Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕр ыйту та хуравсăр юлмĕ

Категория: Актуально Опубликовано: 07.04.2023, 16:02 Просмотров: 316

Мартăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ "Тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Пĕтĕмпе 1000 яхăн ыйту пулнă, вĕсенчен 400 ытла - колл-центр, 300 ыйту - Яндекс-форма, 300 яхăн - социаллă сетьсем урлă. Олег Николаев 30 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрчĕ.

Хĕрлĕчутайсенчен те чылай ыйту пулчĕ. Пирĕн округран маларах панă ыйту регион шайĕнчи культура еткерлĕхĕн объекчĕпе - 1870 çулта И.Н.Ульянов уçнă Пантьăкри шкулпа (хальхи вăхăтра кунта Пантьăк музейĕ вырнаçнă) - çыхăннă. 2022 çулта асăннă объекта реставрацилес тĕллевпе проект документацине хатĕрленĕ. 10 639 100 тенкĕлĕх смета хакĕн ырланă заключенийĕ пур. Культура еткерлĕхĕн объектне япăхсах кайма парас мар тесен реставраци ĕçĕсене пурнăçламалла. Чутайсене çак тĕллевпе укçа хăçан уйăрасси интереслентерет.

Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен Культура министерстви ЧР Финанс министерствине кăçалхи январь уйăхĕнче реставраци ĕçĕсем валли хушма укçа уйăрма ыйтса заявка тăратнă. ЧР Финанс министерстви Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округ администрацине 2024-2026 çулсем валли заявка тăратма сĕннĕ.

Пăшăрхантаракан ыйтусенчен тепри - сĕт йỹнелни. "Сĕт сутнипе ял çыннин кĕсйине кулленех чĕрĕ укçа кĕрет. Нумайăшĕшĕн вăл - тупăш илмелли пĕртен-пĕр çăлкуç. Сĕт йỹнелсех пыни пăшăрхантарать. Халăх сĕтне йỹнĕпе туяннăран çынсем ĕне усрама пăрахмĕç-и? Пирĕн ялта ахаль те чылай хушма хуçалăхра ĕне тытмаççĕ", - чун ыратăвне палăртса ыйту панă регион ертỹçине Утаркасси ялĕнче пурăнакан Надежда Михатайкина. Олег Николаев ку ыйтăва хуравсăр хăварман:

"Сĕт хакĕ рынок конъюнктурине пула хытă чакать. Раççейре пĕтĕмĕшле темиçе регионта та сĕт ытлашшипех туса илеççĕ, ăна ниçта хума пĕлмеççĕ. Чăваш Енре те çакăн пек лару-тăру. Республика тулашне кайнă сĕтĕн пĕр пайĕ, вăл шăпах халăхран пухаканни, паянхи куна урăх региона кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсен хăйсен те ытлашши. Çавна пулах сĕт пухакансем хака чакарчĕç. Эпир ку лару-тăрăва пĕлетпĕр, ăна татса парас тесе ĕçлетпĕр. Ялхуçалăх министерстви çынсене пулăшас тĕллевпе нумаях пулмасть округсен администрацийĕсен ертỹçисемпе, сĕт туянакансемпе, тирпейлекен предприятисемпе лару-тăрăва сỹтсе явнă.

Власть органĕсем енчен çынсене пулăшас тесе сахал мар тăватпăр. 2020-2021 çулсенче пĕр ĕне тытакансене 3,5 пин тенкĕ, икĕ е ытларах пуç усракансене пĕр ĕнешĕн 5 пин тенкĕ тỹленĕ. Иртнĕ çул вара ку пулăшупа хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнисем (самозанятые) усă курчĕç. Ку утăма эпир тĕрлĕ сăлтавсемпе турăмăр. Пĕрремĕшĕ - федераци Правительстви хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнисене пулăшмалли программа йышăнчĕ. Вĕсем хăйсен продукцине тирпейлеме сутаççĕ, тĕрлĕ пулăшупа усă кураççĕ. Çакă тĕрĕс, мĕншĕн тесен пур ĕне тытакан та сĕте сутмасть, хăшĕ-пĕри харпăр хăй çемйине валли кăна тытать. Хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленсе сĕт сутакансем малашне патшалăхран пенси тата социаллă хỹтлĕхе тивĕçеççĕ. Паянхи кун патшалăх енчен çакăн пек пулăшу - кăçалтан виçĕ ĕне таран туянакана кашни пуç пуçне 70 пин тенкĕ паратпăр (пĕлтĕр икĕ ĕне туяннă чух çапла панă). Качака туянма та, субсиди илме те май пур. Ял çыннисем ыйтнипе кăçалтан сурăхсене те кĕртнĕ, хальччен кун пекки пулман. Кун пек пулăшусен çичĕ пункчĕ пур, администрацисем вĕсене пĕлеççĕ.

Иртнĕ çул ялта пурăнакан 10 пин çын хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ, вĕсем пурте патшалăх пулăшăвĕсемпе усă кураççĕ.

Ларура администраци пуçлăхĕсене вырăнта сĕт паракансемпе тĕл пулма, пулăшусене тивĕçмелли майсене ăнлантарса пама хушрăмăр".

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5