕнче çакăн пек ĕçе чунтан парăннă ĕçченсем тăрăшсан, вăл малалла та аталану çулĕпе утасси иккĕлентермест.

Emina FonderkinaA RyzhovaL

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1