ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çут тĕнче тĕлĕнтермĕшсемпе пуяннине пĕлетĕр-и эсир? Асамлă пулăмсем юнашарах, вĕсене шырама аякка çул тытмалла мар. Тимлĕрех те сăнавлăрах çеç пулмалла. Ун чухне пĕчĕк япаларах пысăк пĕлтерĕш, савăнмалли сăлтав пытарăннине чухласа илейĕр.
Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть кун çути курнă "Тĕлĕнтермĕшсем" сăвăсен пуххи вулакансене çутçанталăкăн илĕртỹллĕ те ĕлккен пахчине йыхравлать. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ кĕнекен авторĕ - Василий Эктел сăвăç, редакторĕ - Ольга Федорова, художникĕ - Иван Алексеев, тиражĕ - 1000 экземпляр. Поэт тавралăх илемне юратса сăнлани кашни йĕркере палăрать.
"Сывлăм шывĕ" сăвва вуланă май куç умне чăн-чăн ỹкерчĕк тухса тăрать:
Улăхра пин тĕрлĕ çăлтăр
Мерчен евĕр ялкăшать.
Чĕлтĕр-чĕлтĕр, йăлтăр-йăлтăр
Сывлăм шывĕ ялтăрать.
Сывлăм шывĕ питĕ капăр,
Йывăçсем те тап-таса.
Чечеке те, курăка та
Вăл ирех каять çуса.
Василий Эктелĕн сăввисенчи çутçанталăк чĕрĕ, сисĕмлĕ-туйăмлă: вăрманĕ тĕлĕрет, асамат кĕперĕ шыв çине чĕвен тăрса пĕлĕте кармашать, тăвăл уласа чĕкеçсен чĕпписене хăратать, йывăçсем шур тутăр çыхнă, вăраннă çĕр карăнасшăн... Танлаштарăвĕсем те ытарлă, хăйне евĕрлĕ: юр пĕрчийĕсем лĕпĕшсем пек, чĕрчунсен йĕрĕсем шăрçа пек, "каçсем кĕске, самантлăх тĕлĕк пек", "шыври уланкă çăлтăр пек вылянчăк"... "Çулталăк паллисем" ярăм-ри сăвăсенче кашни уйăхри улшăнусем çинчен вуласа пĕлме пулать. Кăра кăрлач, нар питлĕ нарăс тата ытти уйăхсем мĕнпе савăнтараççĕ-тыткăнлаççĕ-ха? Кĕнекепе паллашсан ку ыйтăва çăмăллăнах хуравлĕç ачасем, çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕсене те асăрхама вĕренĕç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Ноябрь 2024 |