Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăваш тĕрри тата нумай çул хăйĕн илемĕпе тыткăнлатăр, илĕрттĕр!

Категория: Главные новости Опубликовано: 25.11.2022, 15:57 Просмотров: 371

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне уявлатпăр. Ăна эпир виççĕмĕш çул ĕнтĕ паллă тăватпăр. Чăваш халăхĕн тĕрĕ тĕнчин пуянлăхне çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе 2020 çулта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ уяв - Чăваш тĕррин кунне - çирĕплетрĕ. Пĕлтĕр ку уява халалласа "Тĕрленĕ Чăваш Ен" проект пурнăçланчĕ.

"Тĕрленĕ Чăваш Ен" проекта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев "Сурпан Пĕрле" халăх акцине малалла тăсма сĕннипе пуçарнăччĕ. Тĕрленĕ карттăна республикăмăрти районсенчи 30 ытла ăстаçă 83 кун хушши чăваш тĕррин йăлисене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Вăл 21 пайран (Чăваш Енĕн 21 районĕнчен) тăрать. Кашни пайра вырăнти орнаментăн хăйнеевĕрлĕхĕ, районсен ĕлкисемпе чиккисем палăрнă. Аса илтеретпĕр, пирĕн район карттине Туктамăш ялĕнче пурăннă Елена Альгешкина тĕрлерĕ (шел те, унăн пурнăçĕ иртнĕ çул татăлчĕ).

"Чăваш Ен - çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ", - тесе калаççĕ. Тĕрĕре чăваш халăхĕн пурнăçĕ, савăнăçĕ те ыратăвĕ сăнланать. Тĕрĕ пирĕн йăх-несĕлсемшĕн куç тулли илем çеç пулман, ун урлă халăхăн историйĕ çырăнса юлнă. Кашни эрешĕн - хăйĕн пĕлтерĕшĕ, тарăн шухăшĕ. Çак пуянлăха пирĕн упраса, çитес ăрусене парса хăвармалла. Кашни çĕвве, эреше сыхласа хăвармалла пирĕн. Шăпах çакна тĕпе хурса иртнĕ çул ноябрĕн 13-мĕшĕнче чăваш тĕррин музейĕнче тĕрĕ шкулĕ уçăлчĕ. Вĕренỹ виçĕ уйăха тăсăлчĕ. Кăçал çав шкултан пирĕн районтан чи малтан Уйпуç хĕрĕ Ольга Логинова вĕренсе тухрĕ. Унтан вара - Питĕркасси шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Лариса Абакумова. Иккĕшĕ те вĕсем тĕрĕ шкулĕнчен вĕренсе тухни пирки сертификата тивĕçнĕ. Пултаруллă ăстасем çакна чăннипех тивĕçлине палăртса хăйсен ĕçĕсемпе çирĕплетнĕ. Ольга Логинова авалхи чăваш кĕпин ĕлкине тунă, ĕлĕкхи пирсемпе усă курса кĕпе çĕленĕ, ăна чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Лариса Абакумова вара сурпан тĕрленĕ.

Ольга Владимировнăпа Лариса Александровна хăйсен пĕлĕвне ыттисемпе те пайлаççĕ, ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ. Ольга Логинова, сăмахран, Мăн Этмен шкулĕнче чăваш чĕлхин кунне халалланă мероприятие хутшăнни асрах-ха. Нумаях пул-масть вара вăл "Пилеш" ача садне çỹрекен шăпăрлансем патĕнче пулнăччĕ, чăваш тĕррин историйĕпе, эрешсен пĕлтерĕшĕпе, тĕрлес ăсталăхпа паллаштарнăччĕ. Лариса Абакумова вара "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче ноябрĕн 24-мĕшĕнче "Тĕрĕ искусстви" ятпа ăсталăх сехетне ирттернĕ.

Районти ачасен искусство шкулĕнче "Наци тĕрри" кружок ĕçлени те савăнтарать. Ăна хушма пĕлỹ паракан педагог Галина Петровна Артемьева ертсе пырать. Кунта ачасем чăваш çĕввине, эрешсен пайĕсене тума, тĕрлеме вĕренеççĕ. Районти шкулсенче те педагогсем вĕренекенсене чăваш тĕррипе паллаштарас, упрама вĕрентес ĕçе явăçтараççĕ. Эпир, аслисем, хамăр ачасене малалла та пуян тата илемлĕ чăваш тĕррипе паллаштарсан, унăн илемĕпе киленме хăнăхтарсан, чăваш халăхĕн пурнăçĕнчи тĕрĕ пĕлтерĕшĕпе хаклăхне ăнлантарсан, упрама вĕрентсен, вăл манăçа тухмаççех. Чăваш тĕрри тата нумай çул пирĕн халăха хăйĕн илемĕпе тыткăнлатăр, илĕрттĕр!

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2