Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Александр БАШКИРОВ: "Çирĕп сывлăх - çитĕнỹсен çăлкуçĕ"

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.10.2018, 11:47 Просмотров: 525

Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Октябрĕн 19-мĕшĕнче ирпе ирех эпĕ Шупашкарта республика ертỹçипе Михаил Игнатьевпа пĕрле иртнĕ тренировкăна хутшăнтăм. Çак хăйне евĕр тĕлпулу ĕç кунĕ умĕн тĕрлĕ спорт хăнăхтарăвĕсем туни, ирхи уçă сывлăшпа киленсе чупни профессире çитĕнỹсем тума пулăшнине кăтартса пачĕ теес килет манăн. Мĕншĕн тесен çирĕп сывлăх - çитĕнỹсен çăлкуçĕ.

Паянхи мероприяти мана питĕ килĕшрĕ, çĕнетсе хитрелетнĕ Атăл хĕррипе чупма кăмăллă пулчĕ. Пирĕн те ку енĕпе ĕçлемелле, район центрĕнче пурăнакансем валли ирсерен чупма тухма ятарлă хитре вырăн тумалла тесе шутлатăп.

Эпир районта та тăтăшах тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттеретпĕр, çăмăл атлетика е йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвĕсене эпĕ хам та çемьепе пĕрле хаваспах хутшăнатăп. Велочупусем те районта тăтăшах йĕркелетпĕр, унта хутшăнакансем те йышлă пирĕн.

Район администрацийĕн ĕçченĕсем те сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ, вĕсем кашни эрнерех "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне "Сывлăхпа спорт сехетне" çỹреççĕ.

Уйăхра пĕрре Сывлăхпа спорт кунĕсене ирттересси те йăлана кĕнĕ пирĕн. Сăмах май, ыран шăпах çакăн пек кун пулать, çавна май "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне кăмăл тăвакансем пурте тỹлевсĕрех кĕме, хăйсене килĕшекен спорт вăййине выляма е бассейнра ишме пултарĕç. Сывлăхпа спорт кунĕ ял тăрăхĕсенче те иртет, шкул спортзалĕсемпе стадионĕсем сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене хапăл тусах йышăнĕç.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5